2009 çулхи кăрлач - утă уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç вырăнĕ шыраса 824 çын пынă. Вĕсене пурне те ĕç шыракан тесе шута илнĕ, вĕсен шутĕнчен пирвай ĕç шыракан 51 çынна шута илнĕ (предприятисемпе организацисенчен ĕçрен хăтарнисем), 397 çын - хĕрарăм, 322 çын - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 16 инвалид. Пурĕ 410 çынна ĕçсĕррисен шутне тăратнă.
2009 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 169 ĕçсĕр çын регистрацинче тăрать, вĕсенчен 38-шĕ - предприятисемпе организацисенчен ĕçрен хăтарнисем, 97-шĕ хĕрарăм, 51 çын – 16-29 çулсенчи çамрăксем, 3-шĕ инвалид. 34-шĕ - аслă профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 32-шĕ – вăтам профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 34-шĕ - пуçламăш профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 61-шĕ - вăтам пĕлÿ илнисем, 8 – тĕп пĕлÿ илнисем. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,75% процентпа танлашать (ĕç вырăнĕ пуррисен шайĕнчен).
Красноармейски районĕнче 7 уйăхра 637 çынна ĕç вырăнĕ тупса панă.
Çĕнĕ професси илмешкĕн 29 çынна вĕренме янă. Ытларах çак профессисемпе: автоводитель, токарь, электро-газосварщик, сутуçă-кассир, электромонтер, котельнăй операторĕ.
Обществăлла ĕçсене 271 çынна явăçтарнă. 6 çынна ĕçе вырнаçма пулăшнă. Çул çитмен 284 çамрăка вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă.
|