Чăваш чĕлхипе литературине тата культурине тăрăшса вĕренекен шкул ачисене хавхалантарас тата вĕсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне аталантарас тĕллевпе районти шкулсенче пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен наци культурин "Туслăх хĕлхемĕ" фестивалĕ иртрĕ. Республика фестивалĕн районти тапхăрĕ Трак чăвашла-нимĕçле гимназире пулчĕ. Унта районти шкулсенче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ 6-9 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Фестиваль программипе килĕшÿллĕн вĕсем тăватă конкурсра тупăшрĕç.
Наука ĕçĕсемпе мультимедиллĕ презентацисен «Чăвашлăх тĕнчи» конкурсĕ 3 номинаципе иртрĕ. "Çĕнтерÿçĕсем манăçмаççĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне Трак чăвашла-нимĕçле гимназири Степанова Людмилăпа Степанова Екатерина çĕнсе илчĕç (ертÿçисем - Антонова И.Н., Кузьмина Ю.Е.). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Упи шкулĕнчи Васильева Еленăпа Петров Алексей тата Еншик Чуллăри Данилова Мария çĕнсе илчĕç (ертÿçисем - Васильева В.В., Петрова С.В. тата Ефимова Г.А.). "К.В.Иванов хайлавĕсенчи çут çанталăк сăнарĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчи Михайлов Алексей çĕнсе илчĕ (ертÿçи - Михайлов В.М.). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Карай шкулĕнчи Хлебнова Наталийăпа Именкасси шкулĕнчи Моронцов Леонид тивĕçрĕç (ертÿçисем - Никандрова А.Ю. тата Ильина В.П.). "Чăваш литературинчи учитель сăнарĕ" номинацире çĕнтерÿçĕ ятне Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчи Васильева Анна çĕнсе илчĕ (ертÿçи - Михайлова З.П.).
«Çăлтăрчăк» вăйă-конкурса Трак чăвашла-нимĕçле гимназири Иванова Наталия çĕнтернĕ тесе палăртрĕç (ертÿçи - Кузьмина Ю.Е.).
Тăван ен культури енĕпе ирттернĕ «Асамат» олимпиадăра çак ачасем палăрчĕç: Тихонов Владимир, Трак чăвашла-нимĕçле гимназин 7 класĕнче вĕренекен (I вырăн), Михайлов Демьян, Пикшик шкулĕн 8 класĕнче вĕренекен (II вырăн), Андреев Андрей, Шывпуç шкулĕн 8 класĕнче вĕренекен (III вырăн).
Сăрă искусствин «Шевле» конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсемпе пултаруллисем çак ачасем пулчĕç: Григорьева Татьяна, Еншик Чуллă шкулĕн 7 класĕнче вĕренекен (1 вырăн, ертÿçи - Евграфов П.А.), Федорова Кристина, Карай шкулĕн 7 класĕнче вĕренекен (2 вырăн).
Çĕнтерÿçĕсене хĕрÿллĕн саламлатпăр, Республика шайĕнче иртекен фестивальте ăнăçу сунатпăр.
|