Данилов В.М. журналиста тата таврапĕлÿçĕне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чыслама йышăннă. Виктор Данилов 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24 мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вăтам шкултан, Коммунистсен партийĕн Чулхулари аслă шкулĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕрлĕ çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра корреспондентра, радиоорганизаторта, радиоинформаци пайĕн заведующийĕнче, район администрацийĕн радиоинформаци тата общественноçпа çыхăну тытакан пайĕн заведующийĕнче, йĕркелÿпе тĕрĕслев тата информатизаци управленийĕн начальникĕн çумĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири общество хăй тытăмлăхĕн секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2011-2018 çулсенче районти &quo
... Малалла вула »
Дубров Г.Е. ĕç ветеранне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чыслама йышăннă. Сăвăçă, çыравçă, таврапĕлÿçĕ тата юрăç-композитор Гурий Дубров (Кăмакал Куркки)1934 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мĕшĕнче Кӑмакал ялĕнче ҫуралнӑ. Кĕҫĕн Шетмĕри ҫичĕ класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам, Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕсенче, Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ. Красноармейскинче киномеханикре, райпора кадрсен пайĕнче, райпо председателĕн çумĕнче тӑрӑшнӑ. Потребкоопераци ĕҫӗн отличникĕ (1993). РФ Писателĕсен союзĕн членĕ (2000). М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ. ЧР музыка обществин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ.
Мĕн ачаранпах юрлама, ташлама юратнă. Сасси уçă, янкăс унăн. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче çанă тавăрсах литература лаççине кÿлĕнчĕ ĕçтешĕм
... Малалла вула »
Калачёва (Ефремова) Светлана Михайловна, Мускав хулинчи «Русская гармонь» продюсер центрĕн юрăçи, вырăс тата чăваш культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, чăваш юррисемпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене куллен савăнтарнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Красноармейски муниципалитет округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи «Карайри кану центрĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.
Красноармейски салинчи тĕп библиотекăн вулав пÿлĕмĕнче Трак енри ЧНК уйрăмĕн (ертÿçи - Михайлова З.П.), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн (ертÿçи - Прокопьев И.А.) тата Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн (ертÿçи - Гурьева С.А.) пайташĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç тата 2023 çулхи тĕллесене палăртрĕç. Уйрăмах Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ тата Хаваслă ачалăх çулĕнче пурнăçламалли мероприятисем тавра хĕрÿ калаçÿ пулчĕ. Тĕрлĕ наградăсем парас ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Лару ĕçне Прокопьев И.А. çыравçă ертсе пычĕ. Ларăва Красноармейски муниципалитет округ администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Осипова Р.М. хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.
Куракансен йышĕнче пĕр чăваш та пулин тупăнатех», - тет Трак енре çуралса ÿснĕ Светлана Калачёва юрăçă. Раççейĕн кирек хăш ял-хулине çитсен те хăйĕнпе: «Эпĕ - чăваш халăхĕн хĕрĕ», - тесе паллаштарать çĕршыв тăрăх тăван чĕлхепе çырнă юрăсене шăрантарса çÿрекен Светлана Калачёва.
«Сенкер тÿпене тинкеретĕп те... Аннен куçĕсем асăма килеççĕ. Пĕр-пĕр музейре кĕнчеле асăрхатăп та ума çăм арлакан кукамай тухса тăрать. Пĕве тĕлне лексен чунăма тăван ялăмри кÿлĕ сулхăнĕ çавăрса илет...», - аса илÿсен авăрне путнă май каласа кăтартрĕ Светлана Калачева.
Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Красноармейски районĕнчи Кулхĕрри Карай ялĕнче иртнĕ. «Тăваттăн çитĕнтĕмĕр эпир. Аттепе аннене колхозра ĕçленĕрен курманпа пĕрех: вĕсем фермăна е хире ирех тухса кайнă та каçхине тин çаврăнса çитнĕ. Пирĕнпе килте кукамай пулнă. Хуçалăхра выльăх йышлă усранă: сурăхсем, вăкă
... Малалла вула »
«Хама 88-ти çын пек туймастăп. Нумаях пулмасть «Трак ен» ансамбльпе Чулхулана кайса килтĕмĕр. Атăл хĕрринчи Культура керменĕнче хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр», - тет Гурий Егорович. Вăл 88 çулта тесе никам та калаймĕ. Йăрă та çаврăнăçуллăскер сцена çине тухать: юрлать, ташлать. Кÿршĕ регионсене концерт лартма çÿрет. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Кăмакал Курккин вăй-халĕ тапса тăрать. Сăмахăм Красноармейски салинче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Гурий Дубров çинчен.
Гурий Дубров тавра пĕлÿçĕ, çыравçă Красноармейски районĕнчи Кăмакалта 1934 çулта çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри тата Красноармейскинчи шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Шупашкарти коопераци техникумне пĕтернĕ. 1953-1956 çулсенче çарта пулнă. Пĕр вăхăт Трак тăрăхĕнче киномеханикре вăй хунă. 1958-1966 çулсенче Самар облаçĕнчи Клявлин районĕн культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1966-1982 çулсенче Кр
... Малалла вула »
Красноармейскинче пурăнакан ĕç ветеранне, 90 çулти Валерьян Григорьева хăйсен тăрăхĕнче пĕлмен çын çук. Мăшăрĕпе Мира Никандровнăпа вĕсем 70 çула яхăн килĕштерсе пурăнаççĕ. «Епле çавăн пек пулма пĕлнĕ-ха эсир?» — тĕлĕнеççĕ вĕсенчен Трак енсем. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тенешкел Валерьян Григорьевичăн ашшĕпе амăшне те Хĕлеçсем хăй вăхăтĕнче çапла каланă. Валерьян Григорьев Хĕлеç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Григорий Николаевич тăлăх ача пулнă. Аслашшĕ Николай Павлович Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи пуçланнă чухне асламăшĕпе Ксения Сергеевнăпа сĕлĕ вырнă. Ăна çавăн чухне вăрçа кайма повестка панă. Вăл ун чухне 30 çул урлă каçнă çын пулнă. 1915 çулхи раштав уйăхĕнче йывăр аманнă. Сызрань хулине госпитале лекнĕ. Ăна операци тунă. 1915 çул вĕçĕнче Николай Павлович киле таврăннă.
... Малалла вула »
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2022 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан автобиографипе характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2023 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енĕпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси.
Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, республикăмăрти тата районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ
... Малалла вула »
Красноармейскинчи Кану çуртĕнче Ветерансен хорне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине паллă турĕç (ертÿçи - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Анатолий Алексеев)... Мана та çак ятпа иртнĕ савăнăçлă ларура тата концертра пулма тÿр килчĕ...
Красноармейскинчи Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Сăлтавĕ иккĕ: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Никоноров 50 çул тултарчĕ тата унăн мăшăрĕ Антонина Никонорова ертсе пыракан "Трак ен" халăх фольклор ушкăнне йĕркеленĕренпе 30 çул çитрĕ. Саламлатпăр!
Шупашкарта, Чăваш патшалăх филармони керменĕнче "Раççей чăваш пики - 2022" конкурс-ăмăрту иртрĕ. Унта пурĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 21 хĕр-упраç хутшăнчĕ. Красноармейски муниципалитет округĕнчи Трак ен пики, Чатукасси хӗрӗ, Анастасия Егорова та çак конкурса хутшӑнчӗ. Маттур та пултаруллӑ пикене пĕтĕм кăмăлтан САЛАМЛАТПӐР!
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен