Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 93
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 21-30
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 ... 9 10 »

Геннадий Александрович Алексеев (18.3.1940, Çĕньял Чуракасси) — ветеринар, ветеринари наукисен докторĕ (1987), профессор (1993). 
Вăрнарти зооветтехникумран (1960), Сведловскри ял хуçалăх институтĕнчен (1965), Хусанти ветеринари институчĕн аспирантуринчен (1970) вĕренсе тухнă. Удмурт АССРĕн «Понинский» совхозăн тĕп ветврачĕ (1965-67), Пĕтĕм Союзри ветеринари наукăпа тĕпчев институчĕн (Хусан, 1970—73) кĕçĕн, каярах аслă наука сотрудникĕ, лаборатори заведующийĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕн ветеринари, фармокологи тата терапи кафедрин заведующийĕ (1993 çултанпа). Наука специализацийĕ — "ветеринари фармаокологийĕ токсикологипе пĕрле”. Вăйлă пестицидсем выльăх-чĕрлĕхе наркăмăшлантарни, витĕм кÿни тата унран асăрхаттарасси пирки тĕплĕ тĕпчевсем ирттернĕ. Хушма апатсен фармакологипе токсикологи енĕсене тĕпчессипе тата унăн кăтартăвĕсемпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче усă курассипе ĕçлет. 185 наука ĕçĕн, вăл шутра 4 автор свидетельствин, 2 вĕренÿ пособийĕн авторĕ. Вăл ертсе пынипе 1 доктор тата 9 кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. 
Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2000).
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем | Миçе хут пăхнă: 468 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 16.10.2012 | Комментарисем (0)

Валериан Алексеевич Алексеев (22.9.1933, Вутлан ялĕ) — зоотехник, ял хуçалăх наукисен докторĕ, профессор (1986).
Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зоотехника факультетĕнчен (1956), Пĕтĕм Союзри выльăх-чĕрлĕх наукăпа тĕпчев институчĕн аспирантуринчен (1964) вĕренсе тухнă. 1956—58 — Чита облаçĕнчи Сретенск районĕнчи колхоз зоотехникĕ, 1958—61 — Чăваш Республикин Красноармейски районĕн ял хуçалăх инспекцийĕн зоотехникĕ, тĕп зоотехникĕ. 1964—66 Подольск хулинче Пĕтĕм Союзри выльăх-чĕрлĕх институчĕн лабораторийĕн наука сотрудникĕ, 1966 çултан –— доцент, 1981 çултан — Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн выльăхсене тăрантарас тата ĕрчетес енĕпе ĕçлекен кафедра пуçлăхĕ. Доктор диссертацине 1985 çулта "Çамрăк сыснасене туллин тăрантарнă чухне рациона витаминлă апатсемпе пуянлатасси” темăпа хÿтĕленĕ. Наука ĕçĕсене ял хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхе туллин тăрантарас, апатпа тата хушма апатсемпе перекетлĕ усă курас ыйтусене халалланă. Тĕп ĕçĕсем — сыснасемпе кайăк-кĕшĕке нормăланă витамин апачĕсемпе тăрантарс, вĕсен рационĕнче çĕнĕ витамин препарачĕсемпе тухăçлă усă курас ыйтусемпе. Унсăр пуçне сахал сарăлнă ÿсен-тăрансен (донник, рапс, хĕвел тухăç козлятникĕ) Чăваш Республикин условийĕсенчи апата пуянлатмалли паха енĕсене те тишкерет. 170 ытла наука ĕçĕн авторĕ.
Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ (1981, Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем | Миçе хут пăхнă: 447 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 16.10.2012 | Комментарисем (0)

