Яманакри сĕт-çу фермин коллективĕ кăçал кашни ĕнерен вăтамран 5000 килограмм сĕт суса илессишĕн кĕрешĕве тухнă. Иртнĕ виçĕ кварталта ку кăтартăва 4291 килограма çитерме пултарнă.
"Красное Сормово" пĕрлешÿ сĕт пахалăхĕ енĕпе республикăра Тăвай районĕнчи "Акконд" пĕрлешÿ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. "Шурă ылтăн" кунтан патшалăха чи лайăх (высший) сортпа ăсанать. Сĕтри белок хисепĕ 3,23—3,20 (ку республикăра чи пысăк кăтарту), çу хисепĕ 3,4-пе танлашать. Яманаксем çак кунсенче ĕне пуçне пĕр пăт ытла сĕт сăваççĕ. Ку вĕсене тулăх тăрантарнипе çыхăннă паллах. Рацион тăрăх кашнин пуçне сенаж 20, фураж 6, салат пăтти 5, чĕрĕ вĕтĕ çĕр улми 5, утăпа улăм 2—3-шер килограмм тивет.
Ферма заведующийĕ Е. Алексеева каланă тăрăх витесене хĕле лайăх хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ çителĕклех. Ĕç условийĕсем аван. Ĕç укçи вăхăтра тÿлеççĕ тата унăн хисепĕ те пĕчĕк мар, вăтамран 10 пин тенкĕ ытла.
— Канма та лайăх условисем туса панă. Выльăх пăхакансен пÿлĕмне çĕнĕ сĕтел-пуканпа ти
...
Малалла вула »