Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 7 » СĔТ ХАКĔ МĔНШĔН УЛШĂНАТЬ? ("Хыпар")
СĔТ ХАКĔ МĔНШĔН УЛШĂНАТЬ? ("Хыпар")
12:03
Сăн ÿкерчĕк
Правительство çуртĕнче иртнĕ ЧР Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртекен канашăн ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: çын вилесси чакма, ача çураласси ÿсме тытăннă. Апла пулсан Чăваш Енре халăх йышĕ ÿсес шанчăк çирĕпленет. Ăна вара апат-çимĕç çултан-çул ытларах кирлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕсем продукци калăпăшне çулсерен ÿстерме, "АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлама, отрасле ăнăçлă аталантарма тăрăшаççĕ. Николай Федоров Президент та çирĕп ыйтать.

Сĕт рынокĕнче лару-тăру мĕнлерех-ха? "Агро-Инноваци” ХУП ыйтăва уçăмлатма семинар-канашлу ирттерчĕ. Рынок аналитикĕ Тамара Романова республикăра сĕт хакĕ юлашки 4 çулта епле "сиксе пынипе” паллаштарчĕ. 2006 çулхи утă уйăхĕнче вăл 5 тенкĕ те 6 пуса çеç юлнă. 2007 çулхи раштавра 12 тенкĕ те 85 пуса çити хăпарнă. Пĕлтĕр каллех анса ларнă. Юлашки уйăхран ÿсме тытăннă. Чи пысăк хак çак уйăхра пулмалла: 14 тенке çитмелле. Хак мĕншĕн улшăнать-ха?

Тирпейлекен предприятисем выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕпе епле "усă кураççĕ?” Вĕсене услам тума суту-илĕве, техрегламент пурнăçланса пынине тĕрĕслеме ятарлă методика çукки "пулăшать”. 2009 çулта сутнă çу хисепĕ 2,5 процентлă сĕтре ăна туса илекенсен тÿпи - 29,3%, тирпейлекенсен - 49,0%, сутакансен - 21,7%. Экспертсен шухăшĕпе чĕр тавар туса илекенсен тÿпи çурри пулмалла, ун чухне тин отрасле инвесторсене явăçтарма май килĕ.

Семинар-канашлăва аграри рынокĕнчи конъюнктура институчĕн эксперчĕ Татьяна Рыбалова хутшăнчĕ.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк йывăрлăхра, татăлман ыйту чылай, - терĕ Татьяна Ивановна. - Çĕршывра ĕне выльăх йышĕ чакма 1985-1986 çулсенчех пуçланнă. 2006-2007 çулсенче çеç вăл "лăпланма”, кăтарту хуллен анма тытăннă. 1990 çулпа танлаштарсан сĕт паракан кĕтÿ паянхи кун тĕлне 42% çеç упранса юлнă. Тĕрĕссипе, унăн йышĕ тĕнчипех чакать. Выльăх-чĕрлĕх мĕн чухлĕ нумайрах, тавралăх çавăн чухлĕ ытларах вараланать. Çут çанталăкра çав вăхăтрах шайлашу пулмалла. Малта пыракан çĕршывсем çапла тăваççĕ те. Вĕсен тĕллевĕ - отрасле экстенсивлă /пахалăхне ÿстермесĕр калăпăшне е шутне кăна хăпартса пыни/ аталантарасси мар, генетикăпа селекцие, урăхла каласан ăратлăха çултан-çул лайăхлатасси, çавна май продукци тухăçлăхне ÿстересси, сахал тăкакпах сĕт ытларах суса илесси.

Раççейре вара? Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем шăпах экстенсивлă çула суйласа илни ура хурать те пире. Тĕрĕссипе, ферма-комплекс ĕçченĕсен пĕр айăп та çук. Вĕсем мĕн хушаççĕ, çавна тăваççĕ. Ăратлăха çĕнетекенсем пултарусăр пулни мар-и? Çавăнпах ĕнтĕ ĕне йышĕ чакнипе пĕрле сĕт туса илес кăтарту та пĕчĕкленет. 1986 çулта Раççейре 54,2 млн тонна сĕт туса илнĕ пулсан, 1996 çулта - 35,8 млн тонна, 2005-2006 çулсенче - 31 млн тонна çеç.

Пирĕн çĕршывра ĕнене сĕтшĕн çеç мар, какайшăн та усраççĕ. Сăвăм чакма тытăнсанах комбината ăсатаççĕ. Сĕчĕ те сахал, ашĕ те пахалăхлă мар. Тĕрĕссипе, икĕ мулкача хăваласа пĕрне те тытайман тенĕ пек пулса тухнă. Пысăк кĕтĕве вара апачĕ те /ун валли улăх-çаран, утăлăх акнă курăк вырăнĕ/ нумай кирлĕ. Юрать-ха Раççей аслă, çĕр çителĕклĕ.

Америкăпа Канадăра, Европăра ĕнесене тĕллеве кура ятарласа ăратлантарнă: сĕтшĕн тата аш-какайшăн. Çавăнпа тухăçĕ те пысăк, пахалăхĕ те лайăх.

Çĕршывра юлашки çулсенче те пулин çакна ăнланса илчĕç, Чăваш Ен те "куçне уçрĕ” - хуçалăхсем ăратлăхпа ĕçлеме тытăнчĕç, урăх çĕршывсенчен пысăк продуктивлă выльăх туянса кĕтĕве çĕнетрĕç. АПШ, Голланди, Германи ĕнисем пирĕн патăрта яланлăхах "прописка” тупрĕç. /Шел те, кунти условие йывăррăн хăнăхаççĕ. Малтанхи çулсенче çухату пысăк. Укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланать. Кăçал тата 35,5 пин ĕне туянмалла/. Çавăнпа 2007 çултан тытăнса Раççейре, республикăра сĕт туса илесси ÿсме тытăнчĕ. 2009 çулта çĕршывра пĕр ĕнерен вăтамран 4484 кг сĕт сунă /1996 çулта - 2153 кг/, Чăваш Енре - 4347 кг /Раççейри вăтам кăтартăва кăштах çитеймест/. Ку енĕпе Мурманск облаçĕ малта - 7874 кг /хăш-пĕр ĕне çулталăкра 9 пин е ытларах та кг сĕт парать/. Ленинградпа Мускав облаçĕсем кăштах кая юлаççĕ. Калмăкпа Ингушетире, Дагестанра - качака чухлĕ çеç, вĕсем кăтартăва каялла туртаççĕ.

АПШра, Индире пуринчен те ытларах сĕт туса илеççĕ. 2006 çулта пирĕнтен Китай та иртрĕ.

Сĕте тата унран хатĕрленĕ юр-вара /хăйма, сыр-чăкăт, турăх, тăпăрч, йогурт.../ çителĕклĕ çиетпĕр-и? СССР чухне кашни çын пуçне çулталăкра 386 кг тивнĕ. Пенсионерсемпе ачасен, студентсен юратнă çимĕçĕ пулнă вăл. Аш-какай, кăлпасси çитменрен ирĕксĕр сĕт-кефирпа, булкăпа пурăннă. Халĕ, паллах, сахалрах. Сăлтавĕ паллă: апат-çимĕç ассортименчĕ пуянланчĕ. Кăлпасси кăна вун-вун тĕрлĕ. Германире паян та сĕт юр-варĕ анлă сарăлнă - çулталăкра кашни çын 430 кг усă курать, Данире - 379 кг, Финляндире - 249 кг, Беларуçре - 280 кг.

Сĕт хакĕ мĕншĕн вĕçĕмсĕр улшăнать-ха? Тавар туса кăларакан хăйĕн çимĕçĕн хуçи пулма пăрахрĕ. Унпа тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсем хăйсене кирлĕ пек хуçаланаççĕ. Нумай тупăш илессишĕн çăратнă е типĕ сĕт нумай туса кăлараççĕ. Çавна май чĕрĕ çимĕç сахалланать, хак ÿсет. Е пачах урăхла. Тирпейлекенсем хăвата чакараççĕ, чĕрĕ сĕт калăпăшĕ ÿсет, хакĕ чакма тытăнать. Ыйтакансемпе сĕнекенсем улăштараççĕ рынокри лару-тăрăва. Тĕрĕссипе, çут çанталăкри пекех кунта та шайлашу пулмалла. Анчах рынокăн хăйĕн саккунĕ. Ăна патшалăх йĕркелеме пултарайманни ура хурать те.

Татьяна Ивановна ял хуçалăхĕнче малашне лару-тăру лайăх енне улшăнасса шантарчĕ. Çĕршывра Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен союзне туса хурас ыйтупа малалла ĕçлеççĕ.
Миçе çын пăхнă: 776 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024