Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Çĕртме » 9 » “Тăван Трак ен, санпа эп савăнатăп...” ("Ял пурнăçĕ")
“Тăван Трак ен, санпа эп савăнатăп...” ("Ял пурнăçĕ")
17:55
Сăн ÿкерчĕк
Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче, шăмат кун Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнчи "Факел” стадионта йăлана кĕнĕ районти 59-мĕш Ака туй иртрĕ. Хушăран-хушă çумăр пĕрĕхсе иртни те, çанталăкĕ уçăрах тăни те унта пулнисен кăмăлне хуçаймарĕç. 
Уяв вырăнĕ ир-ирех вăранчĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕсем янăраççĕ. Сутуçăсем тĕрлĕ таварпа сутă тума пуçларĕç, столовăйсен ĕçченĕсем шÿрпепе шашлăк хатĕрлерĕç. Ачасем валли вăй-халпа тÿсĕмлĕхе виçмелли ятарлă вырăн, ал ăстисен "Çыннăн ăсталăхĕ — халăх пуянлăхĕ” курав йĕркеленĕ. Кĕçех "Телейлĕ ачалăх” площадка ĕçлеме тытăнчĕ. Район ÿсĕмĕсемпе унăн çыннисем çинчен каласа паракан 40 минутлăх радиорепортаж (авторĕ В. Данилов журналист) янăрарĕ. Халăх вара уява килсех тăчĕ, тĕрлĕ стендсемпе, ял тăрăхĕсен куравĕпе паллашма васкарĕ. 
11 сехет çитеспе йыхрав кĕвви янăрасан, капăр сцена çине (кăçал унăн хыçал енне ятарлă баннерпа илемлетнĕ) праçник программине ертсе пыракан Н. Филипповапа В. Егоров тухрĕç.

Тăван Трак ен, санпа эп савăнатăп 
Чи илемли çак ирĕк таврара. 
Чуна уçса ялан çапла калатăп: 
Тавах сана, тавах Трак ен! — янăрать уяв вырăнĕнче.

Кĕçех Ака туй уçланкин капăрлатнă хапхи умĕнче район пуçлăхне В. Н. Григорьева, район администрацийĕн пуçлăхне В. В. Александрова, ЧР юстици министрне Н. В. Прокопьевана, ЧР муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорне С. А. Николаева, Мари Эл Республикинчи хамăрпа ăмăртакан Морки районĕн делегацине (ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Х. Григорьев ертсе пычĕ, йышра çавăн пекех унăн пĕрремĕш çумĕ Н. П. Поликарпов, ял хуçалăх тата апат-çимĕç пайĕн ертÿçи Ю. Г. Григорьев тата Хĕрлĕ Стекловар ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Л. З. Павлова пулчĕç), туслă çыхăну тытакан кÿршĕллĕ Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхне Ю. М. Николаева, "Трак ен” ентешлĕх ертÿçине А. Н. Львова тата ытти хăнасене каччăпа хĕр çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăнасем иртнĕ май икĕ енне тăнă юрă-ташă ăстисем аллисенчи хăюсене вĕлкĕштерсе тăчĕç. 
Авалхи кĕвĕ çеммипе сцена умĕнчи лапама суха пуç йăтнă арçынсем тухаççĕ. Чăваш тумне тăхăннă ватă çын (Г. Е. Дубров) ака-суха кĕлли вуларĕ. 
Унтан сцена çинчен "Заволжский” клуб çумĕнчи "Юность” халăх ташă ушкăнĕ (ертÿçи Н. Алексеева) "Чăваш ен” ташă парнелет. 
Ака туй уявне район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев уçать. 
"Кăçал ăна Раççей космонавтикин çулталăкне тата хамăр ентеш — Совет Союзĕн Геройĕ В. В. Васильев çуралнăранпа 100 çул çитнине халаллатпăр”, — пĕлтерет Владимир Николаевич. 
Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тата Красноармейски районĕн ялавĕсене "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ С. Л. Молотков, кунти О. Ю. Васильев механизатор тата "Красное Сормово” хуçалăхăн Яманакри сĕт-çу фермин заведующийĕ Е. Г. Алексеева хăпартнă май Гимнсем янăраççĕ. 
Сцена çинче — районти пĕрлештернĕ хорпа халăх инструменчĕсен ансамблĕ (ертÿçи Н. М. Никоноров). "Ака туй юрри” шăранать. Хамăрăн мухтавлă ентеше, Совет Союзĕн Геройне В. В. Васильева (Мăн Шетмĕ) халалланă "Манас çук сана, Васильев” юрра Красноармейскинчи искусство шкулĕнче вĕренекен Марина Иванова юрлать. 
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров сăмах илчĕ. Вăл яланхи йăлапа çурхи уй-хир ĕçĕсем хыççăн кăтартусене пĕтĕмлетнине, тĕллевсене палăртнине пĕлтерчĕ. 
— Ял хуçалăх предприятийĕсем йывăрлăхсене пăхмасăр акана вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлерĕç, кăçалхи тухăç валли япăх мар никĕс хывса хăварчĕç, — терĕ Владимир Валерьянович. 
"Çур аки-2011” çĕнтерÿçисем тесе "Красное Сормово” (ертÿçи Т. Н. Иванова), "Таябинка” Агрофирма” (А. П. Афанасьев), "Волит” (Т. Г. Петрова), "Янмурзино” (Э. В. Петров) хуçалăхсене, А. Н. Николаев тата В. Н. Шумилов хресчен фермер хуçалăхĕсене, "Агроснаб” пĕрлешĕве (В. М. Ефимов) йышăннă. 
"Çур аки-2011” чемпионĕ тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешÿ механизаторĕ О. Ю. Васильев пулса тăнă. Вăл ку тапхăрта 337 условнăй эталон-гектар ĕç пурнăçланă. 
Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ культурăсем пĕтĕмпе 11327 гектар йышăнаççĕ. Çакă иртнĕ çулхинчен 12,7 процент ытларах. Çуртрисене 6758 гектар е планран 4,6 процент нумайрах акса хăварнă. Çĕр улмине 640 гектар лартнă. Ял хуçалăх ĕçĕсене ирттерме хуçалăхсем 25,3 миллион тенкĕлĕх кредитпа усă курнă. 309 тонна элита вăрлăх туяннă, 1444 тонна минераллă удобренисем хывнă. Хуçалăхсем кунпа пĕрлех 11,6 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника илнĕ. 
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ÿсĕмсем пур. Хĕллехи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем аш-какай 891 (пĕлтĕр 777), сĕт 4337 тонна (иртнĕ çул 4201) туса илнĕ, кашни ĕнерен вăтамран 2965 килограмм е унчченхинчен 2,9 процент нумайрах сĕт сунă. Ку енĕпе "Красное Сормово” тата "Волит” пĕрлешÿсен кăтартăвĕсем лайăх (вĕсенче ĕне пуçне 3985-3387-шер килограмм продукци илнĕ). Çак хуçалăхсем сĕт пахалăхĕ енĕпе те пĕлтĕрпе кăçал республикăра 1-мĕш тата 3-мĕш вырăнсенче пыраççĕ. 
2010—2011 çулсенчи хĕллехи тапхăр кăтартăвĕсемпе "Чемпион-выльăх пăхакан” ята "Красное Сормово” пĕрлешĕвĕн Яманакри сĕт-çу фермин заведующийĕ Е. Г. Алексеева çĕнсе илнĕ (кунта ĕне пуçне 3985-шер килограмм сĕт сунă). 
Машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе техник-осеменаторсен районти конкурсĕнче пĕрремĕш вырăнсене "Красное Сормовори” С. В. Даниловапа "Янмурзино” ЯХПКри Е. А. Константинова тивĕçнĕ. 
"Ака туя ытти отрасльсенче вăй хуракансем те çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç”, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. 
Акă Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи И. А. Ананьева "Çулталăк учителĕ-2011” районти конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. 6 вĕренекенпе 2 педагог ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ. 5 шкул ачи республикăри олимпиадăсенче палăрнă. 
"Кăтартуллă культурăпа кану учрежденийĕ” районти конкурсра кану центрĕсем хушшинче Кĕçĕн Шетмĕри, Пикшикри тата Чатукассинчи, кану çурчĕсенчен Шывпуçĕнчи, Тусайри тата Крентейкассинчи культура учрежденийĕсем çĕнтернĕ. "Клуб ĕçĕн лидерĕ” Н. М. Никоноров, "Çулталăк библиотекарĕ” Р. Г. Герасимова пулса тăнă. 
"Пирĕн спортсменсем те хăйсен кăтартăвĕсемпе савăнтараççĕ”, — палăртрĕ хăйĕн сăмахĕнче Владимир Валерьянович. Ав Кÿлçырмара çуралнă, олимп резервĕсен училищин воспитанникĕ Э. Краснов çăмăл атлетика енĕпе Атăл çи федераллă округра июнĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ăмăртура 1500 метра чупса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Ку округра мала тухассишĕн Оренбург хулинче пулнă тупăшура 1994—1996 çулсенчи хĕрсемпе яшсем хушшинче Т. Васильева (Яманак) — пĕрремĕш, З. Петрова, А. Дуйсембаева, Н. Дубов — 2-мĕш, К. Яковлева 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Халĕ Брянск хулинчи спорт колледжĕнче вĕренекен О. Дуйсембаева Уфара пулнă Раççей ăмăртăвĕнче 3-мĕш вырăна тухнă. Вĕсене пурне те спорта юратма Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев хăнăхтарнă. 
"Ял сăн-сăпатне çĕнетес тĕллевпе те районта нумай ĕçлетпĕр”, — терĕ малалла В. В. Александров. ЧР Президенчĕн ял терриорийĕсене комплекслă майпа çĕнетсе тирпей-илем кÿрес енĕпе йышăннă Указне пурнăçласа, 2010 çулта районти тĕп больницăна, халăх пултарулăхĕн районти çуртне, Трак чăваш-нимĕç гимназине, Мăн Шетмĕри пĕтĕмĕшле практика врач офисне тĕпрен юсас енĕпе пĕтĕмпе 7 миллион ытла тенкĕлĕх ĕç тунă. Ку енĕпе кăçал малалла вăй хумалла. Чатукассинчи кану центрне, кунти шкула, Красноармейскинчи ача садне, районти тĕп больницăна тĕпрен юсама 5 миллион ытла тенкĕ ямалла. 
Кăçал ЧР юстици министерстви пулăшнипе республика бюджечĕн шучĕпе Красноармейскинче хальхи çĕнĕ ЗАГС çурчĕ уçăлмалла. 
ЧР нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕ уйăрасси çинчен калакан законне пурнăçа кĕртсе, 5 çĕр участокĕ уйăрнă. 
"Инвестицин икĕ проекчĕ çинче те шанăç пысăк пирĕн. Вĕсем — керамика кирпĕчĕ тумалли завод (проект хакĕ — 1100 миллион тенкĕ, инвесторĕ — хупă йышши "Тус” акционер обществи), кăрккасем ÿстермелли ферма тата комбикорм тумалли предприятипе аш-какай тирпейлемелли цех уçасси. Çаксем пире малашлăха уçăмлăн пăхма май параççĕ”, — палăртрĕ Владимир Валерьянович. 
Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ака туя килнисемпе хăнасене уяв ячĕпе чĕререн саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçусем, çемьесенче телей сунчĕ. 
Красноармейскисене малалла Ака туйпа Чăваш Республикин юстици министрĕ Н. В. Прокопьева саламларĕ, республика Президенчĕ М. В. Игнатьев ячĕпе ырă сывлăхпа пархатар тата вăй-хăват сунчĕ. 
