Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Упи ялĕн Кану центрĕнче районти учительсен черетлĕ форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçне вĕрентекенсемпе воспитательсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, общестенность представите-лĕсем тата массăллă информаципе пичет ĕçченĕсем хутшăнчĕç. "Наци вĕрентĕвĕн пуçарăвĕ "Пирĕн çĕнĕ шкул" докладпа район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.И. Антонов тухса калаçрĕ. Вăл каланă тăрăх, вĕрентÿ системине çĕнетсе улăштарас енĕпе хатĕрленĕ комплекслă проекта пурнăçлас енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ, ун валли республика тата федераци бюджетĕнчен кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланă. Пурлăх никĕсĕ самаях пуянланнă: районти шкулсене 100 проценчĕпех информацизациленĕ, çĕнĕ автобуссем туяннă, вĕрентÿ пÿлĕмĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, котельнăйсене газпа хутмалла тунă. Шкулсене çĕнĕ
...
Малалла вула »