Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 5
Хăнасем: 5
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2012 » Юпа » 4 » Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Вĕрентекенсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
21:47
Сăн ÿкерчĕк

Красноармейскинче Вĕрентекенсен кунне уявлани çинчен фоторепортаж

Октябрĕн 5-мĕшĕнче çулленех тĕнчери 100 ытла çĕр-шывра Учитель кунне паллă тăваççĕ, 1994 çултан вара ăна Пĕтĕм тĕнчери учитель кунĕ тесе çирĕплетнĕ. Учитель кунĕ — вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшакан мĕн пур ĕçченсен профессиллĕ уявĕ: педагогсен, преподавательсен, психологсен, социаллă педагогсен, хушма вĕрентÿре вăй хуракансен. Çак кун пирĕн общество аталанăвне калама çук пысăк тÿпе хывакан çыннăн, çавăн пекех унăн вĕрентĕвĕн тĕрлĕ шайри пахалăхĕн пĕлтерĕшне тата тÿпине палăртаççĕ. Учитель кунне Трак енре те чаплăн паллă турĕç. Çак ятпа райцентрти тĕп культура учрежденийĕнче савăнăçлă каç иртрĕ.
 Халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ Трак енри вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хуракансемпе тулса ларнă. Савăнăçлă каçа халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕ Н. Николаева уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ М. Голубев тухса калаçрĕ, ĕçтешĕсене профессилле уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, творчество ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ. 
Педагог ĕçĕ чыслă та пархатарлă. Çакăнта çынăн чылай паха енĕсене пĕрлештермелле, кунта вĕренÿпе талантăн чи çÿллĕ шайĕ, ырă кăмăл, килĕшÿлĕх, ĕненÿлĕх, ăсталăхпа çаврăнăçулăх, пултарулăх, сапăрлăх кирлĕ. Çаксем вара учитель профессине чăнахах пур енлĕн тата творчествăлла, вĕренÿпе воспитание вара чыслă та чун туртăмĕллĕ тăваççĕ. 
Паянхи кун Трак енре вĕрентÿ тытăмĕнче 165 учитель, 19 ертÿçĕ вăй хураççĕ, вĕсем 1695 ачана вĕренÿпе воспитани параççĕ. 
Педагогсен ĕçне кулленех отрасль тата патшалăх наградисемпе чыслаççĕ. Педагогсенчен 10-шĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ”, "РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” — 13, "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята 39-ăн илнĕ. Вĕрентекенсенчен 16-шĕ РФ Вĕрентÿпе наука министерствин, 48-шĕ ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, 69-шĕ район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн хисеп грамотине тивĕçнĕ. 
Педагогсем, приоритетлă "Вĕрентÿ” наци проектне ĕçе кĕртсе, тăватă çул хушшинче РФ Президенчĕн — 19, ЧР Пуçлăхĕн Грантне — 5, район администрацийĕн пуçлăхĕн премине 15-ĕн тивĕçнĕ. 
Паян педагогăн ĕç пахалăхне вĕренекенĕн дневникĕнчи "лайăх” тата "питĕ лайăх” паллăсен шучĕпе çеç мар, шкултан вĕренсе тухнисен авторитечĕпе, компетентлăхĕпе, вĕсен ытти паха енĕсемпе хаклаççĕ. С. Н. Дмитриева, М. К. Ашмарина, И. Г. Шорникова, Т. И. Алексеева, Н. В. Кривошеев, П. А. Евграфов педагогсем, Упи, Трак, Еншик Чуллă вăтам шкул коллективĕсем ырă ята тивĕç. 
