Кăрлачăн 15-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 14-мĕшĕччен Красноармейски 2-мĕш шкулĕн интернет сайчĕ урлă Красноармейски районĕ - Трак ен тăрăхĕ 75 çул тултарнине халалласа тăван ен историйĕпе культурин инçет олимпиади иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ тата ертсе пыраканĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен В.М.Михайлов пулчĕ. Олимпиадăна пĕтĕмпе 62 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнчен. Çак шкултан пурĕ 33 ача хутшăнма кăмăл тунă. Упи шкулĕнчен 15 ача, Именкасси шкулĕнчен – 5, Мăн Шетмĕ шкулĕнчен – 4, Чатукасси шкулĕнчен – 1, Шывпуç шкулĕнчен – 2. Çакă савăнтарать: олимпиадăна район тулашĕнчи шкул ачисем те хутшăннă. Вĕсем – Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ пуçламăш шкулĕн вĕренекенĕсем. Çак ырă ĕçе хăнăхтараканни – пирĕн район хĕрĕ Ефимова Светлана Георгиевна (Георгий Тусли журналист çемйинчен вăл.)<
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен