Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 2 » Ветерансен районти канашĕн ертÿçи — Георгий Ефимов
Ветерансен районти канашĕн ертÿçи — Георгий Ефимов
00:03
Сăн ÿкерчĕк
Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн VIII отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унта вырăнсенчен суйланă 71 делегатран ытларахăшĕ хутшăнчĕ. Конференци 4 сехете яхăн пыни хăех ветерансен чун-чĕрисенче калаçмалли самаях капланнине, ыйтусем нумай çуралнине çирĕплетет.
Пухăннисем умĕнче малтанах ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ В. Х. Гордеева отчет турĕ. Тÿрех çакна палăртса калар-ха. Валентина Харитоновна тав сăмахне чăннипех тивĕç: тÿлевсĕр ку лава пĕр улшăнмасăр тата ывăнмасăр 10 çул тапса туртрĕ, районти ялсенчи ватăсен ырă сăмахĕпе хисепне тивĕçрĕ. Хальхинче те ав ветерансен районти канашĕ хăйĕн ĕçне Уставпа тата ятарлă планпа килĕшÿллĕн пурнăçласа пынине, пухăнакан çивĕч ыйтусене пленумсемпе семинарсенче, ветерансен активĕн пухăвĕсенче пĕрле пăхса тухса сÿтсе явнине, должноçри яваплă çынсенчен тăтăшах отчет-информацисем итленине, районти ветерансем хушшинче опытлă та пуçаруллă, ватăлма пĕлмен хастар чун-чĕреллĕ çынсем нумаййине (вĕсенчен чылайăшне ят-хушаматранах асăнчĕ), района туса хунăранпа 75 çул çитнине уявлакан çулталăкра Трак ен тантăшĕсемпе тĕл пулу йĕркеленине тата чылай ытти мероприяти ирттернине уçăмлăн палăртрĕ, тĕллевсене те каларĕ.
Ун хыççăн мандат комиссийĕн доклачĕпе унăн председателĕ Л. Г. Григорьев паллаштарчĕ.
Отчета сÿтсе явма вара 17-ĕн хутшăнчĕç. Кашниех чунри ыратăва хускатма çине тăчĕ, паллах, лайăххи-ыррине палăртма та манмарĕ. Ветерансен районти канашĕн членĕ З. И. Григорьева (Красноармейскинчен), сăмахран, Шупуçĕнчи Р. Д. Репинпа Муркаш районĕнчи Ванюшкинсен хуçалăхĕсене кайса курни, районти тĕп библиотека çумĕнче ватăсем валли "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен” ятпа компьютер курсĕ 3-мĕш çул ĕçлени, ветерансене "Тимлĕх”, "Чечек çитĕнтерекен” (пуçаруçи В. С. Антонова) клубсем йыхравлани, канаш членĕсем пурнăç çулĕ вăрăм çынсен килĕсенче тăтăшах пулма çине тăни пирки каларĕ.
"Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Н. С. Семенов та хăйсен ырă ĕçĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Николай Семенович кунпа пĕрлех тава тивĕçлĕ ял ĕçченĕсемпе учительсене чысламаллине, историне манăçа кăларма юраманнине, ватăсене хисеплемеллине, ертÿçĕсен халăх умне час-часах тухмаллине, инçетри ялсене те çитмеллине, чăвашлăха упрамаллине, ял уявĕсене çу кунĕсенче мар, уй-хирти ĕç-пуç вĕçленнĕ хыççăн йĕркелемеллине, Красноармейскинче выльăх-чĕрлĕхпе, килте туса илекен ытти продукципе сутă тумалли ĕмĕрлĕх пасар кирлине, ман шутпа та, çав тери тĕрĕс каларĕ. Янкасри Н. Г. Ершов та "çынна пурăннă чухне чыслама пĕлмелле”, — терĕ. Красноармейскинчи З. А. Аркадьева сăмахĕсем те чуна йĕп евĕр пырса тирĕнеççĕ. "Первомайски урамĕнчи колонкăсенчен кăçалхи шăрăхра çăвĕпех шыв юхрĕ. Халь "Шонгол” урамĕнчи 3 колонкăран пĕри те йĕркеллĕ ĕçлемест. Çакна пурте кураççĕ вĕт”, — терĕ. Зоя Аркадьевна çавăн пекех акăнман уйсем ку тăрăхра та нумаййине, райцентрта автопавильонсем кирлине, суйлава хутшăнакансен кандидатсене халăхпа канашласа тăратмаллине палăртрĕ.
Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ И. И. Ильин та пуçлăхсен халăхпа тытакан çыхăнăва çухатма юраманнине асăнчĕ. Районти тĕп библиотека директорĕ С. А. Никитина вара хăйсем ватăсем валли йĕркелекен мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Воин-афганецсен районти канашĕн председателĕ А. И. Терентьев район администрацийĕнчен Афганистан çĕрĕ çинче пуç хунă ентешсене — В. Кацовпа В. Степанова сума суса Красноармейскинче палăк уçмашкăн пулăшу кÿме ыйтрĕ. ЧР "Красноармейски районĕн "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ” автономлă учрежденийĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Г. Л. Ефимов-Тусли те, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л. А. Киселев та пухăннисене паха сĕнÿ-канашсем пачĕç. Красноармейскинчи А. А. Афанасьев ветеран каллех район центрĕнчи обществăлла мунчапа тасатмалли сооруженисене ĕçлеттересси пирки ыйтусем çĕклерĕ. Анатолий Афанасьевича Яманакри культура учрежденийĕн шăпи те, лавккасенче кунĕн-çĕрĕн эрехпе сутă туни те шухăша ярать. П. С. Тимофеев (Красноармейскинчен) "ветерансен çамрăксем хушшинче ытларах пулмалла. Тата мĕншĕн-ха район центрĕнче çĕр налукĕ ытти çĕртинчен 20 хут пысăкрах?” — терĕ. Кушкăри Л. В. Васильева вара выльăх-чĕрлĕхе аш-какай комбинатне ăсатас умĕн кирлĕ справка патне районти ветстанцинех çитмелли калаçтарать. Яманакри З. М. Иванована ялти ГЭС шăпи, çĕнĕ урамра электричество çукки, çул çине сарнă асфальт виçĕ кунранах арканма пуçăнни хумхантарать. "Ялсенчи кивĕ кĕлет-йĕтемсене ĕçкĕçсем вăрласа пĕтериччен пăсмалла, спирт сутакансене чармалла” текен те тупăнчĕ. В. С. Антонова (Красноармейскинчен) Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсенче ватăсене те тĕл пулăва халăх пултарулăхĕн районти çуртне йыхравламаллине каларĕ. Крентейкассисене çывăхри карьертан хăйăр турттарни ("камсем тата ăçта илсе каяççĕ?”) пăшăрхану çуратать. М. П. Прохоров (Красноармейскинчен) "çак евĕр мероприятине çулленех йĕркелесе ирттермелле, районти краеведени музейне ĕçлеттерме пуçăнмалла”, — терĕ.
Конференцине район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров та хутшăнчĕ. Владимир Валерьянович хисеплĕ ватăсен кашни сăмахне тимлĕн итлерĕ, ыйтăвĕсене çырса пычĕ, унтан вĕсене туллин хуравлама çине тăчĕ. "Эсир çĕкленĕ пĕр ыйту та аякра тăрса юлмĕ”, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Вăл ветерансен районти канашне район бюджетĕнчен кăштах укçа-тенкĕ уйăрса пулăшма та шантарчĕ, хăй ĕç пÿлĕмĕнче граждансене кашни тунти кунах 14 сехетрен тытăнса 18 сехетчен харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннине, инçетри ялсенче пурăнакансем вара вĕсене телефонпа шăнкăравласа та пама пултарнине пĕлтерчĕ.
Конференци сÿтсе явнă ыйтупа анлă йышăну турĕ.
Конференцине хутшăннисем юлашки çулсенче пурнăçран уйрăлса кайнă ветерансене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Унтан делегатсем 35 çынран ветерансен районти канашне, 11 çынран вара унăн президиумне суйларĕç. Конференци кунпа пĕрлех ветерансен районти канашĕн çĕнĕ председателĕ пулма Георгий Леонидович ЕФИМОВ-ТУСЛИНЕ шанчĕ (3—4-ăн çеç хирĕç пулчĕç), ăна тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Л. А. Киселева ĕçпе вăрçă ветеранĕсен республикăри 6-мĕш отчетпа суйлав конференцине хутшăнма делегата суйларĕ.
Миçе çын пăхнă: 562 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024