Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2022 » Раштав » 25 » «Хама 88-ти çын пек туймастăп", - тет Гурий Егорович
«Хама 88-ти çын пек туймастăп", - тет Гурий Егорович
18:52
Сăн ÿкерчĕк

«Хама 88-ти çын пек туймастăп. Нумаях пулмасть «Трак ен» ансамбльпе Чулхулана кайса килтĕмĕр. Атăл хĕрринчи Культура керменĕнче хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр», - тет Гурий Егорович. Вăл 88 çулта тесе никам та калаймĕ. Йăрă та çаврăнăçуллăскер сцена çине тухать: юрлать, ташлать. Кÿршĕ регионсене концерт лартма çÿрет. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Кăмакал Курккин вăй-халĕ тапса тăрать. Сăмахăм Красноармейски салинче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Гурий Дубров çинчен.
Гурий Дубров тавра пĕлÿçĕ, çыравçă Красноармейски районĕнчи Кăмакалта 1934 çулта çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри тата Красноармейскинчи шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Шупашкарти коопераци техникумне пĕтернĕ. 1953-1956 çулсенче çарта пулнă. Пĕр вăхăт Трак тăрăхĕнче киномеханикре вăй хунă. 1958-1966 çулсенче Самар облаçĕнчи Клявлин районĕн культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшнă. 1966-1982 çулсенче Красноармейски райповĕн кадрсен пайĕн пуçлăхĕнче, 1994 çултанпа райпо председателĕн çумĕнче ĕçленĕ. Вăл - Совет потребкооперацийĕн отличникĕ, РФ Журналисчĕсен союзĕн членĕ. Трубина Мархви, Нестер Янкас премийĕсен лауреачĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
«Мĕншĕн çавăн пек хушма ят илнĕ тетĕр-и? Мĕншĕн тесен эпĕ Кăмакалта çуралнă. Вăл маншăн çав тери хаклă. Тăван ялтан пахи çук. Гурие чăвашла Куркка теççĕ пирĕн тăрăхра. Чи малтанхи кĕнеке «Кĕçĕн Шетмĕ сăпкинче» ятлă. Ăна тăван тăрăх историйĕпе çыхăнтартăм. Эпĕ ултă ачаллă çемьере çуралнă. Пĕр хĕр те пилĕк ывăл пулнă. Пиччесем Лăньккапа Вечча ача чухнех вилнĕ. Анне пире тăлăххăн ÿстернĕ. Пирĕн асатте Яков Васильевич юрлама юратнă. Анне те, асанне те, атте те хăйне май юрăçсем пулнă. Анне яланах юрă ĕнĕрлесе çÿретчĕ. Чăпта çапнă чухне те юрлатчĕ. Юррисене те астăватăп. Манăн та вĕсене вĕренес килетчĕ. Кĕввине пĕлеттĕм, анчах сăмахĕсем асра çукчĕ. Сăмахĕсене шухăшласа кăларса юрă тăваттăм. Сăвă çырасси çавăнтан пуçланчĕ пулмалла. Ача чухнехи çăмăл мар пурнăç та хистерĕ пулĕ. Пулас ăрусем валли çырса хăварма кăмăл пулчĕ», - каласа кăтартрĕ Гурий Егорович. Вăл «Ял пурнăçĕ» хаçатпа ĕмĕр тăршшĕпех çыхăну тытнă. Унăн сăввисем унта куллен пичетленеççĕ. Райпо тытăмĕнче ĕçленĕ май суту-илÿри ăста çынсем çинчен нумай çырнă вăл. Вĕсене халалласа «Районти сутуилÿ» кĕнеке те кăларнă. Каярахпа «Çăкăр тути» кĕнекене кун çути кăтартнă. Ăна çăкăр завочĕпе, унăн кун-çулĕпе çыхăнтарнă. Райпо тытăмĕнче вăй хунă ветерансем çинчен çырни унта уйрăм пай йышăнать. «Халĕ 26-мĕш кĕнекепе ларатăп. Вăл икĕ пайлă. Пĕрремĕшĕ - «Райпори хĕлхем», тепри - «Аслă Çĕнтерĕве - 80 çул». Ĕçлекен çынна чыс туни пархатарлăх тесе шухăшлатăп. Вĕсене яланах асра тытмалла. Тава тивĕçлисен ăсталăхне, ĕçлев культурине пулас ăрусем валли хăвармалла. Тавра пĕлĕве илес тĕк, ку ыйтупа вулакан патне «Вĕсем сар Петĕр йăхĕнчен» кĕнекем çитнĕ. Хăй вăхăтĕнче Красноармейски райадминистрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Станислав Николаевăн йăхĕ çинчен вăл. «Путене таврашĕ» - Патăрьел тăрăхĕнчи паллă çынсем пирки. Тĕпрен илсен, унта Перепелкинсен йăх-тымарĕ тĕп вырăн йышăнать. Çавăн пекех «Тюмень çĕрĕ çинчи чăвашсем» кĕнекем кун çути курчĕ. Материал пухас тĕллевпе Тюмень тăрăхĕнче темиçе хутчен те пултăм. Тюмень чăвашĕсен гимнне те çыртăмăр. Канаш ятлă чăваш ялĕнче концерт лартнăччĕ. Унти вырăнсем питĕ хитре. Вăрманлă тăрăхра ырă кăмăллă, ăш-пиллĕ çынсем пурăнаççĕ», - калаçăва сыпăнтарчĕ ĕç ветеранĕ.
