Кăçал районти шкулсенчи 11-мĕш классенчен 115 яшпа хĕр вĕренсе тухать. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, юн кун, вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче акă ку мероприятине халалланă уяв вĕренÿ учрежденийĕн çурчĕ умĕнчи лапамра театрализациленĕ мелпе иртрĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăранă май вĕренÿпе спортра тата общество ĕçĕнче малта пыракан А. Васильев, Д. Марков, А. Илларионов, В. Журавлев тата А. Пантелеймонов ялав çĕклерĕç. Выпускниксене Г. И. Юлмасова директор, район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Г. И. Николаева, Красноармейскинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ М. П. Прохоров, "Вольник” спортклуб директорĕ А. Н. Григорьев, пĕрремĕш класра вĕренекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕ В. С. Антонова, ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Н. Г. Пантелеймонов саламларĕç, умри экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç. Вальс ташланă хыççăн йĕс шăнкăрав сассипе вун пĕрмĕшсем юлашки урока ларчĕç. Райцентрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта та вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа савăнăçлă линейка иртрĕ, юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренекенсем класăн-класăн шкул умĕнчи лапама йĕркеленсе тăраççĕ. Часах Чăваш Ен Гимнĕ янăраса каять, вĕренÿре, спортра тата обществăлла ĕçре малта пыракан ачасен ушкăнĕ республика ялавне çĕклет. Шкул директорĕ С. Гаврилова сăмах илнĕ май, вĕренекенсемпе педагогсене çак уяв ячĕпе саламларĕ, дирекципе шкул канашĕн итоглă аттестацин приказĕпе паллаштарчĕ. Кăçал тăххăрмĕшсенчен 44, вун пĕрмĕшсенчен 34 ачана патшалăх экзаменĕсем тытма ирĕк панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ю. Васильев уяв ячĕпе саламласа тăххăрмĕшсемпе вун пĕрмĕшсене умри тĕрĕслевре ăнăçу сунчĕ. "Аслă е ятарлă вăтам пĕлÿ илсе хăвăра кăмăла каякан професси туянсан сире эпир Трак енре кĕтетпĕр, эпир вара сире валли хамăр енчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăпăр”, — терĕ Юрий Алексеевич. Вăл тăххăрмĕш классенчи К. Григорьевапа (республикăри олимпиадăра историпе виççĕмĕш) А. Никифорована (республикăри олимпиадăра акăлчан чĕлхипе пĕрремĕш, 1500 тенкĕлĕх сертификат) дипломсем пачĕ, "Сăран мечĕк” призĕсемшĕн пынă районти ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн кĕçĕн (10—11 çулсенчисем) тата вăтам ушкăнри (12—13) командăсене дипломсемпе тата кубоксемпе наградăларĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Э. Окликова тухса калаçрĕ, педагогсен коллективне пархатарлă та çăмăл мар ĕçшĕн чĕререн тав турĕ. Пĕрремĕш классем уяв ячĕпе сăвăсем вулаççĕ, кăçал шкултан вĕренсе тухакансене Ксения Сергеева "Последний звонок” юрă парнелет. Вун пĕр-мĕшсем педагогсене, шкулта вăй хуракансене тав туса сăвăсем, юрă-кĕвĕ парнелеççĕ, чĕрĕ чечексем, парнесем тыттараççĕ. Вĕсен класс ертÿçисем те хĕрсемпе каччăсене малашлăхра ăнăçусем сунчĕç. Савăнăçлă самант çитет: 1-мĕш класри Татьяна Сергеевапа 11-мĕшĕнчи Александр Симьянов юлашки шăнкăрав янраттараççĕ. Ун хыççăн вун пĕрмĕш классем юлашки урока лараççĕ.
Хыпар çăлкуçĕ
http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=603&link=&preurl=.&FKey=F_JURL_ID&id=192879 |