Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
С. И. Железин асаилĕвĕсем [9] М. А. Александров асаилĕвĕ [1]
Н. Петров асаилĕвĕ (Янмурçин ялĕ) [1] Шетмĕ Михали асаилĕвĕ [1]
Федор Григорьев асаилĕвĕсем [2] Тĕрлĕ асаилÿсем [20]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » Аса илÿсем » Тĕрлĕ асаилÿсем

Категоринче миçе статья: 20
Миçе статья пур: 11-15
Страницăсем: « 1 2 3 4 »


Сортла: Кунпа
Эпĕ, Любовь Васильевна Ефремова, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн территорийĕнчи Кушар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ Пулайкасси ялĕнче пурăнатăп. Хаçат-журнал вулама юрататăп. Чăваш наци радиовĕшĕн тав тăватăп. Пĕррехинче радиопа октябрĕн 30-мĕшĕ политика репрессийĕсене лекнисене асăнмалли кун терĕç. Кун çинчен эпĕ ним те пĕлмен. Питĕ тĕлĕнтĕм. Куç умне ача чухнехисем тухса тăчĕç. Аттене тытса тухса кайни шухăша ячĕ.

1. Аттене эпĕ урăх курман

Атте ун чухне Кушкă ялĕнче вĕрентнĕ. Ирпе ĕçе кайнă.
Пÿрте лашапа тăрантас урапапа килнĕ çынсем кĕчĕç. Анне вутă хутнăччĕ. Пÿртре сăпка çакăнса тăрать. 3-мĕш хĕрача, 2 çулхискер, сăпкара çыврать. Шырарĕç, ухтарчĕç. Кăмака айне пăхрĕç, унта анне е атте турăш хунă пулнă. Ку мĕн тума кунта выртать тенине астăватăп. Çемьепе çаптарнă сăн ÿкерчĕке илчĕç. Эпĕ ун чух 7 çулта пулнă. Малтан вĕсем пĕр учителе лартса килнĕ, Турикасси ялĕнчен тетчĕç. (Кайрантарах анне пĕлнĕ вăл учителе, ун хĕрĕсем вĕренсе тухнă, районта ĕçлетчĕç). Атте сăпкари хĕр ачана катăклă сахăр тыттарса хăварчĕ. Пурте макратпăр. Анне пирĕн Етĕрне районĕнчен. Ирçе (Чебаково) ялĕнчен качча килнĕ. Атте вĕреннĕ чух паллашнă пуль. Ун чух пирĕн енче те çав вăхăтри пек пăтраннă. Вĕреннĕ çынсене нумайăшне персе пăрахнă. Кайран анне каласа паратчĕ, Кушкăри Михаилсен ашшĕне те илсе кайнă тетчĕç. Астăватăп, Михаил Ильич Мăн Шетмĕре вĕренетчĕ. Ун чух калаçма вăтаннă. (Кайран калаçас-ха тесе шутланăччĕ, анчах хаçатран вăл пурнăçран уйрăлнине пĕлтĕм). Ялта анне катаран килнипе тăван пулман. Питĕ йывăр пулчĕ анннене пире, 4 ачана, ÿстерме. Тата вăрçă тухса кайрĕ. Анне 27 çулта юлчĕ мăшăрсăр, эпир аттесĕр. Атте те 27 çулта пулнă хупнă чух.
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 1103 | Хăçан: 24.04.2012 | Комментарисем (0)

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕнче Кĕçĕн Шетмĕре шкул уçнăранпа 150 çул çитнине паллă турăмăр. Тăван шкулăм, юратнă вĕрентекенсем, пĕрле пĕлÿ сукмакне такăрлатнă ентешĕмсем маншăн, кун-çулăма педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă çынна, пушшех те хаклă. Çитменнине кунти шкулта пирĕн анне — Анастасия Ильинична Ильина — 35 çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ.
Анастасия Ильинична Ильина 1924 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче Кăмакал ялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Илья Семенович Семенов (1903—1963 ç.ç.), Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçнă, хаяр тытăçусене пĕрре кăна мар хутшăннă, унти паттăрлăхшăн "Хĕрлĕ Çăлтăр” ордена, медальсене тивĕçнĕ, каярах ялти "Оборона” колхоз председателĕнче, счетоводра ĕçленĕ. Амăшĕ, Ирина Григорьевна Григорьева (1904—1984 ç.ç.), кун-çулне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ.
