Яманакри сĕт-çу фермин коллективĕ кăçал кашни ĕнерен вăтамран 5000 килограмм сĕт суса илессишĕн кĕрешĕве тухнă. Иртнĕ виçĕ кварталта ку кăтартăва 4291 килограма çитерме пултарнă. "Красное Сормово" пĕрлешÿ сĕт пахалăхĕ енĕпе республикăра Тăвай районĕнчи "Акконд" пĕрлешÿ хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнать. "Шурă ылтăн" кунтан патшалăха чи лайăх (высший) сортпа ăсанать. Сĕтри белок хисепĕ 3,23—3,20 (ку республикăра чи пысăк кăтарту), çу хисепĕ 3,4-пе танлашать. Яманаксем çак кунсенче ĕне пуçне пĕр пăт ытла сĕт сăваççĕ. Ку вĕсене тулăх тăрантарнипе çыхăннă паллах. Рацион тăрăх кашнин пуçне сенаж 20, фураж 6, салат пăтти 5, чĕрĕ вĕтĕ çĕр улми 5, утăпа улăм 2—3-шер килограмм тивет. Ферма заведующийĕ Е. Алексеева каланă тăрăх витесене хĕле лайăх хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ çителĕклех. Ĕç условийĕсем аван. Ĕç укçи вăхăтра тÿлеççĕ тата унăн хисепĕ те пĕчĕк мар, вăтамран 10 пин тенкĕ ытла. — Канма та лайăх условисем туса панă. Выльăх пăхакансен пÿлĕмне çĕнĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Чей вĕретсе ĕçме пулать. Кунта зооветсехетсем иртеççĕ, хамăр пĕлĕве ÿстеретпĕр. Ĕç кăтартăвĕсене унсăрăн пысăклатса пыма май çук-çке. Пирĕн пурнăç лайăх, пĕрлешÿ ертÿçисем тăрăшаççĕ. Хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм те тума пуçланă авă, — терĕ Светлана Данилова доярка. Ĕне сăвакансем кунта 6-ăн. Вĕсем икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра ăмăртура Светлана Даниловапа Алиса Маркова тата Ева Иванова малта пыраççĕ. Кăçал кунта вите çумĕнче хăйне май парк йĕркеленĕ. 13 улмуççи, 3 груша, чиепе слива йывăççисем, хурлăханпа крыжовник тĕмисем лартнă. Беседка валли те вырăн хăварнă тата ытти те. Кĕтĕве çĕнетсех пыраççĕ фермăра. Акă кăçал аш-какая ăсатнă 30 ĕне вырăнне кĕтĕве 30 пушмак пăру кĕртнĕ. Фермăри паниçкесен вăтам ÿсĕмĕ 4—5 çулпа танлашать. Ф. Васильева техник-осеменатор пĕлтернĕ тăрăх октябрьте 18 пăру илнĕ, ноябрьте 33 ĕне пăруламалла. Çапла Яманакри сĕт-çу фермин коллективĕ шав малалла ÿсĕм патне утăмлать. Унăн тĕллевĕ — юбилейсен çулталăкĕнче ĕне пуçне 5000 килограмм сĕт суса илесси.
В.Егоров |