Надежда Викторовна тулли мар яваплă "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕн С. Л. Молотковăн кăкăрĕ çине "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ” хисеплĕ ята тивĕçнине çирĕплетекен паллăна çакса ячĕ, района ĕç сыхлавĕ енĕпе республикăра çĕнтернĕшĕн диплом пачĕ, хастарсен пĕр ушкăнне Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Çак йышра райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ В. Ю. Иванов, район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, обществăлла инфратытăм управленийĕн тĕп специалист эксперчĕ (агрономĕ) В. А. Васильев, хресчен фермер хуçалăхĕн ертÿçи А. Н. Николаев, "Волит” пĕрлешĕвĕн механизаторĕ В. Д. Михайлов, "Таябинка” Агрофирма” пĕрлешĕвĕн сысна пăхакан операторĕ З. Г. Антонова тата Упири ветеринари участокĕн заведующийĕ Л. Ф. Петрова пулчĕç. 
Унтан районта пурăнакансемпе ĕçпе юрă тата спорт уявĕн хăнисене Чăваш Республикин муниципаллă йĕркелÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ С. А. Николаев, Мари Эл Республикинчи Морки район администрацийĕн пуçлăхĕ С. Х. Григорьев, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. М. Николаев, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх ертÿçи А. Н. Львов, Раççей Перекет банкĕн Чăваш енри 8613-мĕш номерлĕ уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ А. В. Белов, Чăвашпотребсоюзăн пай пуçлăхĕ Н. Г. Большова, Россельхозбанкăн районти уйрăмĕн ертÿçи А. В. Муравьев, патшалăхăн "Поддержка” страхлакан компанийĕн Красноармейскинчи представительствин начальникĕ О. В. Андреева ăшшăн саламларĕç, уйрăмах хастарлăхпа палăрнисене дипломсемпе парнесем кÿчĕç. 
Ака туйра экономика тупăшăвĕн çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсемпе 1—3 вырăнсене "Красное Сормово”, "Янмурзино”, "Нива”, кăçалхи I кварталти итогсемпе вара малти вырăнсене "Красное Сормово”, "Нива”, "Караево” хуçалăхсем тивĕçнĕ. Вĕсене дипломсемпе наградăларĕç, ертÿçисене укçан преми парса хавхалантарчĕç. Çур акире мала тухнă хуçалăхсемпе чемпионсене те чысларĕç. Ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн А. Н. Ильина техник-осеменатора ("Нива”), Ю. Т. Петров механизатора, Л. А. Пирошкина кладовщицăна, В. Н. Сергеев водителе ("Красное Сормово”), В. Г. Павлова ветеринари фельдшерне ("Таябинка” агрофирма), В. Г. Степанова тĕп бухгалтера ("Крина”), В. Г. Феофанова ветфельдшера (Янкасри ветеринари участокĕ) район администрацийĕн Хисеп грамотине, А. А. Васильев тĕп агронома ("Гигант” ЯХПК), А. В. Замков тĕп инженера (А. Н. Николаев хресчен фермер хуçалăхĕ), районти ветстанцири Р. С. Павлова врач-бактериолога район администрацийĕн Тав хутне, "Гигант” ЯХПКри В. М. Нестеров тĕп инженера район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕç. Хăш-пĕр ытти хуçалăхсем те хăйсен хастарĕсене парнесемлĕ турĕç. 
Кăнтăрла иртсен Ака туйăн концерт программи пуçланчĕ. Вун-вун юрă шăранчĕ сцена çинчен, çĕкленÿллĕ ташăсем те пулчĕç. Уйрăм пултарулăх коллективĕсемпе пĕччен юрлакансен пултарулăхне куракансем хавхаланса пăхрĕç, алă çупса тав турĕç. Чăн та, пĕрне мухтаса теприне хурлаймăн. Сцена çинче пĕчĕккисем те, вăй питтисем те, ветерансем те хăйсене хăюллăн та маттуррăн тытрĕç. Мари Эл Республикинчи Морки районĕнчи "Шуматкече” ("Шăмат кун”) ансамбль членĕсем те Трак ен çыннисене юрă парни кÿчĕç. Концерт халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕн номерĕсемпе вĕçленчĕ. Район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Н. Лебедев культурăпа кану учрежденийĕсен районти конкурсĕнче çĕнтернисене чысларĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В. Ю. Иванов вара ял тăрăхĕсен куравĕнче мала тухнăшăн красноармейскисемпе кĕçĕншетмĕсене тата чатукассисене 1—2—3 степеньлĕ дипломсемпе чысларĕ. Чи тутлă шÿрпе пĕçерекенсем хушшинче пикшиксемпе красноармейскисем тата мăншетмĕсем мала тухнă, терĕç. 
