Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 24 » Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ
19:39
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш чĕлхи – чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Пирĕн халăх паянхи кунччен тăван чĕлхене‚ юрăсене‚ йăла-йĕркесене упраса хăварма пултарнă. Г. Н. Волков академик: "Чĕлхе вăл – культура. Чĕлхе пулăшнипе халăх пуянлăхĕ тăван культурăна куçать. Чăваш сăмахĕ – чун-чĕре пуянлăхĕ‚ кăмăл тĕнчин илемĕ”‚ – тенĕ.
Тăван чĕлхере пирĕн пуçламăшĕн пуçламăшĕ упранать. Анне – пĕрре‚ тăван чĕлхе те пĕрре. Чăваш чĕлхи анне сĕчĕ пек‚ вăл – чĕре варринче. Анне мана пурнăç парнелерĕ пулсан‚ чĕлхе пĕлÿ тĕнчине çул уçрĕ.
И.Я. Яковлев просветителĕн "Вырăс чĕлхи тăван чĕлхе вырăнне мар‚ тăван чĕлхепе пĕрле”‚ " Икĕ чĕлхе – икĕ ăс” халалĕсем халăх каларăшне çаврăнчĕç. Чăннипе те‚ пĕр-пĕрин чĕлхине хисеплени халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетет.
"Чăваш чĕлхи – халăх ăсĕ. Вăл аваллăхпа пĕлĕвĕн таса çăлкуçĕ. Тăван чĕлхепе пичетленнĕ Турă кĕнеки пур халăх çĕр çинчен çухалмасть”‚ – тенĕ хăй вĕренекенĕсене И. Я. Яковлев. Пирĕн чăвашла тĕн кĕнекисем пур. Ырă шухăшлă кĕнекесем тĕрĕслĕхе уйăрса илме тата пурнăçа вĕрентеççĕ.
Тăван сăмах – халăх чунĕ. Ачана тăван чĕлхене вĕрентмесен ун чунне тискеррĕн вĕлеретĕн. Авалхи халăхсем хăйсен чĕлхисене упраса хăварма тăрăшнă. Амăшĕн чĕлхине йышăнман çын хăйĕн ашшĕ-амăшне те‚ тăван ялне те юратмасть‚ чăваш халăхĕпе çĕршывăма та хисеплемест тенĕ. Мăн асаттесен чĕри витĕр тухнă‚ пирĕн этноса упрама пулăшнă еткерлĕхе малалла тăсасчĕ.
Халăх йăли-йĕрки – пирĕн тымар. Çирĕп тымарлă йывăç вара ĕмĕр тăрать. Йăла-йĕркене упраса хăварсан пирĕн чĕлхе те "сывă” юлĕ.
Миçе çын пăхнă: 934 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024