Эпĕ ялта — Çырмапуç Карайра çуралса ÿснĕ. Ман куç умĕнче, çур ĕмĕрте, ял шкулĕ нумай енлĕ улшăнса пычĕ. Эпĕ шутлатăп та, мана вĕрентекенĕн профессине "парнелекенсем” хамăр хушăрах, вĕсене аякра шырама кирлĕ мар.
Учитель çулталăкĕнче хама ача чухне вĕрентсе ăс панă ветеран-педагогсене аса илес кăмăлăм пысăк. Карай вăтам шкулĕнчи учительсем вĕсем, мана çын çине тухма пулăшнă маттурсем. Яланах ырăпа аса илетĕп вĕсене. Пуçламăш класра ăс-тăн парса аталантарнă Федосия Федоровнăпа Алексей Васильевич Сорокинсене, вырăс чĕлхипе вĕрентекен Ю. Ф. Васильева (унпа пĕрле мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнман пулĕ, çав шутра республика шайĕнчисене), шкул директорĕ пулнă П. В. Васильев военрук, историпе обществознанине вĕрентнĕ В. Е. Ефимов, нимĕç чĕлхипе пĕлÿ панă А. П. Прокопьева, класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ Е. М. Маркова, халĕ тĕп хулари пĕр шкулта директорта вăй хурать, Л. М. Павлова биологпа мăшăрĕ, директор пулнă В. А. Павлов, класс ертÿçисем — М. С. Семеновапа Р. Т. Желе
...
Малалла вула »