Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 92

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 93
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 31-40
Страницăсем: « 1 2 3 4 5 6 ... 9 10 »

Трак ен тăрăхĕ культурăпа искусство çыннисемпе чăнахах пуяннине çулленех вĕсен пултарулăх каçĕсене район тата республика шайĕнче йĕркелени тепĕр хут яр уççăн çирĕплетет. Анчах эпир халĕ пирĕн хушăмăрта çук пултарулăх çыннисен кун-çулĕнчи хăш-пĕр тапхăрне пĕтĕмпех пĕлетпĕр-и-ха? Çук, пулĕ. Çакна Мускавра пурăнакан Юрий Никитич Чернышев нумаях пулмасть районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцине ярса панă çырăвĕ те аван çирĕплетет. Унта вăл ашшĕн — Никита Константинович Чернышев-Шетмĕн — композиторăн, музыка режиссерĕн, халăхран тухнă артистăн — кун-çулне тишкерет. 
Композиторсем | Миçе хут пăхнă: 1066 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 23.02.2012 | Комментарисем (0)

Р.Ф. Федорова родилась в 1937 году в д. Очкасы Красноармейского района Чувашской АССР. По окончании Исаковской семилетней, Красноармейской средней школ работала на заводе в Чебоксарах. Участвовала в художественной самодеятельности.
С 1959 года - актриса Театра юного зрителя (ныне Чувашский государственный молодежный театр им. М. Сеспеля). За годы работы в театре она сыграла более 100 ролей. Лучшие из них: Наталия («Çу, çумăр, çу!» М. Ухсай), Любаша в одноименном спектакле В. Матушкина, Тамара («Андрейка» М. Ухсай), Варвара («Гроза» А. Островского), Джемма («Овод» Э. Войнич), Василиса («Здравствуй, мама!» А. Васильева) и др. Созданные ею образы отличались внутренней красотой, целеустремленностью, правдивостью отображения. С труппой театра она объездила всю Россию.
За заслуги в развитии театрального искусства Р.Ф. Федорова удостоена почетного звания заслуженной артистки и народной артистки Чувашской АССР.
В фондах РГУ «Государственный архив печати Чувашской Республики» хранятся более 20 статей о жизни и творчестве мастера сцены, опубликованных на страницах республиканских и районных газет и журналов. Некоторые из них:
Алексеев У. Вăл калăпланă сăнарсемпе пурнăç чăнлăхĕпе пĕр тан / У. Алексеев // Хресчен сасси. – 1997. – 2 юпа;
Алексеев У. Тайма пуç, Раиса Федоровна / У. Алексеев // Ял пурнăçĕ (Красноармейски районĕ). – 1997. – 4 юпа;
Андреев П. Юрату та, ырату та… / П. Андреев // Тăван Атăл. – 1990. - №10. – С. 1-3;
Полякова Р. Актриса из военного детства / Р. Полякова // СЧ-Экран. – 1997. – 27 окт.-2 нояб. (№ 42). – С. 2;
Романов П.В. Федорова Раиса Федоровна / П.В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 429;
Тургеневская анкета // Экран и сцена. – 1997. – 22-28 сент. (№ 37). – С. 2;
Федорова Раиса Федоровна // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энциклопедия]. – Чебоксары, 2005. – С. 85.
Артистсем | Миçе хут пăхнă: 855 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 02.02.2012 | Комментарисем (0)

Георгий Николаевич — пирĕн маттур ентеш. Танăш ялĕнче 1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕр çине килнĕ вăл. Пир-авăра илемлетекен ÿнерçĕ пулса тăнă. "Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнекерен çакна пĕлме пулать. 1948—1949 тата 1957—1958 çулсенче Шупашкарти ÿнер училищинче вĕреннĕ. 34 çул тĕп хуламăрти пир-авăр комбиначĕн пусмасене илемлетекен фабрикинче ÿнерçĕре вăй хунă. Унăн ÿкерчĕкĕсемлĕ пир-авăра хамăр тата ют çĕр-шывсенчи 200 ытла куравра кăтартнă. Вĕсем Мускаври истори, Львоври, Тбилисири тата ытти хуласенчи музейсенче, Санкт-Петербургри Эрмитажра упранаççĕ. Ăна 1989 çулта РФ пир-авăр промышленность министерствин чи лайăх ÿнерçи тесе палăртнă. 1982 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ” хисеплĕ ят панă. 1975 çултанпа СССР Художникĕсен союзĕн членĕ. Ĕçне нумай медальсемпе хакланă. 
Г. Н. Николаев — халăхран тухнă ÿнерçĕ. Вăл хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе тăван ялĕпе Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхне тата Трак ене мухтава кăларнă. Акă мĕнлерех хак панă çакна хамăрăн паллă тепĕр ентеш — искусствоведени кандидачĕ А. Г. Григорьев 1981 çулта пичетлесе кăларнă "Георгий Николаев. Произведенийĕсен куравĕ” кĕнекинче: "Пир-авăр искусстви пур халăхăн та авалранах аталаннă. Чăвашсем пир тĕртнипе ĕлĕкех тĕнчере палăрнă. 1950 çул хыççăн ăна промышленность никĕсĕ çинче аталантарма пуçларĕç. Хăйне евĕр шкул вăй илме тытăнчĕ. Пир-авăра ÿкерчĕксемпе илемлетессин пуçламăшĕнче шăпах Георгий Николаев тăнă”. 
Кĕнекерен ÿнерçĕ хăй ĕçĕнчи паллă маçтăр пулнине те пĕлме пулать. Калăпăр, 1960—1980 çулсенче çеç çĕр-шыври ятарлă илемлĕх канашĕнче унăн 600 ÿкерчĕкне йышăннă (çакă планпа пăхнинчен чылай нумайрах), вăл шутран 265-шне "чи лайăх” паллăпа (отрасльти пысăк рекорд), хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăракан 345 композицине производствăна кĕртнĕ. Георгий Николаевич ÿкерчĕкĕсемлĕ пусмасене 2—3 миллионшар метр кăларнă.
Художниксем | Миçе хут пăхнă: 475 | Author: А.Яковлев | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 20.08.2011 | Комментарисем (0)

Режиссёр-постановщик Чувашского государственного театра оперы и балета, Заслуженный работник культуры Чувашии. Уроженец деревни Синьяля Караевского сельского поселения Красноармейского района Чувашской Республики.

Творческая биография
Окончил Московское театральное училище им. М. С. Щепкина по специальности «актер драмы и кино» (класс профессора В.К.Смирнова,1978),
ГИТИС им. Луначарского по специальности «Режиссёр музыкального театра»
(класс профессора Г.П.Ансимова,1983)

С 1986 года – режиссёр, с 1987 – режиссёр-постановщик Чувашского государственного театра оперы и балета. Осуществил более 20 постановок.

Постановки на сцене Чувашского государственного театра оперы и балета:
В.Плешак «Сказка о мертвой царевне и семи богатырях»/музыкальная сказка
И. Кальман «Сильва» /оперетта
Ж. Бизе «Искатели жемчуга» /опера
Г. Лебедев «Ночь перед Троицей» /музыкальная комедия
Э. Колмановский. «Белоснежка и семь гномов» /музыкальная сказка
А. Васильев «Иван Яковлев» /опера
Г. Гладков «Бременские музыканты» /музыкальная сказка
А. Иванов, Д. Рубин «Кентервильское привидение» /мюзикл
А. Спадавеккиа «Хрустальный башмачок» /музыкальная сказка-игра

Артистсем | Миçе хут пăхнă: 837 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 13.08.2011 | Комментарисем (0)

1966 çулта пичетлесе кăларнă "Чăваш АССР историйĕ” кĕнекере çакăн пек каланă йĕркесем пур: "Хресченсемпе феодалсем хушшинчи хирĕçтăру çивĕчленсе пынăран, 1670—1671 çулсене Степан Тимофеевич Разин ертсе пынă хресчен вăйлă вăрçи патне илсе çитернĕ. Чăваш халăхĕ те, хăйсен хушшинчен пултаруллă çар пуçĕсене суйласа илсе, вĕсене утамансем пулма шаннă. Çав шутра Пайтул Искеев полковник та пур. Вăл Çĕрпÿ уесĕнчи Хуракасси ялĕнчен. Унăн хресчен-пăлхавçăсенчен тăракан пысăк ушкăнĕ патша влаçĕн Ю. Борятинский ертсе пынă çарне хирĕç — Чĕмпĕр хули патĕнче, Д. Борятинскин çарне хирĕç Çĕрпÿ хули, Тусай, Юнтапа, Хуракасси ялĕсем патĕнче хăюллăн çапăçнă”.
Çакăн çинчен 2000 çулта Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши пухса хатĕрлесе кăларнă "Пайтул. Çутă хĕçĕм ялтăратăр” кĕнекере тĕплĕнрех пĕлме пулать. Автор кун пирки вуншар çул тĕпченĕ. Мĕншĕн тесен Хуракассине вырăсла Хоракасы, Каракасы, Каракос, Каракусы, Караикусы ятпа та асăннă. "Над картой Чувашии” кĕнекере вара Аликеево-Караево тени те тупăнать. Ку ĕнтĕ 1857 çулта ÿкернĕ карта çинче те курăнать. Унта Сурăм юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă пысăк яла "Сором Хири” (Аликеево и Карай) тенĕ. Патша карателĕ М. Кравков вара "Карайкасы” тесе те каланă. Пайтул çинчен каярахпа çыракансем "Кара” сăмаха чăвашлатса хуракасси тенĕ пулас.
Халĕ Сурăмхĕрри ялĕ Карай ял тăрăхне кĕрет. Юхма Мишши академик ним иккĕленмесĕр çапла палăртать: пирĕн аслă та чаплă çар пуçĕ тата юрăçи çуралса ÿснĕ ял, чăнах та, Сурăмхĕрри Карай.
Чĕмпĕр патĕнчи çапăçура патша çыннисем Степан Разин çарне çĕнтернĕ хыççăн, Искей Пайтулĕн аманса пĕтнĕ йышĕ Сăр вăрманĕсем витĕр Чăваш çĕр-шывне килсе кĕнĕ, çĕнĕрен вăй илсе, тепĕр хут кĕрешĕве çĕкленнĕ. Анчах та 1671 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Юнтапа патĕнчи хаяр çапăçура Пайтул утамана патша çар çыннисем тыткăна илнĕ, темиçе кун хушши тĕпченĕ хыççăн тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ.
Пайтул Искеева Шупашкар районĕнчи Чемурша ял тăрăхне кĕрекен Чиканкасси ялĕ çывăхĕнчи сăрта пытарнă. Ăна "Пайтул сăрчĕ” теççĕ. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкар хули ăшне юлнă.

Вăрçăпа çар паттăрĕсем | Миçе хут пăхнă: 1044 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 09.08.2011 | Комментарисем (1)

Николай Гаврилович Ершов (псевдонимĕ - Янкер) 1942 çулхи юпан 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралнă.
Тăван ялти пуçламăш, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, партин Аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕ, çарта офицер пулнă.
Красноармейскинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçи, Çĕнел Упири библиотека заведующийĕ, Шалти ĕçсен районти пайĕнче паспорт службин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Райхаçат редакцийĕнче вăй хунă тапхăрта литература сотрудникĕ, яваплă секретарь, ял хуçалăх тата парти пурнăçĕн пайĕсен ертӳçи, редактор çумĕ пулнă.
Пĕрремĕш хайлавĕ 1956 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче район хаçатĕнче кун çути курнă. Сăввисемпе тĕрленчĕк-очеркĕсем «Малтанхи хунавсем» (1972), «Пурнăç сăпки» (1992), «Пурнăç сакки» (2006), «Çулсем иртеççĕ» (2002), «Пурнăç илемĕ» тата «Пурнăç элемĕ» (2007) кĕнекисенче пичетлвнсе тухнă.
Вун икĕ çул районти çыравçăсен Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство пĕрлĕхне ертсе пынă. Халĕ — унăн хисеплĕ председателĕ. 1990 çултанпа Нестер Янкас ячĕллĕ литература музейĕн канашĕн ертӳçинче тăрăшать.
2004 çултанпа — Раççей журналисчĕсен, Чăваш Республикинчи писательсен союзĕсен, Чăваш халăх академийĕн чăн членĕ. 1993 çулта Нестер Янкас, 2005 çулта Алексей Талвир, 2011 çулта Пайтул Искеев ячĕллĕ литература премийĕсене тивĕçнĕ.
Николай Янгер — Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ.
2006 çултанпа Красноармейски район хаçатĕнче пичетленекен чи лайăх литература хайлавĕсен авторĕсене хăй ячĕллĕ преми тата диплом парса чыслать.
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 561 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 21.05.2011 | Комментарисем (0)

