Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2015 » Раштав » 21 » Районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
Районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ
13:24
Сăн ÿкерчĕк

Раштавăн 17-мĕшĕнче Чатукасси шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Вăл «Вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕ стандарта пурнăçа кĕртсе пырасси» темăпа иртрĕ. Асăннă шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Яковлева Римма Ивановна 6 класра «Иван Ахратăн «Юрлакан кĕленчесем» калавне тишкересси» темăпа уçă урок кăтартрĕ. Урокра ачасем хастар ĕçлени, вĕрентекен кăларса тăратакан кăткăс ыйтусене çийĕнчех хуравлама тăрăшни, хăйсен шухăшне уççăн калама пĕлни, калаври самантсене выляса кăтартма пултарни, шыв тултарнă кĕленчесене шаккаса кĕвĕ кăларни тĕлĕнтерчĕ. Римма Ивановна ачасемпе ăшшăн калаçни, урок шăнăрне кирлĕ пек йĕркелесе пыни, ачасене тĕрлĕ ĕçсемпе кăсăклантарса ĕçлеттерни пурне те килĕшрĕ.

Вĕрентекенсем ларура Иван Патмар çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Патмар пуххинчи халăх ăслăлăхĕ» конференци ирттерчĕç. Унта пурĕ тăххăрăн тухса калаçрĕç. Вĕсем: Упи шкулĕнчи Васильева Вера Вениаминовна, Именкасси шкулĕнче ĕçлекен Ильина Валентина Петровна, Красноармейски шкулĕнчи Михайлов Виталий Михайлович, Пикшик шкулĕнче вăй хуракан Тихонова Людмила Анатольевна, Алманч шкулĕн вĕрентекенĕ Григорьева Татьяна Юрьевна,  Трак шкулĕнче ĕçлекен Антонова Ираида Николаевна, Красноармейски шкулĕнчи Михайлова Зинаида Петровна, Еншик-Чуллă шкулĕнче тăрăшакан Герасимова Ирина Владиславовна, Чатукасси шкулĕнчи Яковлева Римма Ивановна. Кашниех хăй суйласа илнĕ темăна анлăн çутатса пама тăрăшрĕ, Иван Патмарăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартрĕ.

Тухса калаçакансем Иван Патмар пуххисенчи çăварни юррисем, туй юррисем, юмахсем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсем, вĕрÿ-суру чĕлхисем хамăр халăхăн  пысăк пуянлăхĕ пулнине палăртрĕç. Пирĕн мухтавлă ентеш халăх сăмахлăхне пухса тĕпченисĕр пуçне пултаруллă çыравçă, журналист, тавра пĕлÿçĕ, хастар салтак, вăрçă ветеранĕ пулнине те асăнса хăварчĕç.

Конференцие Эдисон Патмар та хутшăнчĕ, вĕрентекенсене ашшĕн сăваплă ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав турĕ.  

Миçе çын пăхнă: 747 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2015  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024