Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 2
Хăнасем: 2
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Юпа » 29 » Малти технологисем — пурнăç ыйтăвĕ
Малти технологисем — пурнăç ыйтăвĕ
20:40
Сăн ÿкерчĕк
Виççĕмĕш çул аграрисем районăн ял хуçалăхне аталантарас, ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр таварĕн тата апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелес тĕлĕшпе 2008—2012 çул валли палăртнă тĕллевлĕ программине (ăна Трак енри депутатсен Пухăвĕ 2008 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче çирĕплетнĕ) пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлесе пыраççĕ. 
Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсемпе ял хуçалăх продукцийĕ туса илессин индексĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртин 75 проценчĕпе танлашать. Туса кăларнă ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 132 миллион та 644 пин тенкĕ шутланать.
Иртнĕ тапхăрта ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшма 39968 пин тенкĕ субсиди илнĕ, çав шутра 15977 пин тенкине республика бюджетĕнчен. Сезонлă ĕçсене пурнăçлама 14900 пин тенкĕ кĕске вăхăтлăх кредит илнĕ.
Кăçал çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченне савăнтармарĕç. Анчах та пĕтĕмпех отрасльти ресурссене явăçтарса ĕçе йĕркелеме пĕлнинчен пĕтĕм ăнăçлăх килнĕ.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх кĕр тыррисемпе çуртрисен лаптăкĕ (пĕтнĕ калчана кăларса), 4508 гектар (пĕлтĕрхин 39,7 %) пулнă.
Типĕ те шăрăх çанталăк ял хуçалăх ĕçĕнче питĕ йывăр лару-тăру туса хучĕ. Ял хуçалăх культурисем 7021,1 гектар çинче пĕтрĕç. Çав шутра тĕш тырă 5546, çĕр улми 861, пахча çимĕç 9,6 га. Пĕтнĕ ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсене тепĕр хут тĕрĕслесе тухса пĕтĕмлетнĕ. Çав материалсене Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствине çитернĕ. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикинчи Финанс министерствисем пирĕн районти ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан 28 организацине 12,8 млн тенкĕлĕх финанс пулăшăвĕ кÿнĕ.
Юлнă ял хуçалăх культурисен лаптăкĕнчен тухăç питĕ сахал пухса кĕртнĕ, мĕншĕн тесен гектарсен тухăçĕ пĕчĕк пулнă. Районти мĕн пур категорири хуçалăхсенче пĕтĕмпе те 5000 тонна е пĕлтĕрхин 33% чухлĕ тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç 12 центнерпа танлашнă.
Çакна палăртса хăвармалла: пĕр пек условисенчех хальхи вăхăтри инновацилле технологисемпе усă куракансен, çĕр ĕçне биологизацилекенсен, пысăк тухăçлă техника туянакансен тата агротехникăна пăхăнса ĕçлекенсен тĕш тырă тухăçĕ районăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Кунта шухăшламалли çук мар, ырă опытпа ытти хуçалăхсенче те усă курмалла.
Мĕн пур категорири хуçалăхсенче кăçал 7000 тонна е пĕлтĕрхин 43,6 % чухлĕ çĕр улми пуçтарса илнĕ. Гектарти вăтам тухăç 130 центнерпа е иртнĕ çулхин 65 % танлашнă. Çĕр улмин пĕр гектарĕ ăна туса илекене тĕш тырăран вунă хут ытларах тупăш парать. Апла пулсан пирĕн условисенче унăн лаптăкне ÿстерме тăрăшмалла.
Кăçал районĕпе 2981 тонна пахча çимĕç туса илнĕ, унăн гектарти вăтам тухăçĕ 179 центнер пулнă.
Уйрăм хуçалăхсенче çитĕнÿ çук мар, анчах та отрасльте татса паман ыйтусем те пур: вăл хăй хăвачĕпе туллин усă кураймасть, туса илекен продукци калăпăшне ÿстермелле, конкуренци тума пултаракан тата экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе регионсем хушшинчи рынока тухма тăрăшмалла.
Кăçал кĕр тыррисем 4569 га акнă (пĕлтĕрхин 101,5%). Унччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 475 га çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Çав шутра "Волитра" 130, Е. Степанова ХФХра 95, В. Тимофеев ХФХра 69 гектар. Çĕртме сухи 7205 га тунă.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче "АПКана аталантарасси" приоритетлă наци проекчĕн "Выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарасси" çул-йĕрне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе малалла ĕçленĕ. Икĕ çул хушшинче пирĕн аш-какай тата сĕт туса илессине 5-шер, кăçал вара вĕсене 2,5-шер процент ÿстермелле.
