Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче Карай шкулĕ 120 çул тултарнă ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă уявра ал ĕçĕсен куравĕнче Л. Ю. Платонова вĕтĕ шăрçапа (бисерпа) тĕрленĕ ÿкерчĕкĕсене нумай тăратнă. Ытармалла мар хитре!
Любовь Юрьевна мăшăрĕпе Çырмапуç ялĕнче пурăнать, пĕрле виçĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ. Пур ĕçе те ĕлкĕрет Л. Платонова, спортпа та туслă, хăйĕн тĕп ĕçĕнче те ĕлкĕрет. Вăл ĕçĕнче те хисепре, мăшăрĕпе килти хушма хуçалăха та шăн-шăн тытса пыраççĕ. Чечексене юратать. Çăвĕпе пахчинче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем илем кÿреççĕ. Вĕсем çемйипех обществăлла мероприятисене хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул, ав, республикăри "Çулталăк çемйи" конкурсра "Пултаруллă çемье" номинацире диплом илме тивĕç пулнă. Бисерпа çеç мар, чăваш тĕррисем те тĕрлеме юратать. Тĕрленĕ ал шăллисем, кавирсем илемлетеççĕ тăван килне. Хĕрĕсем те — Алисăпа Света — амăшĕнчен тĕслĕх илсе, чун-чĕререн парăнса, ал ĕçĕпе интересленеççĕ. Пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшса, юратса тунă ĕç кăна хÿхĕм пулса тухни паллă ĕнтĕ. Вĕсем çапла майпа чун тасалăхĕпе, чун хитрелĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Пĕр ал ĕçне хăйсен çемйинчен тăван шкула парнелерĕç Платоновсем. Кĕçĕннни, Федор, Карайри вăтам шкулта вĕренет. Чăваш йăли-йĕркине манманни вĕсене чыс кăна кÿрет.
М.Романова |