Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Раштав » 14 » Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ умне Çырупа тухрĕ
Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ умне Çырупа тухрĕ
22:47
Сăн ÿкерчĕк
Йăлана кĕнĕ ятпа паян, раштавăн 14-мĕшĕнче, Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăх Канашĕпе Чăваш Ен халăхĕ умне Çырупа тухрĕ. Çыру ятне вăл «Çамрăксене шанмалла!» тесе ят панă.

Кĕскен тĕп шухăшсене пăхса тухсан çакна уйăрма пулать:
◊ патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенче халăха е уйрăм çынна телейпе ырлăх кӳрекен тата власть уçăмлă, суймасăр ĕçлени пулмалла;
◊ пирĕн çутçанталăк умĕнче экологи енчен те, культура енчен те хамăрăн яваплăха туйса пурăнма вĕренмелле;
◊ вăрман тăрăхĕсене ӳлĕмри ăрусем валли сыхласа хăвармалла;
◊ тĕрĕс апатланма вĕренмелле. «Çын сывлăхĕшĕн вăл çуралса ӳснĕ вырăнта çитĕнтернĕ çимĕç, мĕн пĕчĕкрен ĕçме хăнăхнă шыв кирлĕ»;
◊ республикăн лайăх енĕсенчен пĕри, ыттисемпе тупăшма май параканни — чăваш çĕрĕ тĕрлĕ хими элеменчĕсенечен таса пулни;
◊ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен хăйсен çĕрĕпе тухăçлă усă курасси чи малтанхи тĕллев пулса тăрать;
◊ паянхи ял хуçалăхĕн çĕнĕ технологисемпе анлан усă курса ĕçлемелле;
◊ малалла хăвăрт аталанас тесен экономикăн кашни пайне улăштармалла (модернизацилемелле);
◊ экономикăн кулленхи секторăн аталанăвĕнче майĕпен, çулран çул ĕç тухăçлăхне ӳстересси тĕп вырăнта пулать;
◊ предприятисемпе организацисенче çамрăк ăстасем ытларах пулни тухăçлăрах ĕçлеме пулăшĕ;
◊ çамрăксене ытларах шанмалла, вĕрене ĕненмелле;
◊ çынсене  кирлĕ ĕç тупма тата уншăн тивĕçлĕ укçа илме май туса памалла;
◊ пин çын çине шутласан çурт-йĕр тăвассипе пирĕн республика Атăлçи Федераллă округра пĕрремĕш вырăнта, Раççей Федерацийĕнче — 3-мĕш вырăнта;
◊ çурт лартма уйăрнă çĕрсене валеçнĕ хыççăн унпа теллевлĕ усă курнине тĕрĕслесех тăмалла;
◊ çĕр ултавçăсен аллине лекмелле мар;
◊ çынна, кирлĕ пулсан,  сахал этажлă çурт лартма 10 соткăран кая мар укçасăр çĕр уйăрса памалли майсем тумалла;
◊ XXI ĕмĕр — ăста çынсен ĕмĕрĕ;
◊ энергорессурсене перекетлĕ тата тухăçлă усă курма вĕренмелле;
◊ шыва хаклама пĕлмелле;
◊ ЖКХ çивĕч ыйтăвĕсене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен шайĕнче татса памалла;
◊ ЖКХ сферине ĕçлеме тата укçа-тенкĕ хывма хатĕр компанисем килмелле;
◊ сĕтев (взятка) илекенсен усал йăлине çураличченех тĕп тумалла;
◊ патшалăх туянакан таварсене сутăн илнине терĕслесе таракан информацин пĕрлĕхлĕ системине туса хумалла;
◊ сĕтев (взятка) илекен çынна Чăваш Енĕн кашни çынни пĕлме тивĕç;
◊ финанспа экономика сферине укçа хывакансене политикăри тата халăхсем хушшинчи лăпкăлăх килĕшет;
◊ Чăваш Ен вăй-халĕ ун çыннисенче, халăх сывлăхĕ хамăр ачасене епле ӳстернинчен килет;
◊ тивĕçлĕ ăру çитĕнтерме çемье çеç пултарать, вăл халăх никĕсĕ, пĕтĕм пурнăçăн никĕсĕ;
◊ кил-йышра тăнăçлăхпа лăпкăлăх пулни питĕ паха тесе шутлатăп;
◊ халăха ача пахчисемпе тивĕçтерес ыйтăва пĕтĕмĕшле тишкерсе пăхни çеç пулăшма пултарĕ;
◊ бизнеспа студентсем хушшинчи çыхăнăва вăйлатмалла;
◊ хула транспортне чăрмавсăр чупма велочарăнусем хатĕрлеме пуçламалла;
◊ эпир хамăр политикăна малашне те социаллă ĕçсемпе вăйлатса пырăпăр;
◊ сусăр çынсене вĕренме пулăшăпăр;
◊ малашне 15 пĕрлехи медицина центрĕсенче ятарлă медицина пулăшăвне илме пулĕ;
◊ пирĕн халăхăн ăс-хакăл шайне ӳстересси те питĕ кирлĕ ĕç;
◊ ачасене вулама хăнăхтарасси, вĕрентесси — пирĕн халăха малалла аталанма çул параканнисенчен пĕри;
◊ ялсене хуларан куçма ĕмĕтленекен çынсене эпир пур енчен те пулăшма тăрăшмалла;
◊ йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăна аталантарса, уйрăмах ял тăрăхĕсенче, эпир пурнăç пахалăхне ӳстерме пултаратпăр;

Çыру «ĕненӳ, çирĕп кăмăл тата ăс пулсан ăнăçу пулатех» сăмахсемпе вĕçленчĕ.

(куçару — Николай Плотниковăн, тÿрлетни - Виталий Михайловăн)

Çăлкуç: Чăваш халăх сайчĕ
Миçе çын пăхнă: 491 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Чăваш Президенчĕ | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 Migulaj   (31.12.2010 18:37) [Материал]
Манăн шухăш тĕрĕс пулнă пулмалла.

0  
1 Migulaj   (15.12.2010 11:49) [Материал]
Эпĕ шанатăп М.Игнатьев ун умĕнхи Н.Фёдоров пек ют чĕлхепе тухса каларĕ пулĕ Чăваш республикин Аслă Канашĕ умĕнче? Е эпĕ тĕрĕс мар шутлатăп?

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024