Архивра мĕн вуласа пĕлме пулать Вирьял Юрий Петрович (чăн хушамачĕ Петров) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Еншик Чуллăра çуралнă. 1993 çулхи авăнăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1967 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1993 çулта Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне панă.
1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне, 1968 çулта А. М. Горький ячĕллĕ литиратура институтне пĕтернĕ. «Пионер сасси» хаçатпа «Тăван Атăл» журнал редакциĕсенче, чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ.
Юрий Вирьялăн сăвă пуххи нумай пичетленсе тухнă. Вăл ача-пăча валли сăвăсем çырнă, ун сăввисемпе юрă та нумай кĕвĕленĕ. Чылай чĕлхерен чăвашла сăвăсем куçарнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
«Сенкерленчĕ шуçăм.
...
Малалла вула »