Н. А. Архангельский — Чăваш Енри паллă археолог-этнограф, чиркÿ çынни. Иртнĕ кунсенче паллă ентеш çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Николай Архангельскин Мăн Шетмĕпе Кушлавăш чиркÿ прихучĕсенчи ачасемпе çынсене çутта кăларас, Чăваш тăрăхĕн районĕсенчи археологи тĕпчевне йĕркелес ĕçĕсенчи пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. 
Н. Архангельский 1861 çулхи ака уйăхĕн 23- мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе) Мăн Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе аслашшĕ те чиркÿ çыннисем пулнă. Ашшĕ, Александр Иванович Архангельский, Канаш тăрăхĕнчи Шаккăл ялĕнчен. 1938 çултан пуçласа мĕн виличченех — 60 çул Мăн Шетмĕ чиркĕвĕнче пупра ĕçленĕ. Тĕн çыннин йĕркисене пурнăçласа пынипе кăна лăпланман вăл.
Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче тĕпленнĕскер, Александр Иванович кĕçех кунта хăйĕн тăванĕсене — Павел Федоровичпа Василий Федоровича — чĕнсе илнĕ. Асли чиркÿре тĕн йăла-йĕркине тытса пыма пулăшнă. Пиччĕшĕнчен 10 çул кĕçĕнрех шăллĕ çăкăр пĕçерме пуçланă. Ахаль мар ăна ку тăрăхра Кулач Ваçлейĕ е Ухсах Ваçок тесе чĕннĕ. Вĕсен çурчĕ Л. И. Михайлов пурăннă кил вырăнĕнче ларнă.
Шăпах Архангельскисем ĕнтĕ Мăн Шетмĕ, каярахпа Кушлавăш (халĕ Вăрнар районне кĕрет) чиркÿ прихучĕсенче пурăнакансене çутта кăларас, шкулсем уçса вĕсенче пулас вĕрентекенсем хатĕрлес ĕçсене йĕркелесе яраççĕ.
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем | Миçе хут пăхнă: 606 | Author: Е.Михайлов тата В.Константинов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 05.05.2011 | Комментарисем (0)

  Ирина Иавновна Пашкеева 1931 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Муркар ялĕнче çуралнă. Хусанти медицина институтĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, 1955 çулхи çурла уйăхĕнчен тытăнса 2008 çулхи чÿк уйăхĕччен Красноармейскинчи тĕп больницăра акушер-гинекологра вăй хунă. Çав хушăрах 1957 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа 1962 çулхи кăрлач уйăхĕччен тĕп врачăн сиплев енĕпе ĕçлекен çумĕн, 1963 çулхи çу уйăхĕнчен 1964 çулхи çурла уйăхĕччен Çĕрпÿри 2-мĕш номерлĕ район больницин тĕп врачĕн, 1980—1983 çулсенче хушма тÿлевсĕрех тĕп врачăн сиплев енĕпе ĕçлекен çумĕн, 1993—1997 çулсенче тĕп врачăн поликлиника енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 
И. И.Пашкеева тарăн пĕлÿллĕ, ĕçе юратакан, çирĕп дисциплинăллă врач пулнă, теорие практикăпа çыхăнтарнă, сывлăх сыхлавĕн организаторĕн паха енĕсемпе палăрнă, акушерствăпа гинекологири сиплевпе диагностика мелĕсене туллин пĕлнĕ, кирек епле çынпа та сăмах тупма пултарнă. Ираида Ивановна хăйĕн кулленхи ĕçĕнче чирлисемпе тарават та ырă кăмăллă пулнипе медицина ĕçченĕсемпе районта пурăнакансем хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ. 
Сывлăха сыхлас ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн, ЧАССР сывлăха сыхлас ĕç министерствипе медицина ĕçченĕсен профсоюз обкомĕн, ЧАССР сывлăха сыхлас ĕç министрĕпе медработниксен профсоюз обкомĕн, Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç министрĕн, РСФСР "Пĕлÿ” обществин правленийĕн, КПСС райкомĕпе халăх депутачĕсен райсовет ĕçтăвкомĕн, ВЛКСМ райкомĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, "СССР санитари оборонин отличникĕ”, "Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ”, "1975 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи”, "1980 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăсемпе чысланă. 1967 çулхи юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕн Юбилей Кĕнекине, 1972 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче КПСС Красноармейски райкомĕпе ĕç çынни депутачĕсен район Совет ĕçтăвкомĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. 
1969 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче И. И. Пашкеевана "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ врачĕ”, 1985 çулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче "РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ятсем панă, 1976 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. 
Пилĕк суйлавра Ираида Ивановнана халăх депутачĕсен район Совечĕн депутатне тата халăх депутачĕсен район Совечĕн ĕçтăвкомĕн членне, темиçе хутчен те медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн вырăнти тата районти комитечĕсен председательне, медицина ĕçченĕсен профсоюзĕн облаçри комитечĕн членне, хĕрарăмсен районти канашĕн членне суйланă.
Тухтăрсем | Миçе хут пăхнă: 1192 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 30.04.2011 | Комментарисем (0)