Учитель профессийĕн сумĕпе чапне ÿстерес çĕрте тĕрлĕ шайри профессиллĕ конкурссем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кăçалхисем: "Çулталăкри учитель-2012” (çĕнтерÿçи — С. Д. Суховетрюк); 1812 çулхи Отечественнăй вăрçăра Раççей çĕнтерÿ тунăранпа 200 çул çитнине халалланă истори учителĕсен фестивалĕ (çĕнтерÿçисем Красноармейскинчи вăтам шкулти обществознанипе истори учителĕсем В. М. Михайлов тата Л. Ю. Илларионова, Упири вăтам шкулта географи предметне вĕрентекен З. Н. Иванова); чăваш чĕлхипе литература учителĕсен фестивалĕ (çĕнтерÿçи Карай вăтам шкул учителĕ А. Ю. Никандрова); творчествăлла ĕçлекен çамрăк учительсене тупса палăртас тата хавхалантарса пырас, вĕрентÿпе воспитани процесĕнче инновацин хальхи вĕрентÿ технологийĕсене сарас тата çак професси ятне çĕклес тĕлĕшпе çамрăк педагогсен "Педагогический дебют” районти тупăшăвĕ (Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти В. В. Борисова палăрнă); творчествăлла ĕçлекен вулавăш ĕçченĕсен "Школьному педагогу-библиотекарю новые знания и технологии ХХ века” конкурсĕ ("Учколлектор” ПУПпа чылай çул ĕçлĕ çыхăнусем тытнăшăн Красноармейски тата Трак вăтам шкулĕсен библиотекарĕсене Э. В. Чаховскине, А. К. Гаврилована дипломсем панă) иртнĕ. Класс ертÿçисем хăйсен ĕçĕнче активлă позици йышăнаççĕ. Çакăнта И. А. Николаеван (Трак), И. И. Александрован (Пикшик), В. Н. Федорован (Упи) ĕçĕнчи ырă енĕсене уйрăммăн палăртмалла. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ П. С. Яковлев республикăри "Педагогика ĕçĕн мастерĕ” конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăн евĕр чыслă ĕçсен ячĕсене малалла та тăсма пулать.
Вăхăт тата пурнăç епле улшăнсан та, пирĕн обществăра педагог ĕçĕ яланах хисепре пулнă, малашне те çаплах пулĕ. Учитель нумай чухне хăйĕн вĕренекенĕсен ăнăçлăхĕпе çитĕнĕвне, вĕсен пурнăçĕн çул-йĕрне, пулас профессине татса парать-çке. Çавăнпа юратнă педагогсем, пире ырăлăх сунакан çынсем евĕр, яланлăхах пирĕн асра юлаççĕ. 
Уява пухăннă педагогсене ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева ăшшăн саламларĕ, ЧР Пуçлăхĕн салам çырăвне вуласа пачĕ. "Эсир ахаль çеç ĕç суйласа илмен, вăл сирĕн чĕресем витĕр тухать, питех те нумай вăхăт тата вăй ыйтать. Эсир — чăн-чăн психологсем, пирĕн ачасене пурнăç çулĕ çине кăларакансем”, — терĕ Надежда Викторовна. Вăл Трак вăтам шкулĕн ÿнер искусствипе технологийĕн вĕрентекенне Н. В. Кривошеева "ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ”, Л. Г. Александрова (Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти "Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем” предмета вĕрентекен), П. А. Евграфова (Еншик Чуллă вăтам шкулĕнчи ÿнер искусствипе технологийĕн вĕрентекенĕ), Л. К. Григорьевана (Красноармейскинчи вăтам шкулти пуçламăш классен учительници), В. П. Иванована (Чатукассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта биологие вĕрентекен) "РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” ята тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ, паллисене кăкăрĕсем çине çакса ячĕ. Чыслă ĕçшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн çавăн пекех вĕрентÿ пайĕн централизациленĕ бухгалтерийĕн бухгалтерĕ В. В. Савельева РФ Вĕрентÿпе наука министерствин, И. А. Ананьева (Трак вăтам шкулĕнчи математика учителĕ), В. Н. Иванова (Пикшик вăтам шкулĕнчи физкультура учителĕ) ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, И. П. Матвеев (Упи вăтам шкулĕнчи ÿнер искусствипе технологийĕн вĕрентекенĕ), С. Н. Дмитриева (Трак вăтам шкулĕнчи хими учителĕ) ЧР Патшалăх Канашĕн хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Çавăн пекех районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ П. С. Яковлев Пĕтĕм Раççейри "Педагогика ĕçĕн мастерĕ” конкурсăн ("Физкультурăпа спортăн специалисчĕсем” ушкăнра) республикăри этапĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 
М. Голубев вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн тата педагогикăн çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртнĕшĕн З. И. Егорована (Шывпуç шкул директорĕ), Р. В. Гаврилована (Красноармейски вăтам шкулĕнчи акăлчан чĕлхине вĕрентекен), С. Л. Алексеева (ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ), С. П. Якимована (Упири ятарлă шкулти чăваш чĕлхи учителĕ) хисеп грамотипе наградăларĕ. Упи вăтам шкулĕн автобус водителĕ В. Иванов аякри йăхташсемпе çыхăну çирĕплетес çĕрте палăрнăшăн Тюмень облаçĕнчи чăвашсен "Тăван” ассоциацийĕн хисеп грамотине тивĕçнĕ. 
Уяв сцени çине район пуçлăхĕ В. Н. Григорьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А. В. Шестаков тухрĕç. Уява ертсе пыракан Н. Николаева Владимир Николаевича: "Кам вăл сирĕншĕн учитель?” ыйту пачĕ. "Пире, пирĕн ачасене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма пулăшакан çын”, — терĕ В. Григорьев. Вăл педагогсене кулленхи ĕçре ăнăçусем, çирĕп сывлăхпа телей сунчĕ. А. Шестаковăн "Эсир çĕнĕрен професси суйласа илес пулсан учитель пулнă пулăттăр-и?” ыйту çине хуравлама тиврĕ. "Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕ те çăмăл мар, анчах педагогăн ĕçĕ темиçе хут йывăртарах. Ăна суйласа илмен пулăттăм”, — терĕ Андрей Владимирович. Вăл 2011— 2012 вĕренÿ çулĕнче "Вĕрентÿ” наци проектне тата нацин "Пирĕн çĕнĕ шкул” вĕрентÿ сĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртнĕ çĕрте палăрнă Упи вăтам шкулне, "Звездочка” ача садне, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне тата Е. П. Александрована (Кĕçĕн Шетмĕ), В. И. Павлова (Красноармейски), С. В. Петрована (Упи) район администрацийĕн премийĕсене, Т. И. Алексеевана (Красноармейски), З. Н. Иванована (Упи), И. А. Воробьевана (Трак), Н. Н. Лукинана (Чатукасси) район администрацийĕн Тав хучĕсене, шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрленĕшĕн шкул директорĕсене Т. А. Беззубована (Еншик Чуллă), С. М. Гаврилована (Красноармейски), ÿссе çитĕнекен ăрăва пĕлÿпе воспитани панăшăн тата обществăлла ĕçе активлă хутшăннăшăн В. В. Борисована (Кĕçĕн Шетмĕ), О. Б. Кузнецова, М. А. Филимонова (Трак), Л. К. Степанована (Карай), ÿссе çитĕнекен ăрăва эстетикăлла воспитани панă çĕрти пысăк ÿсĕмсемшĕн Л. П. Егорована (Алманч), О. Г. Ильинана, Н. В. Григорьевана (Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕ) район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. 
Уявра халăха вĕрентес ĕçре тата наукăра вăй хуракансен профсоюз рескомĕн председателĕ З. Н. Степанова тухса калаçрĕ, ĕçтешĕсене професси уявĕ ячĕпе саламласа Л. А. Голубевана (Трак вăтам шкулĕнчи пуçламăш классен учительници, профком председателĕ), О. А. Иванована ("Çеçпĕл” ача сачĕн воспитателĕ, профком ертÿçи) отрасльти профсоюзсен хисеп грамотипе укçан преми пачĕ. Педагогсен тепĕр ушкăнĕ вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн тав çырăвне тивĕçнĕ. 
Учительсене саламлама сцена çине "Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн секретарĕ А. В. Пантелеймонова тухрĕ, политика ĕçне активлă хутшăннăшăн педагогсен тепĕр ушкăнне тав çырăвĕсемпе чысларĕ. 
Юлашкинчен педагогсене Заволжски клуб çумĕнчи "Çамрăклăх”, халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи "Кăмăл” ансамбльсем, районти искусство шкулĕн, райцентрти шкулсен вĕренекенĕсем саламларĕç.