Анне, Анастасия Ильинична, Çĕрпÿри педагогика техникумне вĕренсе пĕтерсен, 1944 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ класлă шкулта пуçламăш классене вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăнать, çакăнта пĕр улшăнмасăр вăтăр пилĕк çул хушши вăй хурать. Асăннă тапхăрта миçе ачана вулама-çырма вĕрентмен-ши вăл? Вĕсем мăшăрĕпе, Василий Иванович Ивановпа, çичĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Эпир пурте Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче вĕрентĕмĕр.
1950 çулта çуралнă Розалина халĕ тивĕçлĕ канура. Евгений, çут тĕнчене 1954 çулта килнĕскер, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче студентсене ют çĕр-шыв чĕлхине вĕрентет, педагогика наукисен кандидачĕ. Эльвира пенсинче, Крымра пурăнать. Эпĕ хам ЧПУн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Именкасси шкулĕнче ачасене истори предметне вĕрентетĕп, тăватă çул хушши кунти коллектива ертсе пытăм. Вăрнарти совхоз-техникума, Чăваш ял хуçалăх академийĕн агрономи факультетне ăнăçлă вĕçленĕ Александр шăллăм çак профессипе ĕçлерĕ, каярах "Досаево”, "Нива” хуçалăхсен ертÿçинче тăрăшрĕ. Анчах кун-çулĕ кĕске пулчĕ, 2004 çулхи августра пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Шăпах Александр Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн çĕнĕ çуртне çĕклеме пулăшу кÿчĕ. Альбина йăмăкăм Вăрнарти совхоз-техникумра агроном дипломне илнĕ, çак районти Ершупуç ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрă-шать. Кĕçĕн шăллăм Илья та Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехника вĕренсе тухнă, "Нива” хуçалăхра ĕçлет, тĕп килте, Кăмакалта, пурăнать.
Пирĕн мăшăрсенчен виççĕшĕ малашнехи пурнăçне вĕрентÿпе воспитани ĕçĕпе çыхăнтарчĕç. Манăн мăшăрăм, Валентина, чылай çул хушши ачасене Именкасси шкулĕнче тăван чĕлхепе литература предметне вĕрентет, кунти краеведени музейĕн ĕçне йĕркелесе пырать. Вера хĕрĕме шăпа асламăшĕн шкулне илсе çитерчĕ, вăл кунта истори тата обществоведени предмечĕсемпе ăс парать.
Евгений мăшăрĕ, Альбина, Вăрмар районĕнчи Тикешрен. Унăн ашшĕ-амăшĕ те шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăй халĕ Сĕнтĕрвăрринчи шкулта вырăс чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ парать. Ильинсен ывăлĕ Андрей ЧППУра ĕçлет, ют çĕр-шыв чĕлхисен преподавателĕ пулса тăрăшать.
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 382 | Хăçан: 02.02.2012 | Комментарисем (0)

Прокуратура была как "око государево” создана указом Петра I в 1722 г. 
Прокуратура Красноармейского района была образована в 1939 году, одновременно с образованием самого района и первоначально называлась прокуратурой Траковского района по названию района. Траковский район был образован Постановлением Президиума ЦИК ЧАССР 9 января 1935 года. Первоначально в его состав вошли селения Цивильского, Аликовского и Вурнарского районов. 16 августа 1940 года Президиум Верховного Совета РСФСР утвердил Постановление Президиума Верховного Совета ЧАССР о переименовании д. Передние Траки в село Красноармейское и, соответственно, Траковского района — в Красноармейский. С 20 декабря 1962 по 3 ноября 1965 года Красноармейский район входил в состав Цивильского и не являлся самостоятельной административно-территориальной единицей. 
Первым прокурором Траковского, а затем Красноармейского района был К. П. Петров, который находился на данной должности с 1939 по 1942 год. 
С 1942 по 1945 год прокурором Красноармейского района был Зайцев Н. С., с 1945 по 1946 год Николаев Г. Е. 
С 1952 по 1955 год обязанности прокурора района исполнял участник Великой Отечественной войны, награжденный орденами Красной Звезды, Отечественной войны I и II степеней, различными медалями P. M. Христофоров. 
С 1966 по 1975 год прокурором района работал Г. М. Мемедейкин, который затем был переведен на работу в центральный аппарат прокуратуры Чувашской Республики. 
