Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Ҫак юбилее халалласа Красноармейски
иккӗмӗш шкулӗнче те тӗрлӗрен мероприятисем
иртеҫҫӗ. Акӑ, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче 6-б класра тӑван чӗлхе урокӗ
"Юратнӑ Трак ен" темӑпа иртрӗ. 3. П. Михайлова вӗрентекен пире "Ӳс,
сӗклен эс, хӑватлан" мультимедиллӗ
презентаципе паллаштарчӗ. Ăна ҫак шкултах ӗҫлекен В. М. Михайлов
хатӗрленӗ, район историне, вӗрентӳ,
сывлӑха сыхлас, экономика, ял хуҫалӑхӗ, суту-илӳ, культура, ҫурт-йӗр тӑвас,
транспорт, спорт ыйтӑвӗоэне тарӑннӑн çутатнӑ.
Трак енӗн символики, Трак енӗн паллӑ ҫыннисем,
Нестер Янкас обществин лауреачӗсем
ҫинчен те пӗлмелли нумай пулчӗ.
Презентаци кӑтартнӑ вӑхӑтра Интернет урлӑ
тÿрремӗн Красноармейски районӗн
сайчӗпе те паллашрӑмӑр, кирлӗ информаци
тупса вуларӑмӑр. Ҫак интереслӗ те
усӑллӑ урок хыҫҫӑн вӗренекенсем килте Интернетпа район 75
ҫул тултарнине
халалланӑ инҫет олимпиадӑн ыйтӑвӗсене хуравлама
пултарчӗҫ. Ку олимпиадӑна та Виталий Михайлович
йӗркелесе пырать. Эпӗ те хаваспах
хутшӑнтӑм унта. Манпа пӗр
класра вӗренекен Мария Даниловăпа Кристина Лукина та хутшӑнчӗҫ.
Халӗ эпир хамӑр юратнӑ Трак
ен ҫинчен
нумай ҫӗннине пӗлтӗмӗр. Шкулта
Трак ене халалланӑ ӗҫсем татах
та пулаҫҫӗ.
Эпӗ сӑвӑ ҫыракансен конкурсне те, ҫемье гербне
ӳкерессипе ҫамрӑк геральдистсен конкурсне
те хутшӑнасшӑн.
Трак енӗм куллен ӳссе, хитреленсе
пьгтӑр, ҫыннисем ӗҫчен те ырӑ пулччӑр.
А. ЯКОВЛЕВА, 6 б класс,
Красноармейски иккӗмёш шкулӗ. |