Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 17 » Юрларĕç, ташларĕç, канчĕç
Юрларĕç, ташларĕç, канчĕç
21:36
Сăн ÿкерчĕк
Çу уйăхĕн вĕçĕнче, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Енри мĕн пур районта Ака туй иртет. Сĕм авалтан пыракан ку уява чăвашсем çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн йĕркелеççĕ, пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Карай ен ĕçченĕсем те çу уйăхĕн 29-мĕш кунĕнче çурхи ĕçсене вĕçленĕ май Ака туя пухăнчĕç. 
Карайсем çак уява иккĕмĕш хут ирттереççĕ. Пĕлтĕр вĕсем пуçласа пуçтарăннă. Эрне варринче иртнипе хулара пурăнакансем пĕлсех те юлаймарĕç ун чух. Кăçал вара вĕсем тĕплĕн хатĕрленсе, пĕлтерÿсем çакса, йыхрав хучĕсем хатĕрлесе, вĕсене инçетри ентешсем патне "вĕçтерчĕç”. Уяв программине пуçару ушкăнĕпе тимлĕ тишкерсе тухса, ял тăрăхĕ çумĕнчи активистсен канашĕнче çирĕплетрĕç. Кăçалхи Ака туя Чиркÿллĕ — Тĕп — Карай ялне халаллас терĕç, мĕншĕн тесен çак уява ирттерес тĕлĕшпе Карай ялĕнче пурăнакан Анатолий Николаевич Григорьевпа Валериян Михайлович Малинин пуçарулăх кăтартрĕç, пуян программа туса хатĕрлерĕç, кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. 
Палăртнă вăхăталла ача-пăча, ватăсем, вăй питти çынсем, художество пултарулăх членĕсем уяв лапамне (вăтам шкул стадионне) пухăнма пуçларĕç. Уяв лапамне ялавсемпе, уяв сценине шарсемпе, чечексемпе илемлетнĕ, илемлĕ кĕвĕ янăрать. 
Кĕçех уяв лапамне 3 мотоблок килсе çитрĕ: вĕсем çинче Раççей, Чăваш Ен тата район ялавĕсем, чăвашла тумланнă хĕрсемпе каччăсем чăваш юррисем шăрантарса пыраççĕ. Çапла юрласа уяв лапамĕ тавра çаврăнчĕç. 
Сцена çинче 2 параппанçăпа шăпăрçă уяв халăхне йыхравлаççĕ. Чăваш йăлипе хаклă та сумлă тăвансене, хуçалăх тата учреждени ертÿçисене çăкăр-тăварпа сцена çинче кĕтсе илеççĕ. 
— Тăван кĕтес, юратнă вырăн, мĕнле хисеп тăвам сана? Пĕр ыталам-и ăшшăн-ăшшăн, пĕр чуп тăвам-и чунтанах, — янăраса каять уява ертсе пыракан Лилия Алексеева сасси. Пурне те уяв ячĕпе саламланă хыççăн уява килнĕ хăнасемпе те вăлах паллаштарчĕ. 
— Ĕлĕкхи йăлана пăсмасăр, çĕнĕрен йăла кăлармасăр, пуçлар хамăр уява "Алран кайми аки-сухи” юррипе, — янăрать Лилия Леонтьевнан çепĕç сасси. Пурте пĕрле пухăннă халăх чăваш хресченĕн гимнне мăнаçлăн тăсса юрласа ячĕ. 
Уява уçма Карай ял тăрăхĕн пуçлăхне Д. Ф. Платонова сăмах параççĕ. Ун хыççăн карайсем хăйсен ял тăрăхĕн ялавне çĕклерĕç. Малалла Карайри вăтам шкулĕн директорĕ Р. И. Малинина уява пухăннисене ăшшăн саламланă хыççăн кĕскен Вăрманкас-Чиркÿллĕ Карай ялĕн историйĕпе паллаштарчĕ, унăн хальхи пурнăçне сăнласа пачĕ. 
