Паянхи вĕрентĕвĕн тĕп задачисенчен пĕри пур енлĕ аталаннă, хальхи обществăра хăйĕн вырăнне тупнă, ĕç рынокĕн условийĕсене хăнăхнă каччăсемпе хĕрсене вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларасси пулса тăрать. Пирĕн шкулти вĕрентекенсен тĕп задачисенчен пĕри — пултаруллă ачасене тупса палăртса вĕсене пур енлĕн аталанма тĕллевлĕ тытăм туса хатĕрлесе ăна куллен ĕçе кĕртесси. Шкулта фестивальсем, ачан пултарулăхне пур енлĕн уçса пама предметлă олимпиадăсем, творчествăлла ĕçсен конкурсĕсем, "Алло, эпир талантсене шыратпăр", "Интеллектуаллă биатлон" тупăшусем тата ытти те — ирттересси кулленхи йăлана кĕчĕ. Шкулти воспитани тытăмĕн концепцийĕ "Школа творческого самовыражения личности" ятлă. Эпир унăн модельне туса хатĕрленĕ. Унта вĕренекенсене воспитани памалли мероприятисен мелĕсемпе формисене, положенийĕсене — "Çулталăкри вĕренекен", "Çулталăкри класс", "Этем — тĕнчери тĕп тĕлĕнтермĕш" (1-4 классем), "Çемье", "Сывлăхлă ачалăх — сывă ачасем", "Çук" тесе калама вĕрен", "Сывлăх шкулĕ", ача-пăчасен "Яковлев хунавĕсем" обществăлла организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ", "Пултаруллă ачасене хавхалантарасси" — палăртнă. Шкулăн виçĕ тĕп тытăма — хушма вĕрентĕве, вĕренекенсен хăй тытăмлăхне, уроксем тулашĕнчи пултарулăха — пĕрлештермелле. 2011- 2012 вĕренÿ çулĕнче пирĕн вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕ 23 кружокпа спорт секцине çÿренĕ. Пултаруллă ачасене хавхалантарас, вĕсен творчествăлла пултарулăхне пур енлĕн уçса парас енĕпе класс ертÿçисем, учитель-предметниксем вĕсене тĕрлĕрен мероприятисене, конкурссемпе проектсене хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн вĕренекенсем шкулти - 153, муниципаллă - 69, республикăри - 32, Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери 22 конкурссене хутшăннă. Тишкерÿ çакна кăтартать: вĕрентекенсем Пĕтĕм тĕнчери - 4, Пĕтĕм Раççейри - 13, республикăри - 27, муниципаллă 82 тупăшура çĕнтерÿçĕпе призер пулса тăнă. Пирĕн шкулта вĕреннĕ А. Никифорова (ертÿçисем А. С. Никифорова, В. В. Иванова) Пĕтĕм тĕнчери "Флэкс" е "Обмен будущими лидерами" конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Паян Анастасия АПШн Миссисипи штатĕнчи пĕр шкулта хăйĕн пĕлĕвне малалла тăсать. Алексей Михайлов (Михайлов В. М.) çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри сайтсен, Кристина Захарова (В. В. Иванова) Пĕтĕм Раççейри акăлчан чĕлхипе, Даниил Иванов ( Л. К. Григорьева, Л. Н. Петрова) — техникăлла творчествăпа иккĕмĕш хут республикăри конкурссен çĕнтерÿçисем. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкулти 4 вĕренекен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче эпир пĕрремĕш класра (класс ертÿçи Г. В. Никифорова) патшалăхăн вĕрентÿ стандарчĕсене ĕçе кĕртрĕмĕр. Ачасен уроксен тулашĕнчи пултарулăхне тишкерсе эпир вĕсен нумай енлĕ пултарулăхне хаклама пултартăмăр: спортпа сывлăх; художествăпа эстетика (И. Иванов педагогăн изостудине, Н. Б. Николаева ертсе пыракан сцена искусствисен студине çитсе куртăмăр); наукăпа пĕлÿ (шкул никĕсĕ çинче класс ертÿçисен районти семинарне, мастер-классене ирттертĕмĕр); çарпа патриотизм ("Патриот" клуб ĕçĕ, ăна "Эпир — пулас космонавтсем" проект урлă ĕçе кĕртесси). Пĕрремĕш классен никĕсĕ çинче космонавтсен отрядне йĕркелерĕмĕр. Пĕрремĕш классен уроксем тулашĕнчи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕ çапла: пирĕн ачасем республикăри - 2, муниципаллă 21 тупăшусенче çĕнтерчĕç тата призерсем пулса тăчĕç. Пирĕн малашнехи тĕллев: пултаруллă ачасене кашнинех туллин пĕлме программа тата вĕсен аталанăвĕн уйрăм карттине туса хатĕрлемелле. Пирĕн шкулăн потенциалĕ пултаруллă ачасемпе ĕçлес çĕрте тĕрлĕ енлĕ информаци технологийĕсемпе усă курма май парать. Кунта пултаруллă та талантлă ачасене тупса палăртнă çĕрте электронлă, психологи рессурсĕсене, инноваци технологийĕсемпе усă курни питех те пысăк вырăн йышăнать. Ачасен уроксем тулашĕнчи пултарулăхĕ пирки калама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Кунпа пĕрлех шкулта ку енĕпе ачасен ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсен мониторингне туса хатĕрленĕ.
Пирĕн шкулта пултаруллă ачасене тупса палăртас çĕрте çавăн пекех "Çулталăкри вĕренекен" конкурс та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Асăннă ята портфолио никĕсĕ çинче çак номинацисемпе — эрудит, олимп шанчăкĕ, творчество çынни — параççĕ. Кăтартусене вĕренÿ çулĕн кашни чĕрĕкĕнче пĕр хут палăртаççĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе чыслаççĕ.
Юлашкинчен çакна каласшăн: чыслă ĕç хисепре. Пирĕн шкул вĕрентÿ учрежденийĕсен воспитани тытăмĕн Пĕтĕм Раççейри V конкурсĕн "Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем" номинацийĕнче çĕнтерчĕ, I степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Шкулăн ытти лайăх кăтартусем те чылай. Вĕсенче — коллективăн тÿпи. Çавăнпа та эпĕ педагогсене, вĕренекенсене Учительсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп. И.Кускова, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ |