Çурла уйăхĕ пуçланнăранпа 33 гражданла акт регистрациленĕ: çурални çинчен - 11, вилни çинчен - 15, пĕрлешни çинчен - 5, хут уйăрни çинчен - 2, ача ашшĕне палăртни çинчен - 2.
Çуралнă 11 ачаран - 6-шĕ арçын ача и 5-шĕ хĕр ача. Ача ят хунă чухне час-час усă курнă ятсем çаксем: Дмитрий, Кирилл, Анна, Дарья. Сайра хуракан ятсем: Богдан, Филипп, Наталия. Çакна палăртма кăмăллă: 11 çемьерен 6-шĕ çемье капиталĕн сертификатне илме тивĕç.
Асăннă тапхăрта 7 арçын , 8 хĕрарăм вилнĕ, вĕсен вăтам пурнăç тăршшĕ 65,5 çулпа танлашать (арçынсен 53 çул, хĕрарăмсен 78 çул).
Çĕнĕ çемье çавăрнисен шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, чакнă: пĕлтĕр - 13, кăçал - 5. Хут уйăрттарнисен шучĕ пĕлтĕрхипе танах.
Кунсăр пуçне 6 ыйтса çырни пăхса тухнă, 35 справка, 24 свидетельство, 10 документ-копи çырса панă.
|