Вăрманкас-Карай, хурăнлă Карай, Чиркÿллĕ Карай тенĕ хальхи Тĕп Карай ялне. Вăл 16-мĕш ĕмĕрте Шурă çырма юхан шыв хĕрне вырнаçнă. Вăрманкас-Карай Сурăмхĕрри-Карайкасси ялĕнчен уйрăлса тухнă (вăл ку тăрăхри пĕрремĕш ял пулнă). 1859 çулхи перепиç тăрăх Вăрманкасра 47 хуçалăх пулнă: вĕсенче 102 арçынпа 114 хĕрарăм пурăннă. 1884 çулта Иван Александров килĕнче (Вани тенĕ ăна) шкул уçнă. Вăл пуян çын пулнă, вăрманпа сутă тунă. 1911 çулта ялта Михаил Архангельский ячĕллĕ чиркÿ уçăлнă. 1917 çулхи пуш уйăхĕнче (27-мĕш числинче) Карай чиркÿ прихутне кĕрекен шкул хăйĕн алăкне уçнă. 1930—1960 çулсенче ялта 7 çул вĕренмелли, 1960—62 çулсенче — 8 çул вĕренмелли, 1962 çулхи авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен вăтам пĕлÿ паракан шкулсем ĕçленĕ. 1972 çулта хальхи шкул çурчĕ ачасене йышăннă. Шкул уçнăранпа 16 директор улшăннă. 
1924 çулта Карайра ял Совечĕ йĕркеленнĕ. 
1930 çулта ялта "Красный Восток” ятлă хуçалăх йĕркеленнĕ. 
1934 çулта фельдшер пункчĕ уçăлнă. 
1938 çулта çыхăну агентстви йĕркеленнĕ. 
1952 çулта — библиотека, 1959 çулта — участок больници, 1963 çулта — аптека, 1981 çулта ача сачĕ, 1995 çулта — ваттисен çурчĕ, 2003 çулта врач офисĕ уçăлнă. 
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Карай ялĕнчен 63 арçын тухса кайнă, вĕсенчен 36-шĕ ирĕклĕхшĕн çапăçса пуçне хунă. 
Паянхи куна Карайра 91 хуçалăх пулнине, вĕсенчен 23-шĕнче çулла çеç пурăннине (дача вырăнне усă кураççĕ), çут çанталăк газĕпе усă куракансем 73 хуçалăх, шыв кĕртнисем 61 хуçалăх шутланни çинчен пĕлтерчĕ Римма Изосимовна. Пурĕ ялта 291 çын пурăнни, вĕсенчен 89 çын пропискăра çеç тăни çинчен, 25 студентпа салтак, 63 пенсионер, 10 инвалид, 6 салтак арăмĕ, 18 çула çитменнисем 53 çын пурăннине палăртса хăварчĕ. 
"Карай ялĕнче çуралса, унăн сиплĕ шывне ĕçсе, унăн çĕрĕ çинче выляса ÿснĕ маттур çынсемпе тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр эпир паян Сирĕнпе, ял-йышăм”, — тесе сăмахне малалла тăсрĕ Римма Изосимовна. 
Вĕсен хушшинче Николай Карай — поэт-писателе, Владимир Леонтьев юрăçа, Николай Петров — летчика, Анатолий Григорьев тренера (тĕнче класлă спорт мастерне), Виталий Прохоров Чăваш радиокомпанин дикторне, Валерий Петров, Виталий Платонов предпринимательсене, газ уçлакан станцинчи профком ертÿçине Яков Малинина палăртса хăвармалла, терĕ докладчик.
Ака туя пухăннисене район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн техника енĕпе ĕçлекен тĕп специалист эксперчĕ В. П. Чаховский, "Караево” пĕрлешÿ учредителĕпе ертÿçи Ю. П. Капитоновпа Г. В. Спиридонов, "Крина” тата "Волит” пĕрлешÿсен ертÿçисем В. Н. Платонов, В. И. Петров саламларĕç, çур акинче аван ĕçленĕ хастар механизаторсемпе сеяльщиксене, уй-хир ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, хăйсен ытти ĕçре вăй хуракансене те грамотăсемпе парнесем парса чысларĕç. 
