Православи çыннисем Таса Çимĕк уявне — чиркÿ праçникĕсен тĕп 12 уявĕнчен пĕрне — Христос чĕрĕлсен Мăн кун хыççăн 50 кунтан паллă тăваççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ăна халăхра Пятидесятница теççĕ. Чăвашсем мĕн ĕлĕк-авалтан çурхи ĕçсем хыççăн тĕрлĕ уявсем ирттернĕ. Çуллахи уявсен шутне Çимĕк те кĕрет. Мĕн ĕлĕкренех çав кун кирек епле ĕçе те пăрахнă, тăван-хурăнташпа пĕрле ĕçсе çинĕ.Çимĕк ыран тенĕ чухне ваттисен праçникĕ. Ятарласа пирĕнтен уйрăлса кайнисене асăнса сăра вĕретсе хатĕрлеççĕ, кукăль-икерчĕ пĕçереççĕ, çăмарта хăпартаççĕ, вилнĕ çынсене асăнаççĕ. Ырă йăла пур пирĕн тăрăхри чăвашсен: Çимĕк кун пирĕн шур сухалсем асăннă уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ятарласа ир-ирех тăрса мунча хутнă, вăрмантан татса килнĕ сиплĕ курăксемпе çăвăнса тасалнă, çĕнĕ хурăн милĕкпе çапăнса киленнĕ. Акă мĕнле çырнă чăваш халăх поэчĕ К. Иванов "Нарспи" поэминче: "Куçне уçнă уçманах чăваш ларать мунчинче". Çав кун ялсенче чÿречесем умне, алăксене йывăç турачĕсемпе илемлетнĕ. Кăнтăрла иртсен масар çине çул тытнă. Унта çывăх çыннисен, тăванĕсен вил тăприйĕсем çине ларса асăнса çинĕ. Çимĕкре чиркÿсене те хурăнăн симĕс тураттисемпе илемлетеççĕ. Ку вăл малашнехи пурнăçпа çĕнĕлĕх палли. Кăçал Çимĕк (Троица) июнĕн (çĕртме уйăхĕн)12-мĕшĕнче, вырсарни кун, килет.
|