Нарăсăн 13-14-мĕшĕсенче Красноармейски вăрманĕ çывăхĕнче Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2010" чупăвĕн районти XXVIII тапхăрĕ иртрĕ. Пĕрремĕш кунне чупăва районти шкул ачисем тухрĕç. Пĕтĕмпе 300 яхăн çамрăк йĕлтĕрçĕ тухрĕ старта. Вырсарникун вара, нарăсăн 14-мĕшĕнче, тĕрлĕ дистанциллĕ старта районти 40 предприятипе организацирен 200 ытла йĕлтĕрçĕ тăчĕ. Вĕсенчен 20 проценчĕ - ертÿçĕсем, çав шутра ял тăрăхĕсен 4 пуçлăхĕ тата 7 шкул директорĕ. Чи пысăк ушкăнсем Упири ятарлă шкул коллективĕпе район администрацийĕн йышĕ пулчĕç.
Спортсменсене спорт уявĕ пуçланнă ятпа район пуçлăхĕ С. А. Николаев (сăмах май, Станислав Андреевич хăй те VIP-чупăва хутшăнчĕ), Чăваш Республикин Президенчĕн представителĕ А. Д. Грицай, Çеçмер ялĕнчен килнĕ спорт ветеранĕ П. А. Шумилов саламларĕç.
Малтанах старта хĕрсемпе каччăсем тухрĕç.
...
Малалла вула »