Юрий Филиппович Петров (19.4.1936 Упи ялĕнче ç.) — паразитолог, ветеринари наукин докторĕ (1980), профессор (1982). Раççей ял хуçалăх наукисен академикĕ. 
Ленинградри ветеринари институтĕнчен (1960) вĕренсе тухнă. 1960—1965 çулсенче Ленинград, Кокчетав облаçĕсенчи совхозсенче тĕп ветеринари врачĕнче, Чăваш Республикин ветеринари лабораторийĕн пай заведующийĕнче ĕçленĕ. 1965—74 кайăк чирĕсен Пĕтĕм Раççейри наука сотрудникĕ (Ленинград). 1974 çултан Иваново ял хуçалăх патшалăх академийĕнче, ассистентран кафедра заведующийĕ таран ÿснĕ. Наука ĕçĕ-хĕлне Петров гельминтсен биологине тĕпчессине, эпизоотологине, патогенеза, гельминтозсен клиника картинине халалланă. Гельминтлă-протозойлă-бактери этиологин паразитлă тата ассоциациллĕ чирĕсене асăрхаттарас енĕпе вăл панă сĕнÿсем экономин пысăк уссине панă. Вăл отечествăлла çĕнĕ 3 антигельментик сĕннĕ. 500 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра 10 монографин, федераци шайĕпе панă 16 сĕнÿ, 30 свидетельство тата 2 патент авторĕ. Вăл ертсе пынипе 26 доктор тата 69 кандидат диссертацийĕсене хатĕрленĕ В. Ф. Петровăн шăллĕ.
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем | Миçе хут пăхнă: 420 | Author: Н. Косяев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 23.09.2012 | Комментарисем (0)

Петров В.Ф. ветеринар
Вениамин Филиппович Петров (9.5.1930 — Красноармейски районĕн Упи сали — 31.7.1999, Пермь хули) — санитари врачĕ, медицина наукисен докторĕ (1981), профессор (1985). Канашри фельдшер шкулĕнчен (1953), Пермьри медицина институтĕнчен (1959) вĕренсе тухнă. Красноармейски районĕнчи санитарипе эпидемиологи станцийĕнче (1953—54), Пермь облаçĕнчи санитари врачĕ, санитарин тĕп врачĕн пулăшаканĕ, Пермьри сывороткăпа вакцинăн наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ, 1985 çултанпа — "Биомед” наукăпа производство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ. 170 ытла наука ĕçĕн авторĕ, вăл шутра 5 монографи, 20 изобретени. Ю. Ф. Петровăн пиччĕшĕ.
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп палли” орденсемпе наградăланă. РСФСР Министрсен Совечĕн премийĕн лауреачĕ.
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем | Миçе хут пăхнă: 511 | Author: Н. Косяев, В. Константинов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 23.09.2012 | Комментарисем (0)