Гурий Дубров культура керменĕн хорĕнче 55 çул юрлать. Çав вăхăтрах «Трак ен» ансамбль артисчĕсемпе пĕрле те сцена çине тухать. Ветерансен хорне вĕсем мăшăрĕпе Таисия Васильевнăпа пĕрле çÿренĕ. «Манăн сăввăмсенчен хайланă 60 ытла юрă «Юрă юлтăр ĕмĕре» кĕнекере тухрĕ. Çырни чун хавалне, кăмăла çĕклет. Эпĕ яланах юрăпа çывăх пулнă. Унпа çуралнă, унпах вилетĕп. Юрă пурăнас кунăма вăрăмлатать, вăй-хал парса тăрать», - калаçу çăмхине сÿтрĕ тавра пĕлÿçĕ. Çав вăхăтра пире Таисия Васильевна сĕтел хушшине чĕнчĕ. Сиплĕ курăксенчен вĕретнĕ техĕмлĕ чей ĕçнĕ май пирĕн калаçу çемье çине куçрĕ. Таисия Васильева /хĕр чухнехи хушамачĕ/ Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче вырăс çемйинче çуралса ÿснĕ. Вĕсем Гурий Егоровичпа Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ. «Пĕр вăхăт ялсем тăрăх кино кăтартса çÿрерĕм. Пелепей хулинче киномеханике вĕреннĕ эпĕ. Кинори юрăсене йăлт пăхмасăр пĕлеттĕм. Вĕсене районти хорта та юрлаттăм. Астăватăп-ха: Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнчи Çÿремет вăрманĕнче «Я встретил девушку» юрра шăрантарса çÿреттĕм. Кино та мана юрăпах çыхăнтарчĕ. Пулас мăшăрăмпа 1958 çулхи çулла пĕрлешрĕмĕр. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вырăс чĕлхин уйрăмĕнче вĕреннĕскере Самар облаçне ĕçлеме янăччĕ. Пĕрлешсен ăна илме тесе кайрăм та унтах юлтăм. Çапла Çирĕклĕ ялĕнче вунă çул ĕçлесе пурăнтăмăр. Унта тем пек лайăх пулсан та чунăм тăван тăрăхах туртрĕ. 1966 çулта Трак ене куçса килтĕмĕр. Мăшăрăм Пионерсен çурчĕн директорне вырнаçрĕ. Эпĕ райпора 35 çула яхăн ĕçлерĕм. Таисия Васильевна каярахпа «Теремок» садикре вăй хучĕ. Унтанах тивĕçлĕ канăва тухрĕ», - çывăх çыннипе паллаштарчĕ хисеплĕ ватă. Дубровсем тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ. Пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Тивĕçлĕ воспитани панă. Лия И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унăн мăшăрĕ - çар çынни, подполковник. Лия та çар чаçĕнчех ĕçлесе пенсие тухнă. Вăл - аслă лейтенант. Надя Шупашкарти педучилищĕре вĕреннĕ. Тĕп хуламăрта пурăнать, садикре ĕçлет. Женя И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн строительство факультетне пĕтернĕ, предпринимательте вăй хурать. Валентина И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутăн химипе биологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Халĕ Яншик Чуллăри шкул директорĕнче тăрăшать. Гурий Егоровичпа Таисия Васильевна паян çичĕ мăнукпа, мăнукĕсен 8 ачипе йăпанаççĕ. Туслă та ĕçчен, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан çемьене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе те чысланă. Дубровсен çитес çул тимĕр туй пулĕ. Вĕсем 65 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ.