Хальхи вăхăтра районти мĕн пур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра 9455 выльăх е пĕлтĕрхин 98,2 проценчĕ, çав шутра 4624 ĕне (99,9 %), 13356 сысна (125,2 %), 10367 качакапа сурăх (95,8 %), 20,5 пин кайăк-кĕшĕк (94,8 %), 105 лаша (70,5 %) шутланса тăраççĕ.
Чăвашстатăн кăтартăвĕсемпе кăçалхи 9 уйăхра мĕн пур категорири хуçалăхсенче1911,4 тонна аш-какай, пĕлтĕрхин 93,1 %, сĕт 15034,3 тонна (97,5 %), 1622 çăмарта (84,8 %) туса илнĕ. "Волит" пĕрлешÿ сĕт туса илессине пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 70 %, "Янмурзино" 60, "Красное Сормово" 25, А. Степанов ХФХ 15,4 % ÿстернĕ пулсан, "Досаево" 7, "Гигант" 15, "Прогресс" 23 % чакарнă.
Аш-какай туса илессине "Красное Сормово" пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 57, "Волит" 48, "Таябинка" 18 % ÿстернĕ, "Прогресс" 72, "Досаево" 50, "Караево" 37 процент чакарнă.
Ĕне сăвакансен ăмăртăвĕнче "Красное Сормово" пĕрлешÿри Алиса Марковапа Светлана Данилова, иртнĕ тапхăрта кашни ĕнерен вăтамран 4395 кг сĕт суса илсе, малта пыраççĕ.
"Волит" пĕрлешÿри Николай Осипов мăйракаллă шултра çамрăк выльăхсене талăксерен вăтамран 1009 шар, "Красное Сормовори" Зоя Тимофеева вара сыснасене 715-шер грамм ÿт хуштарса пынă. Çура илес çĕрте "Таябинка" пĕрлешÿри Зоя Антоновапа Светлана Чернова ырăпа палăраççĕ. Вĕсем кашни амаран вăтамран 19,5 çура илнĕ.
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессине лайăхлатма инвестицисене явăçтармалла, ку отраслĕн пурлăхпа техника никĕсне çĕнетмелле, селекци çитĕнĕвĕсене пурнăçа кĕртмелле, кĕтĕве лайăхлатмалла. Ăратлăха лайăхлатас тĕллевпе А. Степанов хресчен-фермер хуçалăхĕ кăçал 10 пушмак пăру туянчĕ. Отрасле хăвăрттăн аталантарас тесен ăратлă выльăхсем ытларах илмелле.
Оперативлă кăтартусем тăрăх районти ял хуçалăх организацийĕсем кăçал 1742 тонна утă, е вăл планпа пăхнин 63 % пулать, сенаж 3922 (89 %), силос 2324 тонна (76 %), е кашни условнăй выльăх пуçне 18,0 центнер апат единици хатĕрленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 3,9 центнер чухлĕ пĕчĕкрех. "Волитра" кашни условнăй выльăх пуçне 29,3, "Красное Сормовора" 23,1 центнер апат янтăласа хунă. Чи пĕчĕк кăтарту вара "Прогресс" пĕрлешÿре — 12,5 центнер апат единици.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес енĕпе "Красное Сормово" пĕрлешÿ механизаторĕ Юрий Иванов (2500 т янтăланă), Александр Ришко ("Нива", 1195 т), Олег Иванов ("Караево", 1100 т) лайăх ĕçленĕ.
Районти хуçалăхсенче выльăхсене хĕллехи условисенче пăхма куçарнă.
Хальхи вăхăтри техникăпа тата ресурссене перекетлекен технологисемпе усă курсан çеç паян ĕçре пысăк кăтартусем тума, рентабельлĕх паракан конкурентлă продукци туса илме пулать.
Ял хуçалăхĕнче пурлăхпа техника никĕсне çĕнетес çĕрти кăткăслăхсем пурне те паллă, анчах та ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакансем çĕр-шыври кризислă лару-тăрăва пăхмасăр хăйсен машинăпа трактор паркне çĕнетмелли мĕн пур механизмсемпе усă курма тăрăшрĕç: нумай вăхăтлăх кредитсемпе тата харпăр хăй укçи-тенкипе техника туянчĕç. Кăçал пĕтĕмпе 29 техника 21 млн та 38 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,4 хут нумайрах) илнĕ.
Çĕнĕ ăрури техника (тĕнче шайлĕ "Клаас" тракторсем, çĕр ĕçлемелли тата акмалли "Амазоне", "Ленкен", "Викинг" тата ытти агрегатсем туянни "Таябинкăпа" "Красное Сормово" пĕрлешÿсене энергипе ресурссене перекетлекен режимлă, тÿрĕ тăкаксене 1,5 хут, хаклă топливо çунтарассине 35 процент чакаракан çĕнĕ технологисемпе усă курма май пачĕç.