Карайсене районти "Ял пурнăçĕ” хаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев саламларĕ. З. Иванова, З. Исакова (Карай), Г. Фомина (Сурăмхĕрри), Е. Хлебнов, А. Владимирова (Кÿлхĕрри), А. Порфирьев (Çĕньял Карай) вулакансене парнесемпе тивĕçтерчĕ. И. Прокопьевпа Г. Дубров И. Прокопьев кĕвĕленĕ 2 юрра (пĕрин — "Çурхи шанчăк” ятлин — сăвви Ю. Сементерĕн, теприн — "Сĕрме купăс сасси ян! каять” — сăмахĕсем Г. Дубровăн), И. Христофоровпа (сăмахĕсем Юхма Мишшин — "Тусăм тухмĕ чĕререн”) А. Никитин ("Пурнăç юрри” — сăвви Ю. Сементерĕн) кĕвĕленĕ тепрер юрра шăрантарчĕç. Баянпа И. Прокопьевпа А. Алексеев вылярĕç. 
Уява пухăннисене Карай шкулĕнчи ачасен "Сарпи” ташă ушкăнĕ ташăсем парнелерĕ (ертÿçи Л. К. Степанова вĕрентекен). Шупашкартан килнĕ хăнасем, çамрăк ташăçăсем бал ташшипе халăха савăнтарчĕç. 
Уяв малалла хĕрсех пычĕ. Карай ялĕнче 32 çул хушши бригадирта ĕçленĕ ĕç ветеранĕ В. М. Малинин сăмах илчĕ. Пуçтарăннă халăха саламларĕ тата хальхи вăхăтра Карай ялĕнче ĕçлекен бригадира В. П. Кириллова, тулли мар яваплă "Караево” пĕрлешÿллĕ хуçалăх учредителĕпе ĕç тăвакан директорне Ю. П. Капитоновпа Г. В. Спиридонова тата çамрăк агронома сцена çине хăпарма сĕнчĕ. Ырлăх-сывлăх сунса, вĕсене шанни çинчен тата паянхи ял шă-пи вĕсен аллинче пулнине палăртсах каларĕ. Николай Исаковпа иккĕшĕ "Çул хыççăн çул” юрă парнелерĕç тата пĕчĕк парнесемпе чысларĕç ертÿçĕсене. 
Валерий Михайлович Карай ял тăрăхĕнчи ялсенчен чи сумлă çынсене сцена çине йыхравларĕ, вĕсен йышĕнче: А. П. Порфирьев — нумай çул Çĕньял ялĕнче бригадирта ĕçленĕ, ĕç ветеранĕ, О. В. Сергеева — ял тăрăхĕн (пуçлăхĕн çумĕ) специалисчĕ — Сурăмхĕрри ялĕнчен, В. М. Малинин — Карайри ваттисен çурчĕн пуçлăхĕ — Карай ялĕнчен, В. Г. Григорьев — "Сельхозхимия” пĕрлешÿн тата "Рыба-плюс” фирмăн ертÿçи — Çырмапуçĕнчен, В. Н. Платонов — "Крина” пĕрлешÿн ертÿçи — Кÿлхĕрри ялĕнчен. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Ф. Платонов вĕсен кăкăрĕ çине "Карай ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ятлă медальсем çакса ячĕ. 
Вĕсене саламласа арçынсен ушкăнĕ "Алă-ура ĕçлеме” юрра шăрантарчĕ. 
Вĕсем хыççăн Карай ялĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă та паллă çынсене "Карай ялĕн хисеплĕ гражданинĕ” медальсемпе чысларĕç. 
Çак йышра — В. И. Петров, "Волит” пĕрлешÿн ертÿçи, Н. Д. Дмитриев-Карай — поэт-писатель, В. В. Леонтьев эстрада çăлтăрĕ, Н. А. Петров — летчик, А. Н. Григорьев — тĕнче класлă спорт мастерĕ, В. Г. Прохоров — Чăваш радиокомпанин дикторĕ, Я. В. Малинин — предприниматель, газ уçлакан станцинчи профком ертÿçи, Ю. Г. Евдокимов — запасри майор, В. М. Марков — Карачурари вăрман хуçалăхĕн ертÿçи тата В. М. Малинин — нумай çул Карай ялĕнче бригадирта вăй хунă "Ĕç мухтавĕн III степеньлĕ” орден кавалерĕ. 
