Красноармейскинчи ача-пăча искусство шкулĕн хăйĕн ялавĕ тата гербĕ пур. Республикăри хушма пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче ку пĕрремĕш пулăм. Ăна эпир пурте пĕлекен районсен тата хуласемпе ялсен гербĕсен авторĕ, паллă художник Вадим Шипунов ăсталанă. Гербра кашкăр ами çинче шăпăр каласа ларакан ачана ÿкернĕ. Ку ÿкерчĕк тĕрĕксен мифне аса илтерет: тĕрĕк ачине кашкăр ами вилĕмрен çăлса хăварать. Тĕрĕк тата монгол халăхĕсен мифĕсенче - кашкăр управçă тата хÿтĕлевçĕ. Кашкăр çăварĕнчен çулăм тухни - пултарулăх хĕрÿлĕхне пĕлтерет. Кашкăр тирĕ çинчи тĕрлĕ тĕслĕ пăнчă-çаврасем - пултарулăх тĕнчи нумай енлĕ пулнине систерет. Шăпăр сăнарĕ те ахальтен çуралман. Красноармейски районĕнчи Шăпăрлăвар ялĕнче ĕлĕк-авалтанах шăпарçăсен пуххи иртни паллă. Унта вĕсем шăпăр каласа ăмăртнă. Шăпăрçăн пуç тăрринчи çут çăлтăр вара - ача-пăчана искусство (ÿнер) тата наци культури аталанăвĕн çулне кăтартса пыракан чун тÿпи. Искусство шкулĕнче вĕренекен ачасем гербпа ялава пысăк кăмăлпа й
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен