Правительство çуртĕнче иртнĕ ЧР Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртекен канашăн ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: çын вилесси чакма, ача çураласси ÿсме тытăннă. Апла пулсан Чăваш Енре халăх йышĕ ÿсес шанчăк çирĕпленет. Ăна вара апат-çимĕç çултан-çул ытларах кирлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕсем продукци калăпăшне çулсерен ÿстерме, "АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлама, отрасле ăнăçлă аталантарма тăрăшаççĕ. Николай Федоров Президент та çирĕп ыйтать.
Сĕт рынокĕнче лару-тăру мĕнлерех-ха? "Агро-Инноваци” ХУП ыйтăва уçăмлатма семинар-канашлу ирттерчĕ. Рынок аналитикĕ Тамара Романова республикăра сĕт хакĕ юлашки 4 çулта епле "сиксе пынипе” паллаштарчĕ. 2006 çулхи утă уйăхĕнче вăл 5 тенкĕ те 6 пуса çеç юлнă. 2007 çулхи раштавра 12 тенкĕ те 85 пуса çити хăпарнă. Пĕлтĕр каллех анса ларнă. Юлашки уйăхран ÿсме тытăннă. Чи пысăк хак çак уйăхра пулмалла: 14 тенке çитмелле. Х
...
Малалла вула »