С 1975 по 1979 год прокурором района был Ашмарин B.C., который в настоящее время работает адвокатом. 
С 1979 по 1983 год прокуратурой района руководил Никифоров В. И., впоследствии назначенный на должность первого заместителя прокурора Чувашской Республики. 
С 1983 по 2001 год прокурором района работал Васильев В.В., который является почетным работником прокуратуры РФ, а в январе 2001 г. приказом Генерального прокурора РФ был награжден за безупречную службу в органах прокуратуры и высокие достижения в работе именным оружием. В настоящее время Васильев В. В. занимает должность прокурора Цивильского района. 
С 2001 по 2003 год прокурором района работал Троицкий И. В. 
С 18 июня 2003 года в соответствии с приказом Генерального прокурора РФ прокурором Красноармейского района работал Шабалкин А. В., ранее работавший в центральном аппарате прокуратуры Чувашской Республики.
Приказом Генерального прокурора от 03.11.2011 г. прокурором района назначен Муллин Н. А.
Заместителем прокурора является советник юстиции Троицкий И.В., старшим помощником юрист 2 класса Андреев С.А., помощником прокурора Ефимова Е. А., которыми большое внимание уделяется защите прав и свобод граждан и другим направлениям надзорной деятельности. 
На протяжении многих лет, с 4 марта 1985 года, в прокуратуре района трудится Васильева З. Н. Благодаря усилиям старшего специалиста 1 разряда Васильевой З.Н. делопроизводство в прокуратуре района всегда осуществляется на высоком уровне. 
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 677 | Хăçан: 18.01.2012 | Комментарисем (0)

Районти "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине пĕвĕпе çÿллех мар, анчах ватлăх çулĕсем еннелле сулăннă кинемей кĕчĕ. Сывлăх сунчĕ. Паллашрăмăр: Карай ял тăрăхне кĕрекен Çырмапуç Карай ялĕнчи Екатерина Лаврентьевна Лаврентьева. Хăйĕн кун-çулне тăван тăрăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ вăл, çакна çирĕплетме хăйпе пĕрле хуçалăх производствинче ырми-канми тăрăшнăшăн панă хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене, ытти наградăсене илсе килнĕ. Хăлхи аванах илтмест пулин те, Кĕтерин аппа сăмах патне аякка каймасть, хăй сакăр теçетке ытла çул пурăнса ирттернĕ кун-çулĕн кашни тапхăрĕ пирки чылайччен каласа пама пултарать. 
Екатерина Лаврентьева 1930 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Çырмапуç Карай ялĕнче çуралнă. Паян кун тăван ялĕн "Зеленая” урамра хăй вăй çитерсе çĕкленĕ çуртĕнче ватлăх кунĕсене ирттерет. 
— Пирĕншĕн, вăрçă ачисемшĕн, ачалăх çулĕсем калама çук йывăр тапхăрта килчĕç, — сăмахлать манпа Кĕтерин аппа. — Укçа-тенкĕ çитместчĕ, çăкăр, тăхăнмалли çук. Çитменнине тата Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланчĕ. Мĕн пур ĕмĕт-тĕллевсене татрĕ вăл пирĕнне. Çавна пулах Карай шкулĕн çичĕ класне çеç вĕренсе пĕтерме май килчĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă вăрçа паянхи евĕр астăватăп. Ун чухне Красноармейскинче Трак пуххи пуçтарăннăччĕ. Атте манран ултă çул кĕçĕн йăмăкпа, Ульккапа иксĕмĕре, лашапа ярмарккăна илсе кайрĕ. Уяв лапамĕ халăхпа тулнăччĕ. Ялсенчен килнĕ, капăр тумланнă яш-кĕрĕм сăн-питĕнче савăк кулă палăратчĕ. Унччен те пулмарĕ репродуктор сасси янăраса кайрĕ: нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕр-шыв çине тапăнса кĕнĕ иккен. Ярмаркка халăхĕ пăлханса кайрĕ, кĕçех вăл саланчĕ те. 