Пайсупин ялĕнчи Ухвар йăх-несĕлĕнчен тухнă Йăван. Ывăлĕсенчен — чи кĕçĕнни. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансанах виççĕмĕш уйăхран И. Уварова повестка тыттарнă. Вăл Чул хулана лекет. Кунта икĕ уйăх ытла вĕренсе кĕçĕн командир званине илет. Вăрçăри малтанхи тытăçусем И. Уваровшăн Мускав çывăхĕнчи Димитриев хулипе çыхăннă. 
— Атака питĕ ăнăçлă вĕçленчĕ, тăшманăн малти линине çапса аркатрăмăр. Ун чухне эпĕ 2-мĕш номерлĕ танк çарĕн пĕрремĕш гварди стрелокĕсен бригадинче связистсен отделенийĕн командирĕ, взвод командирĕн заместителĕ пулнă, — аса илнĕччĕ фронтовик. — Пĕррехинче çапла, Мускав çывăхĕнчех, нимĕçсен ункине çаклантăмăр. Вăйсем тан мар. Контратакăна куçрăмăр. Çапăçуран виççĕн кăна тухрăмăр, взвод командирĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хучĕ. 
Пирĕн çарсем наступлени хыççăн наступление куçнă. Можайск, Волоколамск хулисем ирĕке тухаççĕ. Пĕр тытăçура кăна ентешĕмĕр нимĕçсен 15 салтакне, пĕр офицерне леш тĕнчене ăсатать. Унсăр пуçне пирĕннисем чылай хĕç-пăшал туртса илеççĕ. Çак паттăрлăхшăн рота командирĕ кĕçĕн сержанта тав тăвать. Мускава хÿтĕленĕшĕн И. Уваровăн кăкăрĕ çине "За боевые заслуги” медаль çакса яраççĕ. 
Смоленск çывăхĕнчи Груздево ялĕшĕн икĕ кун çапăçнă. Вăл алăран-алла темиçе хутчен те куçнă. Çакăнта И. Уваров питĕ йывăр аманать. 
Пĕрремĕш Украина фрончĕ... Киевпа Житомир хулисене ирĕке кăларассишĕн хĕрÿ тытăçусем пыраççĕ. Пирĕннисем нимĕçсене хĕстере-хĕстере пырса Польша, Румыни çĕрĕсем çине кĕреççĕ. Польшăра И. Уваров иккĕмĕш хут пуçран суранланать. 
— Пирĕн разведка Висла юхан шывĕ урлă нимĕçсем еннелле каçрĕ. Хăвăртрах çыхăну кирлĕ. Эпир кимĕпе каçма тытăнтăмăр, нимĕçсем сисрĕç, пирĕн тавралла тăхлан çумăрĕ çăвать. Задание пурнăçларăмăр, — паллашатпăр "Тăван юншăн” статьяри йĕркесемпе. — Мана, И. Уваров связиста, виççĕмĕш степеньлĕ "Мухтав” орденпа наградăларĕç. 
Атăл хĕрринчен пуçласа Германие çитиччен утса тухнă салтак аттипе И. Уваров. Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕшĕн виçĕ орденпа 8 медале тивĕçнĕ вăл. Çав шутра — Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, III степеньлĕ Мухтав орденĕсем, "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, "Берлина ил-нĕшĕн”, "Мускава хÿтĕле-нĕшĕн”, "Германие çĕнтер-нĕшĕн”, "За боевые заслуги” медальсем тата ыттисем те.
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Миçе хут пăхнă: 532 | Author: Георгий Ефимов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 14.09.2012 | Комментарисем (0)

Л. А. Алексеев Кăмакал ялĕнче 1938 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ вăл вăхăтри синкерлĕ пурнăçра иртнĕ. Виçĕ çулта чухне тăван кил-çурт тĕрексĕр тăрса юлать. Фашистла Германи тапратнă чи хаяр вăрçăра тăван ашшĕ — Алексей Никифорович Никифоров — Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçура хыпарсăр çухалать. Юратнă амăшĕпе — Вера Сергеевнапа пĕрле ырлăх-хурлăха пайласа çитĕннĕ ача. Вăрçă чарăнсан, 1946 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри шкула 1-мĕш класа каять, 1953 çулта вĕренсе тухать. Леня — вăрçă ачи, ачалăхĕ çăмăл та савăнăçлă пулман. Тăлăх çемьере вăл — асли, кĕçĕннисем: икĕ йăмăкĕ — Евдокия тата Мария. Шкула час-часах хура çĕре шурă юр çуса лартиччен çарран утнă, пир сумкăра — кĕнекесемпе пĕрле пиçнĕ çĕр улмипе сухан. Шкултан таврăнсан, кĕркуннехи вăхăтра уя вырса илнĕ тырăран юлнă хăмăла кĕреплепе пуçтарса сивĕ пÿрте хутса ăшăтма çухрăмсерен йăтмалла пулнă. Çулла пысăкраххисемпе пĕрле ялтан 6 çухрăмра вырнаçнă Ункăçум заводĕнче кунĕпе ĕçлесе хĕвел анаспа пĕрер килограмм çĕр улми мезги, тепĕр чух çĕр улми крахмалĕн юлашкине киле илсе килнĕ, çапла майпа амăшне çемьене тăрантарма пулăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче аран-аран хуткаласа ăшăтнă пÿртре уроксене хатĕрленипе пĕрлех, амăшне курăс чĕрме, чĕрнĕ курăса хĕçе тирме пулăшнă. Çав çулсенче пирĕн районти ялсенче килсерен чăпта ĕçĕпе тăранса пурăннă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Леонтий тăван колхозра тĕрлĕрен ĕçсене пысăккисемпе пĕрлех хутшăнать: çуркунне уйра лашапа сÿре тăвать, шăтса тухма хатĕрленекен калчасене пĕр лаша кÿлнĕ йывăçран тунă катокпа пусăрăнтарать. Кĕçех çĕрĕн самаях яваплă та йывăр ĕçне кÿлĕнет: икĕ лаша кÿлнĕ икĕ каслă плугпа суха ĕçĕсене пурнăçлать. Вăл вăхăтра колхозра укçа ĕçлесе илме пачах пулман тесен те йăнăш мар. Ÿссе каччă пулнă çамрăкăн тăхăнас та пулать, йăмăксем те çитĕнеççĕ, вĕсене те шкула яма тумтир кирлĕ. Çапла вара Леонтий ялти темиçе çамрăкпа пĕрле Кемĕр облаçĕнчи Киселевск хулине тухса каять. Унта сăрт-ту промышленноçĕн училищинчен вĕренсе тухать. 1956 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа "Кагановичуголь” трестне пăхăнакан 12-мĕш номерлĕ шахтăра çĕр айĕнче откатчик пулса ĕçлеме пуçлать. 1957 çулхи июнь уйăхĕнче строительство цехне штукатура куçать. 1958 çулта Леонтий çемйинче питĕ пысăк инкек — йывăр чире кайса хăйне çуратса ÿстернĕ юратнă амăшĕ — Вера Сергеевна Сергеева — 42 çултах çĕре кĕрет. 
Публицистсем | Миçе хут пăхнă: 546 | Author: Николай Семенов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 27.07.2012 | Комментарисем (0)

Манăн умра "Ял пурнăçĕ” хаçатăн 1970 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче тухнă черетлĕ номерĕ. Ăна райхаçат журналисчĕсем февралĕн 23-мĕшне — Совет Çарĕпе Тинĕс Çар Флочĕн кунне халалланă. Акă, Владимир Архиповăн "Вутра туптаннă кăмăл” тĕрленчĕкне чун-чĕре ăшшипе, тепĕр хут аса илÿсен хумне путса вуласа тухрăм. Унта Мăн Çавал юхан шывĕн сăртĕнче вырнаçнă, чиркÿллĕ ял пулнă Упири йышлă çемьере çуралнă, тăван тăрăхрах хуçалăх тĕрекĕшĕн ырми-канми вăй хунă Василий Тимофеевич Тимофеев фронтовик çинчен çырса кăтартнă. Ун чухне вăл Ленин ячĕллĕ хуçалăхра счетовод-учетчикра вăй хунă.
В. Тимофеев çемьере ултă ывăлтан — чи асли. Салтак ячĕ тухиччен Василий колхозра, ялти çыхăну уйрăмĕн начальникĕн пулăшаканĕнче тăрăшать. Вăрçă пуçлансан шурă финсене хирĕç алла хĕç-пăшал тытнă каччă. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем тăван çĕр-шывăн канлĕхне пăснă тапхăрта Упи каччи службăра тăнă. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче пирвайхи çапăçăва хутшăнать вăл. Вăйсем тан мар çав... Майкоп, Анапа, Туапсе, Краснодар, Дон çинчи Ростов тата ытти хуласемпе ялсене тăшман аллине хăварса каялла чакнă пирĕннисем.
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Миçе хут пăхнă: 651 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 02.05.2012 | Комментарисем (2)

Иван Тихонович Тихонов 1922 çулта хамăр районти Шăмар-Тусай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, Степан ятлă пиччĕшĕпе ашшĕн шăллĕ Николай Иванович Кошкин çемйинче ÿснĕ. Вĕсене ялта Кушак Çтаппанĕ, Кушак Йăванĕ тесе чĕннĕ. 
Иван Тихонов мĕн ачаллах колхозри пур ĕçе те кÿлĕннĕ. 1935 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă та малалла вĕренеймен вăл. 
1941 çулта И. Тихонова Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Вĕсен чаçĕ çĕр-шыв чиккинчен сакăр çухрăмра çеç тăракан хулара вырнаçнă пулнă. Фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕрсен вăл вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшманпа çапăçăва кĕрет. 
Пирĕн çарсем вăрçăн малтанхи тапхăрĕнчех чакма тытăнаççĕ. Украинăри Белая Церковь хулишĕн пынă тытăçура çывăхрах снаряд çурăлнипе тăнсăр пулса (контузи илсе) вăрçă хирĕнчех, тăшман тылĕнче выртса юлать. Ăна, вырăнти çынсем тупса, Киев хулинче хамăрăннисем вăрттăн йĕркеленĕ госпитале илсе кайса вырнаçтараççĕ. Кунта вăл темиçе кунтан çеç тăна кĕрет. 
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем | Миçе хут пăхнă: 638 | Author: Михаил Прохоров | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 26.03.2012 | Комментарисем (0)

Леонтьев Владимир Витальевич, уроженец села Караево,  окончил Чебоксарское музыкальное училище им. Ф.Павлова. Чувашский государственный институт культуры и искусств. Оперный певец, концертно-камерный певец, преподаватель по специальности вокальное искусство.
Место работы: артист чувашской эстрады.
Стаж работы : 18 лет
Сведения о семье (жена, дети), место их работы, учебы: жена Леонтьева Зоя Геннадьевна –слесарь мср в ООО «Электро-импульс», сын Святослав студент 3 курса фортепианного отделения Чебоксарского музыкального училища им. Ф.Павлова.
Концертные выступления за партию «Единая Россия» на выборах по Чувашской Республике. Концертные выступления в Тюмени, Башкирии, Татарстане, Ульяновской области, Самарской области, Москве. Также выступления во всех районах Чувашии.
Спорт, увлечения, хобби, творчество (участника, членов семьи): эстрадная и классическая музыка, рыбалка, волейбол и футбол. Жена любит эстрадную музыку, фигурное катание, увлекается кулинарией, вязанием. Сын увлекается классической музыкой, любит джаз, рок, футбол, биатлон, шахматы.
Награды, поощрения, дипломы, грамоты за профессиональную, спортивную, творческую деятельность, армейские награды: Лауреат второго районного фестиваля «Шетмепе Савал кеввисем»;
Дипломат первого фестиваля конкурса «Кемел Саса»
Благодарность за самое яркое выступление на межвузовском фестивале иностранных языков ЧГИКИ;
Юрăçсем | Миçе хут пăхнă: 4429 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 24.03.2012 | Комментарисем (1)

"Куç микрохирургийĕ” тата "Контур” тулли мар яваплă обществăн техника директорне Евгений Алексеевич Матвеева хамăр çĕр-шывра пысăк пахалăхлă медицина инструменчĕсем — суран кÿмен офтальмологи йĕпписем туса хатĕрленĕшĕн тата производствăна кĕртнĕшĕн çут çанталăк тата техника ăслăлăхĕсен енĕпе ЧР Патшалăх премине панă. 
Евгений Алексеевич — пирĕн ентеш. Танăшран. Çемьере — чи кĕçĕнни, виççĕмĕшĕ. 1962 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ — Алексей Матвеевич — Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Десантник. Çĕнтерĕве Чехословакинче кĕтсе илнĕ. "Волга” колхоз ертÿçи пулнă. Вунă çул ытла хуçалăх тилхепине çирĕп алăра тытса пынă. Агроном. Амăшĕ — Римма Алексеевна — 1944—1983 çулсенче кĕçĕн класс ачисене пĕлÿлĕх çĕр-шывне илсе кĕнĕ. Хăйĕн пĕлĕвне, ăсталăхне, пултарулăхне пĕчĕккисенче курма тăрăшнă, ура çине çирĕппĕнех тăма пулăшнă. 
Евгений пуçламăш пĕлĕве Кĕçĕн Шетмĕри сакăр çул вĕренмелли шкулта илнĕ. Çиччĕмĕш класс хыççăн математикăна, шутлав техникине тĕплĕнрех, тарăнрах, çирĕпрех вĕренес тĕллевпе Шупашкарти физмат шкулне кайса кĕрет. 1980—1985 çулсенче вара И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн машинăсем тăвакан факультетра пĕлÿ пухать, "Машинăсем ăсталасси, металл касакан станоксемпе инструментсен технологийĕ” специальноçа алла илет. 
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем | Миçе хут пăхнă: 512 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 16.03.2012 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024