Июнĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа, Трак енре те тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Çумăр çусах тăнăран уяв вырăнне ял тăрăхĕсем хушшинчи инфомаципе культура центрне куçарчĕç. Ачасене йăлана кĕнĕ, çуллен килекен савăнăçлă та хаваслă праçникне район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков ăшшăн саламларĕ, паянхи çамрăк ăру çĕр-шывăн ыранхи пуласлăхĕ пулнине палăртрĕ. Сцена çинчен уява (ăна Н. Филиппова, Н. Николаева тата Л. Игнатьева) йĕркелесе пычĕç) пухăннă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне "Заволжский” клуб çумĕнчи ачасен "Юность” халăх ташă ансамблĕпе "Капельки” ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи "Взгляд” ташă ансамблĕ, Красноармейски вăтам шкулĕн 4-мĕш класс вĕренекенĕсем, райцентрти ача сачĕсене çÿрекен Катя Бартасова, Михаил Никоноров, Маша Егорова, Саша Николаева тата ыттисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Вăйăсемпе конкурссем те пулчĕç, вĕсене хутшăннисем пылак призсене тивĕçрĕç. Уяв спонсорĕсем Красноармейски ял тăрăхĕ (пуçлăхĕ Э. Ермаков), ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕ, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ, Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕ, çемье кредичĕн касси (Л. Каршова), С. Ильина тата халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти центр (В. Иванова) пулчĕç. |