Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче Чăваш халăх поэчĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Комсомол премийĕн лауреачĕн Юрий Семенович Сементерĕн «Ĕмĕрсем параççĕ алă» ятлă çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Унта чăваш филологийĕпе культура факультечĕн IV курс студенчĕсемпе преподавателĕсем те пулчĕç. Малтанах Юрий Сементер сăвă кĕнекине кăларма пулăшнăшăн Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене, килнĕ хăнасене тав турĕ. Хăйĕн тăватйĕркелĕхĕсенче чăваш халăхĕн кун-çулне çутатма тăрăшнине палăртрĕ. Кĕнекене чăваш халăхĕн сумлă çыннисем хакларĕç. Университет студенчĕсем вара хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Галина Шадрина вара поэтăмăр сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем шăрантарчĕ, пухăннă халăха савăнтарчĕ. Уяв каçĕнче Сементер сăввисене вуланине илтме те май пулчĕ, пире вара, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсене, çав сăвăсене хамăр патра ăс пухнă, халĕ «Чăваш кĕнеки» центрăн сотрудникĕ пулса ĕçлекен Елена Толмасова вулани уйрăмах савăнтарчĕ. Юрий Семеновича çĕнĕ кĕнеке тухнă ятпа саламлатпăр, сăвă хыççăн сăвă, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплама ырлăх-сывлăх, çирĕп вăй-хал сунатпăр!
Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/ |