Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2009 » Çурла » 06
Сăн ÿкерчĕк
Район пуçлăхĕ С.А.Николаев строительсене тата отрасльти ĕç ветеранĕсене Строительсен кунĕ ячĕпе саламланă. Унта çапла калани пур: " Сирĕн вăйпа, мирлĕ професси çыннисем, пирĕн районта пысăк ĕçсем пурнăçланаççĕ. Çулсерен çĕнĕ çуртсем, производство объекчĕсем çĕкленеççĕ. Пысăк тав сире. Çирĕп сывлăх та телейлĕ пурнăç сунатăп". 

Интернетран: Впервые День строителя отмечался в СССР 12 августа 1956 года. А было это так. 6 сентября 1955 г. вышел Указ Президиума Верховного Совета СССР «Об установлении ежегодного праздника «Дня строителя». Лаконичность Указа Президиума Верховного Совета СССР является доказательством того, что День строителя появился отнюдь не случайно, и что его появление как бы само собою разумелось. Вот как его комментировали газеты:

«Новым проявлением заботы партии и правительства о строителях является принятое 23 августа 1955 г. Постановление ЦК КПСС и Совета Министров Союза ССР «О мерах по дальнейшей индустриализации, улучшению качества ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 702 | Хăçан хушнă: 06.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2009 çулхи кăрлач - утă уйăхĕсенче районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç вырăнĕ шыраса 824 çын пынă. Вĕсене пурне те ĕç шыракан тесе шута илнĕ, вĕсен шутĕнчен пирвай ĕç шыракан 51 çынна шута илнĕ (предприятисемпе организацисенчен ĕçрен хăтарнисем), 397 çын - хĕрарăм, 322 çын - 16-29 çулсенчи çамрăксем, 16 инвалид. Пурĕ 410 çынна ĕçсĕррисен шутне тăратнă.

2009 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 169 ĕçсĕр çын регистрацинче тăрать, вĕсенчен 38-шĕ - предприятисемпе организацисенчен ĕçрен хăтарнисем, 97-шĕ хĕрарăм, 51 çын – 16-29 çулсенчи çамрăксем, 3-шĕ инвалид. 34-шĕ - аслă профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 32-шĕ – вăтам профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 34-шĕ - пуçламăш профессиллĕ пĕлÿ илнисем, 61-шĕ - вăтам пĕлÿ илнисем, 8 – тĕп пĕлÿ илнисем. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,75% процентпа танлашать (ĕç вырăнĕ пуррисен шайĕнчен).

Красноармейски районĕнче 7 уйăхра 637 çынна ĕç вырăнĕ тупса панă.

Çĕнĕ професси илмешкĕн 29 çынна вĕренме янă. Ытларах çак профе ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 850 | Хăçан хушнă: 06.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кăçал Раççейре Физкультурниксен кунне 70-мĕш çул паллă тăваççĕ. Пирĕн район та çулсеренех çак куна чыслă кĕтсе илме тăрăшать. Августăн пуçламăшĕнче районта яланах тĕрлĕ спорт мероприятийĕсемпе тĕрлĕ вăйăсем иртеççĕ. 

Кашни учитель, тренер, спортсмен тата физкультурник хăй çитĕнĕвĕсене пĕтĕмлетет - мĕн тунă, мĕн туса çитереймен, малашне мĕн тумалла...

Пĕтĕмĕшле илсен, район спорт аталанăвĕнче япăх мар палăрса тăрать: районта мероприятисем ирттерессипе те, спортсменсен резервне хатĕрлессипе те, çĕнĕ спорт çитĕнĕвĕсем туптассипе те. Активлă тата çирĕп сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе те ĕçсем начар мар пыраççĕ.

Районта спорт техникин бази палăрмаллах çирĕпленчĕ: нумай функциллĕ спортплощадка хута кайрĕ, кĕçех çăмăл сооружениллĕ тепĕр стадион хута каймалла, тренерсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерсе килчĕç, укçа-тенкĕ ресурсĕсене сыхласа хăварма май килчĕ (тĕнчери финанс кризисне пăхмасăрах). Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те юлашки вăхăтра пирĕн ыйтусем ç ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 814 | Хăçан хушнă: 06.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024