1906 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш енчен Пĕрремĕш Патшалăх Думине Упи хресченĕ Яков Абрамович Абрамов лекнĕ. Я. А. Абрамов 1873 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Упи ялĕнче çуралнă. Тăван ялти чиркÿ-прихут шкулĕнче вĕреннĕ. 1888 çулхи августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1890 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕччен Хусанти учительсен семинарийĕн хатĕрленÿ класĕнче пĕлÿ пухнă. Унăн авторитечĕ тăван ялĕнче питех те пысăк пулнă. Патшалăх Думине суйлама вăхăт çывхарсан хăй шухăшне калама пултаракан çамрăка ял çыннисем вулăс пухăвне суйласа яраççĕ. Унтан çул Етĕрнери уесри пухăва выртать. Каярах сăпайлă 33-ри Якова Хусан кĕпĕрнинчи суйлавçăсен Пухăвĕ Патшалăх Думин членне суйлать. Çапла майпа пирĕн ентеш Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ пулса тăрать. 
Асăннă тапхăрта Яков Абрамович нимĕнле партире те тăман-ха. Пĕрремĕш Патшалăх Думи хăйне салатса яриччен 72 кун ĕçленĕ. Дума 1906 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче уçăлнă. Унта Чăваш енрен икĕ депутат — Я. А. Абрамов тата К. В. Лаврский юрист хутшăннă. 
Я. А. Абрамов "Хыпар” хаçатăн чи активлă çыравçи пулнă. Н. В. Никольскипе тачă çыхăну тытнă. 
Пĕрремĕш Дума правительствăн саккунпа килĕшсе тăман ĕçĕ-хĕлĕ пирки депутатсем чылай çивĕч ыйтусемпе запрос çĕкленĕ. Çавăн пиркиех ĕнтĕ патша ку Пухăва салатса янă та ĕнтĕ. 
Пирĕн ентеш яла таврăннă. Ăна Упи вулăс старшинине, вулăс ĕç тăвкомĕн председательне çирĕплетеççĕ. Яков Абрамович Етĕрне уесĕнчи, каярах Хусан кĕпĕрнин çĕр управисен членĕ пулнă. 1918 çулта пирĕн ентеш Етĕрнери уесри вак кредит кассин пуçлăхĕнче, кайран Упи вулăсĕнче потребительсен обществин ертÿçин секретарĕнче ĕçленĕ. Я. А. Абрамов 1934 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ. Унăн ултă ача пулнă.
Политика ĕçченĕсем | Миçе хут пăхнă: 507 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 30.04.2011 | Комментарисем (0)

Юрий Вирьял (Юрий Петрович Петров) 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра учитель кил-йышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи тулли мар вăтам шкултан, унтан Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1955-1961 çулсенче Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнчен куçăмсăр майпа мар вĕренсе тухнă.
1961-1962 çулсенче Ю.Петров Красноармейски районĕнчи «Коммунизм çулĕпе» хаçат редакцийĕнче, унтан республикăри А.М.Горький ячĕллĕ тĕп библиотекăра ĕçленĕ. Ун хыççăн виçĕ çул Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисем редакциленĕ, 1966 çултан пуçласа «Пионер сасси» хаçат редакцийĕнче вăй хунă, унтан культура министерствине куçнă. 
1967 çулта Ю.Петрова СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятне панă.
Вăл 1993 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче вилнĕ.
Ю.Вирьял ача-пăча валли те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Чăваш композиторĕсем унăн виç çĕре яхăн сăввине юрра хывнă. Паллăрах кĕнекисем: «Çăмăл çунатсем» (1959), «Сенкерленчĕ шуçăм» (1962, 1991), «Çулçă çумăрĕ» (1964), «Тупа» (1975), «Шăпчăк юрриллĕ кĕтес» (1980), «Туслăх асамачĕ» (1985), «Ырми-канми çăл куçĕ» (1986).
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 661 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 31.03.2011 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024