Ытти чухнехи евĕрех, хальхи Ака туйра та кашниех хăйĕн чун киленĕçне тупма пултарчĕ. Спорт вăййисемпе ăмăртăвĕсем пĕр харăсах темиçе çĕрте пычĕç. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем дартсра, шашка-шахматра, волейболра, ирĕклĕ майпа кĕрешсе, пăт пуканĕ çĕклесе хăйсене тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç. 
Спорт вăййисен кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн культура, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Н. Лебедев паллаштарма кăмăл турĕ. Арçынсем хушшинче волейболла выляса ав 1—2—3-мĕш вырăнсене "Факел” (Заволжски ЛПУМГ), "Уют”, "Исаково”, хĕрарăмсенчен "Энергия”, "Надежда”, "Оникс” командăсем çĕнсе илнĕ. Пăт пуканĕ çĕклесе арçынсенчен А. Аркадьев, каччăсенчен Трак гимназийĕнчи П. Гурьев мала тухнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе тĕп парнене (така) В. Алексеев тивĕçнĕ. Шашкăлла выляса В. Никитин, А. Тимофеев тата А. Ананьев, шахматла выляса А. Лаврентьев, С. Иванов тата П. Яковлев малти вырăнсене йышăннă. Çирĕп вăй-халлисем çавăн пекех пĕр-пĕринпе михĕсемпе тытăçассипе те, шăчă тăррине хăпарассипе те тупăшнă. 
"Факел” стадионтах каярахпа Канаш хулинчи "Канмаш” команда пирĕн районти "Факел” футболисчĕсемпе тĕл пулнă, 4:2 шутпа парăнтарнă. 
Аркадий Николаевич тата район администрацийĕн экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова пĕлтернĕ тăрăх, Ака туй спонсорĕсем 11-ĕн пулнă: В. Н. Львов предприниматель, "Дормашсервис” (В. А. Трофимов), "Витязь” (В. Н. Платонов), "Хлебокомбинат” (Л. В. Соколова), "Пятилетка” (В. А. Афанасьев), "Общепит” (Л. Л. Бардасова), "Стройводмонтаж” (О. И. Степанов), "Продстройхозмаркет” (И. Г. Афанасьева) пĕрлешÿсем, хупă йышши "Тус” акционер пĕрлешĕвĕ (Н. Ф. Угаслов), райпо (правлени председателĕ А. И. Дмитриева) тата Красноармейскинчи сельхозхими (В. Г. Григорьев). 
Çапла, Ака туй пуриншĕн те интереслĕ, усăллă, асра юлмалла иртрĕ. "Симĕс ĕç çи” умĕн ял çынни кулчĕ, савăнчĕ, канчĕ, юрă юрласа ташă ташларĕ, çĕнĕ вăй-хăват пухрĕ. Унăн çĕкленÿллĕ кăмăлне туйса каçхине сиплĕ çумăр çуса иртрĕ. "Ака туй кунĕнчи çумăр — кĕркуннехи пысăк тухăç”, теççĕ халăхра. Кĕркунне апла тăван çĕр пире тухăçпа савăнтаратех. 
Хушса çырни. Районти Ака туй итогĕсене иртнĕ тунти кун, июнĕн 6-мĕшĕнче, район администрацийĕн çуртĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров ертсе пынипе пулнă канашлура пĕтĕмлетрĕç. Лайăххине палăртнипе пĕрлех сĕнÿсем те пулчĕç. Владимир Валерьянович кунпа пĕрлех çак эрнере килекен Çимĕк умĕн масарсенче тирпей-йĕрке тумалли пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тепĕр хут аса илтерчĕ.
Миçе çын пăхнă: 662 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024