Октябрĕн 8-мĕшĕнче А. Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче выльăхсене хĕллехи тапхăрта усрама куçарас ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ.
Трак енре юлашки çулсенче фермер хуçалăхĕсен йышĕ ÿсрĕ. Çавăнпа та асăннă мероприятине хресчен-фермер хуçалăхĕнче ирттерме йышăннă та.
Унта ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе тĕп зоотехникĕсем, ферма тата ветеринари участокĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Вĕсем малтанах Çавалçырма фермин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Кунти витесем чылай хушă пушă тăнă.
— 2006 çулта эпĕ тата В. Кураков ытти хăш-пĕр çынсем пекех килти хушма хуçалăха аталантарма тесе патшалăхран 50-шар пин тенкĕ кредит илтĕмĕр. Унпа МТЗ маркăллă трактор тата косилка туянтăмăр. Малтанах çынсенчен ытлашши сĕте пухса пурăнтăмăр. Ку фермăна çынсем тустарма пуçăннăччĕ те вĕсене хамăр ăна илесси çинчен пĕлтертĕмĕр. Каярахпа Вадим Германовичпа пĕрле хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелеме килĕшсе татăлтăмăр. Темиçе ĕне туянтăмăр, килтисене те çак фермăна илсе килтĕмĕр.
...
Малалла вула »