Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Ҫак юбилее халалласа Красноармейски
иккӗмӗш шкулӗнче те тӗрлӗрен мероприятисем
иртеҫҫӗ.
Акӑ, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче 6-б класра тӑван чӗлхе урокӗ
"Юратнӑ Трак ен" темӑпа иртрӗ. 3. П. Михайлова вӗрентекен пире "Ӳс,
сӗклен эс, хӑватлан" мультимедиллӗ
презентаципе паллаштарчӗ. Ăна ҫак шкултах ӗҫлекен В. М. Михайлов
хатӗрленӗ, район историне, вӗрентӳ,
сывлӑха сыхлас, экономика, ял хуҫалӑхӗ, суту-илӳ, культура, ҫурт-йӗр тӑвас,
транспорт, спорт ыйтӑвӗоэне тарӑннӑн çутатнӑ.
Трак енӗн символики, Трак енӗн паллӑ ҫыннисем,
Нестер Янкас обществин лауреачӗсем
ҫинчен те пӗлмелли нумай пулчӗ.
Презентаци кӑтартнӑ вӑхӑтра Интернет урлӑ
тÿрремӗн Красноармейски районӗн
сайчӗпе те паллашрӑмӑр, кирлӗ информаци
тупса вуларӑмӑр. Ҫак интереслӗ те
усӑллӑ урок хыҫҫӑн вӗренекенсем килте Интернетпа район 75
ҫул тултарнине
халалланӑ инҫет олимпиадӑн ыйтӑвӗсене хуравлама
пултарчӗҫ. Ку олимпиадӑна та В
...
Малалла вула »