Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Категоринче миçе статья: 20
Миçе статья пур: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 4 »


Сортла: Кунпа
Иван ИлларионовИван Илларионович Илларионов — пирĕн паллă ентеш, 1893 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Кăçал вăл çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. И. И. Илларионов Чăваш облаç ĕç тăвакан комитетăн ертÿçинче, каярах Чăваш АССР ĕç тăвком председателĕнче вăй хунă.
  "Эпĕ, Иван Илларионович Илларионов, 1893 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче) Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Упи вулăсĕн Ÿсĕк (Кĕçĕн Шетмĕ) салинчи Лариван Тихонов хресчен çемйинче çуралнă.
"Эпĕ, Иван Илларионович Илларионов, 1893 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче (кивĕ стильпе юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче) Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Упи вулăсĕн Ÿсĕк (Кĕçĕн Шетмĕ) салинчи Лариван Тихонов хресчен çемйинче çуралнă.
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 726 | Хăçан: 12.11.2013 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕкре эсир ял хуçалăх производствин ветеранĕсене куратăр. Вĕсем виççĕшĕ те — (сулахайран сылтăмалла) Н. М. Матвеев, А. А. Андреев тата Ю. О. Осипов — хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ хуçалăхсене ертсе пынă. 
Н. Матвеев, акă, çĕнĕ выççăлккăсем. Халĕ 78 çулта пырать. Ученăй агроном, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Тракторист, хуçалăх заведующийĕ, бригадир, агроном, "Герой” колхоз председателĕн çумĕнче, председательте чылай çул вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан, Чатукассинчи Ф. М. Лукин музей директорĕнче тимленĕ. Ĕçри хастарлăхшăн Николай Матвеевича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă, 2003 çулта "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. 
Паян та алă усса лармасть вăл. Нумаях пулмасть Н. М. Матвеева ветеран-аграрниксен районти уйрăмĕн правлени членĕ пулма суйларĕç. 
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 342 | Хăçан: 31.10.2012 | Комментарисем (0)

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Çĕнĕ Выççăлккă ялĕ 100 çул тултарнă ятпа пысăк уяв пуçтарнăччĕ. Хаваслă та чунри çĕкленÿпе иртрĕ ун чухне праçник. Ял халăхĕпе пĕрле хаклă хăнасем те савăнчĕç. Акă, ял çывăхне тÿперен парашютистсем те анчĕç. Ункă шывĕ хĕрринчи сцена çинче таврари хула-ялтан килнĕ артистсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Эпĕ çав çулсенче ялта пурăнман пулсан та, уявсене яланах хутшăнма тăрăшнă, тăван ялăн пурнăçĕпе интересленсех тăнă...
Унтанпа вăхăт сахал мар иртрĕ. Çĕнĕ ĕмĕрте ав 12 çул пурăнатпăр. Нумай улшăнусем пулчĕç. Йывăрлăхсем те сахал мар вырăн тупрĕç. Паян пурнăç тĕпренех улшăнчĕ тесен те юрать. Чăваш чĕлхинче "пурнăç шăпи” текен сăмахсем пур. Вĕсемех мана та 2000 çулта тăван яла илсе килчĕç. Ĕмĕр пуçламăшĕ нумай çыншăн çăмăл килмерĕ. Ăна пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ялсенче çамрăксем çукпа пĕрехчĕ. Пуррисем те ытларах эрех-сăрапа иртĕхетчĕç.
Мĕн тăвăн, йывăр пулсан та, пурăнасах тетпĕр çав. Çапла вара, мăшăрпа килĕшсе, ял вĕçĕнчи пушă вырăнта (кунта атте-анне пÿрчĕ пулнă) кил-çурт çавăртăмăр. Çăмăлах марччĕ. Унччен нумай çул хушши ялта çурт лартаканах пулман та темелле. Ку ĕнтĕ нумай сăлтава пула. Эпĕ вара хамăн тĕслĕхпе çул уçрăм пуль. Халĕ пăхатăп та, юлашки 6—7 çул хушшинче ял варринче çĕнĕ çуртсем хăпара-хăпара ларчĕç. Ĕлĕкрен пĕр урампа пурăннă ялта çĕнĕ урамлă та пултăмăр. Ăна "Кураковсен урамĕ” тесе ят патăмăр. Ялти 1930 çулсенчи 1-мĕш колхоз председателĕ ячĕпе.
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 454 | Хăçан: 18.10.2012 | Комментарисем (0)