Г. Борзин

Миçе çын пăхнă: 1526 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 4
0  
4 mixaj_58   (16.10.2012 17:29) [Материал]
Янкас шкулĕнчи пĕрремĕш вĕрентекене — Василиса Ивановна Иванована аса илсе

Эпĕ пĕрремĕш класа
пынине илеп аса:
йышăнтăн анне пекех —
иккĕмĕш анне пекех...
Сан яту — Вĕрентекен,
эс пире: "Вĕрен!" текен.

Пĕлÿ патăн тăрăшса —
ÿстерме пирĕн ăса.
Çĕр-шыва юрăхлă çын
пулма тивĕç пур кашнин...
Сан яту — Вĕрентекен,
эс пире: "Вĕрен!" текен.

Ватăлса пырать кун-çул —
хăш чухне тухать куççуль.
Йăпатма ачун чунне
Кĕç тухатăн куç умне...
Сан яту — Вĕрентекен,
эс пире: "Вĕрен!" текен.

Хамăр халь пурăннă чух
сана манса каяс çук.
Ырă ĕçшĕн Тавтапуç —
ĕмĕр-ĕмĕр Таймапуç...
Сан яту — Вĕрентекен,
эс пире: "Вĕрен!" текен.

Н.Ершов

0  
3 mixaj_58   (05.10.2012 18:39) [Материал]
Октябрьский день, прекрасная погода –
Так каждый год бывает, каждый раз!
Вас, видно, любит Бог, коль дождь отводит;
И как мне нынче не поздравить вас –
За труд с терпеньем, недоступный многим,
За то, что это вам лишь по плечу –
Быть истым, настоящим педагогом?!
Я искренне поздравить вас хочу –
За равнодушие к тщете оваций
И за презрение к суете рубля…
Хочу и буду нынче повторяться:
Я поздравляю вас, учителя!
Автор: Алексей Резников

http://pedsovet.org/forum....y=27214

0  
2 mixaj_58   (05.10.2012 18:39) [Материал]
Учительство - не труд, а отреченье,
Умение всего себя отдать,
Уйти на долгий подвиг и мученье,
И в этом видеть свет и благодать.
Учительство - когда в глазах холодных
Зажжется понимания заря,
И ты поймешь: старался не бесплодно
И знания разбрасывал не зря.
Осыпанный цветным дождем букетов
И озаренный блеском сотен глаз,
Прими, учитель, не слова привета,
А часть души от благодарных нас!

http://pedsovet.org/forum....y=27213

0  
1 mixaj_58   (05.10.2012 18:24) [Материал]
Если б не было Учителя,
То и не было б, наверное,
Ни поэта, ни мыслителя,
Ни Шекспира, ни Коперника.

И поныне бы, наверное,
Если б не было Учителя,
Неоткрытые Америки
Оставались неоткрытыми.

И не быть бы нам Икарами,
Никогда б не взмыли в небо мы,
Если б в нас его стараньями
Крылья выращены не были.

Без его бы сердца доброго
Не был мир так удивителен.
Потому нам очень дорого
Имя нашего Учителя!



С уважением, Сырцов Евгений Викторович
директор АНО СРМ "Пятая четверть"
620014, г. Екатеринбург, ул. 8-е марта, 13, офис, 713
Тел. (343) 268-25-80
e-mail: 5chet@k66.ru
www.5chet.ru

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024