«Ачасем килсе çÿреççĕ, шăнкăравласах тăраççĕ. Хĕрĕмсем лайăх çынсем пулчĕç. «Çыншăн чи пысăк телей - ачасем йĕркеллĕ пулни. Кĕрÿсем те лайăх. Ачасем пурте юрлама юратаççĕ. Мăнуксем хитре ÿкереççĕ. Кĕçĕн пĕр мăнука ватă кукамăшĕн ятне панă. Виççе кайнă Таисия ташлама ăста. Кĕрÿсем те - пултарулăх çыннисем. Ун пек çынсем час ватăлмаççĕ. Ачасен ырлăхне курас килет. Хамăр лайăх пурăннă, вĕсем тата лайăхрах пурăнччăр», - кăмăлне ирĕке ячĕ Гурий Егорович. Вĕсем салари Гурий Степанов урамĕнче пурăнаççĕ. Хайхи Гурий Степанов çинчен тавра пĕлÿçĕ «21-мĕш çул – вилĕмсĕр çул» кĕнеке те кăларнă. «Вĕсем Çеруш таврашĕ» кĕнеке Упи тăрăхĕнчи йăх çинчен. Çапла, Гурий Дубров паллă çынсен йăх-несĕлне сăнласа хăварас тĕллевпе нумай ĕçлет. Çав вăхăтрах çамрăксене патриот воспитанийĕ парас енĕпе нумай тăрăшать. Сăр тăрăхĕнче, Хусан енче окоп чавнисене халалласа сăвă та, юрă та хайланă вăл. Хăй вăхăтĕнче Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленисем çинчен те нумай çырать. «Ватлăх япăх мар. Пурнăç мĕнле пуласси хамăртан та килет. Пĕр вăхăт вĕлле хурчĕсем усрарăм. Куç вăйĕ чакрĕ те пăрахрăм. Пирĕн 23 сотăй çĕр, теплица пур. Тĕрлĕ пахча çимĕç лартса ÿстеретпĕр. Помидор, купăста, пăрăç калчисене хамăрах тăватпăр. Чăх-чĕп тытатпăр. Тĕрĕссипе, хама 88-ти çын пек туймастăп. Нумаях пулмасть «Трак ен» ансамбльпе Чулхулана кайса килтĕмĕр. Атăл хĕрринчи «Ракушка» культура керменĕнче хамăр пултарулăхпа паллаштартăмăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп. Кашни кунах уçă сывлăшра пулатăп, нумай утма тăрăшатăп. Хальлĕхе туя тытман-ха. Таисия Васильевна лайăх пăхсан пурăнатăп-ха. Йăхра вăрăм ĕмĕрлисемех пулман. Анне 76-ра çĕре кĕчĕ», - чунне уçрĕ Гурий Егорович. Ĕç ветеранне тăван ялĕ çултан-çул пĕчĕкленсе пыни пăшăрхантарать. Ĕлĕк Кăмакалта 36 çурт пулнă, халĕ 5-6 кил кăна юлнă. Пĕр урамĕ йăлтах пĕтнĕ. Дубровсен çурчĕ те тăлăххăн ларать. Тавра пĕлÿçĕ Кăмакал ялне кашни кĕнекерех асăннă. Çав тăрăх кăмака тумалли тăмпа пуян. Çавăнпах унта кăмака тăвакан маçтăр та нумай пулнă. «Кăмака ăшăтать. Çавăнпа та-ши - пирĕн ял питĕ ăшă пек туйăнать. Ял урамĕ улăх пек - йăмра айне пулнă. Ачасем Кăмакала машинăпа час-часах илсе кайса килеççĕ. Çакна та калам: Виталий Петров юрăç - кукаçин йăмăкĕн ачи. Пирĕн кукаçи те хитре юрланă. Эпир Виталий Петровсен туйĕнче мăшăрăмпа иксĕмĕр хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ пулнăччĕ. Виталий эпĕ сĕннипех вĕренме Шупашкара кайрĕ», - пытармарĕ хисеплĕ ватă. Хăй вăхăтĕнче Гурий Егорович хĕрсем çуралсан: «Тутăр илсе çитереес çук пулĕ», - тенĕ. Халĕ вара хĕрĕсемпе тата кĕрĕвĕсемпе шутсăр савăнать. Хăйне телейлисен йышне кĕртет. Савнă мăшăрне Турă пилленĕшĕн хĕпĕртет. «Пĕр улăм ури чухлĕ телей илсе килтĕр», - тесе ăсатрĕ вăл пире… Роза ВЛАСОВА çырнă ("Хыпар")

Миçе çын пăхнă: 87 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024