Вăл манран икĕ эрне çеç маларах çуралнă. Çавăнпа та ăна чăннипех те тантăш тесе хăюллăнах калатăп. Эпир унпа пĕр ялсем мар: эпĕ — Янкасран, вăл — Кăмакалтан. Анчах та пире шăпа ачаранах пĕрле çыхăнса çывăхланма пÿрнĕ тесен те йăнăш мар. Мĕншĕн тесен вăтам шкулта вĕреннĕ чух пĕр парта хушшинче юнашар, сылтăмри чи малти ретре ларма та тÿр килнĕ. Паянхи пекех астăватăп: йăрă та çивĕч, ăслă та тавçăруллă çамрăкчĕ вăл. Кирек кама та, кирек хăш самантра та юлташĕн хуйхи-суйхине, пулăшу кирлине ăнланма пĕлетчĕ. Пурнăçăн кăткăс ыйтăвĕсене татса пама эпĕ унран нумай вĕреннĕ темелле. Çавăнпа та кун-çула пĕр вăхăтра такăрласа, куллен тенĕ пек курнăçса шĕкĕлчеме май килнĕшĕн хама хăпартланнăрах туятăп... 

1. Пĕр парта хушшинче 

Çапла, сăмахăм чи килĕштернĕ юлташăм пирки пырать. Николай Семенович Семенов çинчен эппин. Шăп 70 çул каялла кун çути курнă, тивĕçлĕ пĕлÿ илсе ĕçлеме пуçличченех унта çитĕннĕ çын халĕ чылайранпа ĕнтĕ Кĕçĕн Шетмĕ салинче хăйĕн кил-çуртĕнче пурăнать. Мăшăрĕпе — 37 çул шкулта ачасене математикăна вĕрентнĕ Зоя Петровнапа — икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Галя — бухгалтер, Инга — учитель, Женя — юрист. 
Ыран, авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Николай Семенович хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Çавна май куç умне хăй тÿссе ирттернĕ пурнăç тепĕр хут яр уççăн тухса тăрать. Пархатарлă кун-çулĕ яка пулман унăн та. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ÿстерсе пынă вăл çынлăхăн ырă енĕсене. Кашни утăмне, кашни çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе хак парас пулсан, темиçе кĕнеке те çырса кăларма май пур ун пирки. Паян вара кĕскен те пулин паллаштарнипех çырлахма тивет. 
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 421 | Хăçан: 24.09.2012 | Комментарисем (0)

Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 67 çул çитнине пур çĕрте те савăнăçлăн паллă турĕç. 
Çав ятпа ялсенче митингсем иртрĕç, унта вăрçă тата тыл ветеранĕсем, вăрçă ачисем тухса калаçрĕç, хăрушă вăрçă çулĕсене аса илчĕç. Çапла, пачах та çăмăл килмерĕ пире 1418 куна пынă хаяр та юнлă вăрçăра. Анчах çĕр-шыври кашни çын Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйĕн тÿпине хывнă: вăй питтисем тăшманпа паттăррăн çапăçнă, теприсем çав тапхăрта заводсенче çар машинисемпе хĕç-пăшал туса кăларнă, яла юлнисем ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра ирттернĕ, фронта валли апат-çимĕç хатĕрленĕ. Акă еплерех аса илет çав çулсене Вутланта пурăнакан Раиса Федоровна Короткова. 
1943 çул. Аслă Отечественнăй вăрçă пырать. Фронтран ырă мар хыпарсем кăна килеççĕ. Çав çулăн пуш уйăхĕ. Тăван республикăри 16 çулхи яшсемпе хĕрсене ФЗО шучĕпе Урал тăвĕсен леш енне, Свердловск облаçне, ăсатаççĕ. Пурте хул пуççи урлă кутамккасем çакнă. Урисене çăпата, çийĕнче камăн сăхман. Пушмак тăхăннă çамрăксем çукпа пĕрех. Çак йыша эпĕ те лекрĕм. 
Поезд Канашран виçĕ талăк кайрĕ. Анат Тагила çитсен яш ачасене поездран антарса хăварчĕç. 
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 467 | Хăçан: 23.05.2012 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024