Ялти вăй питти кашни арçынах фронта кайма повестка илнĕ. Мĕн пур йывăрлăх вара хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕ çине тиеннĕ. Кĕтеринĕн амăшĕ чирлĕ, йăмăкĕ пĕчĕк. Ашшĕ вăрçă хирне кайман пулин те, тылра та Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă, ăна лашапа Канашран топливо турттарма шаннă. Çамрăклах хуçалăх ĕçне кÿлĕнме тивнĕ хĕрачан та. Алăран çурла кайма пĕлмен. Ачасем ир пуçласа сĕм çĕрлечченех аслисемпе танах хирте тар юхтарнă. Çав çулсенче çурлапа сулахай аллине кастарнăран ун чухнехи çĕвĕ паян кун та çав тапхăра аса илтерет. Çаппуççипе авăн çапнине тата епле манăн. Вăрçă хирĕнчен аманса таврăннă Ехрем мучи кĕлте лавĕ, улăм ури, капан тума вĕрентнине те манаймасть Кĕтерин аппа. 
Вăрçă пĕрлешÿллĕ хуçалăха та чылай хавшатса хăварнă. Ялсенчи мĕн пур вăй питти лашасене фронта ăсатнă. "Çамрăк тихасене турта хушшине тăма вĕрентеттĕмĕр, — каласа парать ĕç ветеранĕ. — Каярахри çулсенче хуçалăхран 30-шар лав çĕр улмие Ункăçумĕнчи крахмал заводне леçеттĕмĕр. Каçхине каялла таврăннă та ир валли каллех лава тиесе лартнă”. 
Пĕррехинче хуçалăх зоотехникĕ Лаврентьевсем патне пынă, ялти пушмак пăрусен ферминче ĕçлеме çын кирлĕ пулнă май унта пыма ыйтнă. Килĕшнĕ вăл, вĕсем Мария Матвеевапа пушмак пăрусене ĕне çулне çитĕнтерсе парас ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕрремĕш пăру тунă ĕнесене алăпа сунă, малтанхи вăхăтра çамрăк выльăхсенчен çулталăкне икĕ пин килограма яхăн çеç продукци илнĕ. "Каярах сăвăм ÿсрĕ, кăтарту виçĕ пинрен те иртрĕ, — тет Е. Лаврентьева. — Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Манăн сăн ÿкерчĕк пĕр хушă колхозри Хисеп хăми çинче вырăн тупрĕ, ял çыннисем Карай ял совет депутатне те суйларĕç”. 
Ял çыннинех качча тухнă пулнă Е. Лаврентьева. Анчах çемьеллĕ пурнăç ăнман унăн, упăшки тепĕр хĕрарăм патĕнче "телейне” тупнă. 1960 çулта çуралнă Надя хĕрне пĕчченех пурнăç çулĕ çине кăларма тивнĕ ăна. Хăй пекех ĕçчен те тăрăшуллă çитĕннĕ вăл. Шкул хыççăн ытти хĕр-тантăшĕсем евĕр аякка кайма шутламан, тÿрех фермăна çул тытнă, кунта амăшне улăштарнă. Екатерина Лаврентьевна вара Шупашкарти "Нива” комбинат урлă пĕчĕк пусăмлă (0,7 атмосфера таран) кăмакасен операторне вĕренсе тухса фермăра çак профессипе ĕçлеме пуçланă. 