Сцена çине ĕç ветеранĕсене, çавăн пекех хальхи вăхăтра хуçалăхра ĕçлекенсене хăпарма ыйтрĕç. Вĕсене пурне те асăнмалăх парнесемпе тивĕçтерчĕç. Пурĕ вĕсем 35 çын пулчĕç. 
Хастарсен ячĕпе каллех юрă саламĕ шăранчĕ. Вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсене те манмарĕç, майăн 28-мĕшĕнче Пограничниксен кунĕ пулнине шута илсе вĕсене те парнесемпе тата юрă саламĕпе савăнтарчĕç. 
Çав уяв кун çуралнă çынсене чыслама та манмарĕç уява йĕркелекенсем, ун пек çынсем 3 пулчĕç: О. Васильева — пенсионер, И. Ильин — "Караево” хуçалăх ĕçченĕ, И. Степанова — "Ирина” магазин (товаровечĕ) бухгалтерĕ. 
Карай ялĕнчи "Чи тирпейлĕ кил-çурт, хуçалăх” конкурсăн çĕнтерÿçисене те палăртрĕç: тĕп урамра В. Федотов хуçалăхĕ, Лесная урамра — Р. Романовăн, Çамрăксен урамĕнче — В. Ивановăн палăрчĕç. Вĕсене те парнепе хавхалантарчĕç.
Ĕçпе юрă уявĕн программи пуян пулчĕ. Унта пухăннисенчен нумайăшĕ футболла тата волейболла выляса чунне уçрĕ. Волейболла выляса Карайри Лесная урам команди çĕнтерчĕ, футболла выляса çырмапуçсем мала тухрĕç, вĕсене пурне те Виталий Николаевич Платонов, "Крина” пĕрлешÿ ертÿçи, хăналанă. 
Сцена çинче юрăçсемпе ташăçăсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, уяв халăхне çавăн пекех хăйсен юрăçи Владимир Леонтьев хăй юррисемпе савăнтарчĕ, ташлаттарчĕ. Карайсене саламлама Мăн Шетмĕ кану центрĕн художество пултарулăх ушкăнĕ килсе çитнĕ, вĕсем хăйсен хитре ташшисемпе уява илемлетрĕç. 
Çавăн пекех Кушкăри ĕç ветеранĕсенчен Илья Романович Степанов композитор йĕркеленĕ хор (ансамбль) пухăннисене ăшшăн саламласа, малаллахи пурнăçра çитĕнÿсем сунса юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ. 
Юлашкинчен сцена çине Карайри кану центрĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ тухрĕ. Вĕсен ертÿçи Л. Л. Алексеева, музыкçи А. П. Алексеев, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тата ташăсене лартаканĕ Н. А. Димитриева питĕ интереслĕ те пуян концерт программи хатĕрленĕ. Çак асăннă коллективăн ячĕпе сумĕ çулсеренех ÿссе пырать. Сцена çинче Шупашкарти артистсенчен пĕртте кая юлмаççĕ. 
Ака туй пурне те килĕшрĕ. Пурте савăнчĕç, ташларĕç, тÿлевсĕр вĕри шÿрпепе, кукăльсемпе сăйланчĕç, каç пулттипе савăк кăмăлпа килелле уттарчĕç. 
"Ирина”, "Витязь” магазинĕсен сутуçисем Ака туя килнĕ çынсене тĕрлĕ апат-çимĕçпе, пылак шывсемпе, шашлăксемпе тивĕçтерессишĕн хыпкаланчĕç кăна. 

"Çак асăннă уява ирттерме пулăшнă спонсорсене тав тăвас килет: В. И. Петровпа В. Н. Платонова, Г. В. Спиридоновпа Я. В. Малинина тата В. Г. Григорьев предпринимательсене. Вĕсене хăйсем пуçарнă ĕçĕсенче çитĕнÿсем, ырă ĕçсем тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, пурнăçра телей, хĕвеллĕ кунсем сунас килет. Вĕсен ыр кăмăллăхĕ ан чактăр, çынсене малалла та çăмăллăх кÿме вĕсене çÿлти Турри пулăшса пытăр”, — тесе Тав хучĕсемпе чысларĕ çак уява ирттерме питĕ нумай вăй хунă В. М. Малинин ĕç ветеранĕ.

Р. Малинина, И. Прокопьев 

Миçе çын пăхнă: 811 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024