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 474 | Хăçан: 14.01.2012 | Комментарисем (0)

1961 çулхи апрель уйăхĕн 12-мĕшĕ. Çав кун мана ирхине ирех комсомол райкомне чĕнсе илчĕç. Ун чухне килсерен телефон пулман-çке. Чĕнекенĕ — унта ĕçлекен техслужащи Паша инке (Паçек). Вăл ĕçе ялан ирхине 5—6 сехетсенче çитетчĕ, 8-ччен вутă хутса, урай çуса тасататчĕ, кунта ĕçлекенсене кĕтсе ларатчĕ. ВЛКСМ райкомĕн членĕ пулнă май çакăн евĕр чĕнÿсем час-часах пулатчĕç. Хам вара бюро членĕ пулнă май ларусене тăтăшах хутшăннă. Анчах кун пек ир-ирех чĕнни халиччен те пулманччĕ-ха. "Мĕншĕн çакăн евĕр васкавлă чĕнÿ?” — ыйтрăм эпĕ. "Пĕлместĕп — мана çавăн пек хушу панă”, — терĕ вăл. Комсомол райкомне чупнă пекех çитрĕм. Унта — райкомăн пĕрремĕш секретарĕ Ольга Андреевна Александрова, "Урожай” ДСО председателĕ, райком членĕ Петр Васильевич Васильев тата тепĕр çын — эпĕ ăна астумастăп. Эпĕ комсомол райкомĕн членĕ пулнă май мана тĕрлĕ мероприятисене час-часах чĕнетчĕç. Питĕ яваплă поручени (хушнă ĕç) терĕç, ун пирки ăнлантарчĕç. "Шкул çурчĕ Красноармейскинче чи çÿлли, ун тăрринче 12 сехетрен пуçласа 14 сехетчен дежурство тăмалла пулать. Санăн яланах пĕлĕт çине пăхса тăмалла. Унта хĕрлĕ тĕслĕ шар курăнсан, çак номерпе шăнкăравламалла”, — терĕ пуçлăх. Эпĕ хăрама пуçларăм. "Каллех вăрçă тухать-им?” — тетĕп. "Санăн нимĕн те тумалла мар, çавăн евĕр ÿкерчĕк пулсан, директор пÿлĕмĕнчи телефонпа тÿрех палăртнă вырăна шăнкăравламалла. Никама та, нимĕн те пĕлтерес çук”, — терĕç. Комсомол райкомĕнчен тухрăм, пуçра тĕрлĕрен шухăшсем. Каярах шкул директорĕпе те калаçрăм. Ун чухне Красноармейскинчи вăтам шкулти (эпĕ унта вожатăйра ĕçленĕ-çке) пуçламăш классем В. Васильев урамĕнчи малтан аптека пулнă вырăнти çуртра вĕреннĕ. Унта Мария Николаевна (шел, хушаматне астумастăп), Г. Христофорова, Л. Сурьева, С. Петров, Н. Степанова ĕçленĕ. Асăннă шкулта манăн октябреноксемпе тата пионерсемпе сбор ирттерме хатĕрленмелле пулнă. Шкултан тухнă чухне Ф. Н. Рекеев директора тĕл пултăм. Эпĕ ăна октябреноксемпе пионерсен отрячĕсемпе сбора хатĕрленме пуçлани пирки каласа патăм. Вăл манпа килĕшсе ăнăçу сунчĕ. Анчах манăн пуçра пĕр шухăш: ăна дежурство пирки нимĕн те систермерĕм, пуçлăх хăй те нимĕн те шарламарĕ. Пуçламăш шкултан вăтам шкула дежурствăна ĕлкĕрес тесе васкарăм. Алăк уçрăм çеç, коридорта урра! тесе кăшкăраççĕ, шавлаççĕ. Çавăнта физкультура учителĕн Денис Егоровичăн сассине уйрăммăн палăртмалла. Эпĕ иккĕмĕш хута чупса хăпартăм, учительсен кабинетне кĕтĕм. Унта вĕрентекенсем пĕр-пĕрне ыталаççĕ, савăнăçлăн калаçаççĕ. Федор Николаевич Рекеев директор радиоприемнике хытă сасăпа янă. Радио пĕрмай Совинформбюро хыпарĕсене пĕлтерет: "Паян, апрелĕн 12-мĕшĕнче, Совет Союзĕн гражданинĕ Юрий Алексеевич Гагарин "Восток” караппа çĕр чăмăрĕ тавра вĕçсе çаврăнса çĕр çине палăртнă вырăна анса ларнă”. Диктор космонавтăн биографийĕпе, космос карапĕпе паллаштарать. Çак хăпартланмалли хыпара пĕтĕм тĕнчипе пĕлтерни халĕ те хăлхара илтĕнсе тăнăн туйăнать. Космосра пулнă пĕрремĕш çыннăн вĕçевĕ 108 минута тăсăлнă. Мана дежурствăна каймалла марри çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ вара манăн мĕншĕн пĕлĕт çине пăхса тăмалла пулнине ăнлантăм. Хальхи вăхăтра телевиденипе радио передачисенче космонавтсем ăçта анса ларнине пĕтĕмпех калаççĕ-кăтартаççĕ. Ю. А. Гагарин палăртнă вырăна анса ларманнине эпир уççăнлăх тапхăрĕнче тин пĕлтĕмĕр. Çапла асра юлнă маншăн 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕ.
Тĕрлĕ асаилÿсем | Миçе хут пăхнă: 397 | Хăçан: 16.05.2011 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 11-15 16-20
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024