Районта ресурссене перекетлемелли ырă опыт пур. "Таябинкăра" (1881 га), "Красное Сормовора" (1596 га), районĕпе вара кăçал ресурссене перекетлекен технологипе 5600 га (акса тăвакан пĕтĕм лаптăкăн 55 %) тĕш тырă акса тунă. Анчах та ку çителĕксĕр. Килес çул ку технологипе акса тăвакан лаптăка 1,5—2 хут ÿстермелле.
Кăçалхи вырмара "Таябинка" пĕрлешÿри Олег Васильев комбайнер КЗС-1218 "Полесье" комбайнпа 7085 центнер тĕш тырă вырса çапрĕ. Унăн ĕçри юлташĕн Федор Яковлевăн кăтартăвĕ 5018, Юрий Платоновăн ("Нива") 4993 ц.
Уй-хир ăсти чемпион ята тулли мар яваплă "Таябинка” пĕрлешÿн тĕп агрономĕ С. Л. Молотков тивĕçрĕ.
"АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектĕнче ял хуçалăх организацийĕсемпе ялти сахал тавар туса илекен сектора тата социаллă сферăна комплекслă пулăшассине те пăхнă. Акă "Агропромышленность комплексĕнчи пĕчĕк формăллă хуçалăхсем тытса пырассине аталантарассине хавхалантарасси” çул-йĕр паян яллă вырăнти халăха ĕç тупса тупăша ÿстерме, çемье бюджетне пуянлатса лайăхрах пурăнма май туса парать. "АПК аталанăвĕ” Программăпа пĕчĕк формăллă хуçалăхсене тытса пырассине пурнăçа кĕртме тытăннăранпа пирĕн районти 1376 çемье 179,1 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ. Кăçал вара 21 млн ытла тенкĕлĕх. Перекет банкĕпе Ял хуçалăх банкĕ тĕп операторсем пулса тăраççĕ.
Кăçал, юбилейсен çулталăкĕнче, Красноармейски ял тăрăхĕпе 42, Упи (28), Еншик Чуллă (23) кредит илнĕ. Килти хушма хуçалăх тытса тăракан граждансене, ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсене, фермер хуçалăхĕсене кредитсемпе усă курнăшăн процентсем тÿлесе тунă тăкаксене саплаштарма 4602 пин тенкĕ субсиди панă, çав шутра федераллă бюджетран 4,3 млн, республика бюджетĕнчен 3092 пин тенкĕ.
Пĕчĕк таварлă сектора кредит панин пĕрремĕш кăтартăвĕсене пĕр тĕслĕхпе пĕлтерес тетĕп: Валерий Ефимович Алексеев (Чатукасси ял тăрăхĕ) кăçал 22 тонна сĕт, 920 кг какай сутнă. Кун пек ĕçчен çемьесем районта вуншар. Пирĕн тĕллев вĕсен ĕçне май пур таран механизацилеме пулăшасси тата продуктсене урăх енсĕр (посредник) сутма условисем туса парасси.
Приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес çĕрти тĕп çул-йĕрсенчен пĕри вăл — кадрсем енĕпе пулăшасси. Унăн тĕллевĕ агробизнеса тытса пырас çĕрти хальхи задачăсемпе килĕшÿллĕн профессипе квалификаци тата ĕç çыхăнăвĕсене йĕркелеме пултаракан кадрсемпе тивĕçтересси пулса тăрать. Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх организацийĕсен пĕр ертÿçипе 4 специалисчĕ производствăран уйрăлмасăр "Чăваш ял хуçалăх академийĕнче” тата Вăрнарти совхоз-техникумра, АПКана ертсе пыракан кадрсен квалификацине ÿстермелли курсра 2 ертÿçĕ вĕренеççĕ.
"АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ шучĕпе "Ялти çамрăк специалистсене (е вĕсен çемйисене) юрăхлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çул-йĕрпе çурт-йĕр лартма (туянма) федераллă бюджетран субсиди, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ шучĕпе, ĕçпе тивĕçтерекенĕн укçи-тенкипе пулăшу парассине пăхса хăварнă.
"Ялăн социаллă пурнăçне аталантарасси” программăн мероприятийĕсене ĕçе кĕртме юлашки 3 çул хушшинче çурт-йĕр лартма (туянма) яллă вырăнсенче 7 çемье 3,45 млн тенкĕлĕх каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ, çав шутра федераци бюджетĕнчен 1,9 млн, ЧР республика бюджетĕнчен 437,7 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 1,1 млн тенкĕ. Çав шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене 3 свидетельство 1,7 млн тенкĕлĕх, вĕсенчен федераллă бюджетран 728,7 пин тенкĕ, ЧР республика бюджетĕнчен 242,9 пин, вырăнти бюджетран 728,7 пин тенкĕ уйăрса панă.
Кусем пирĕн дояркăсемпе механизаторсем, водительсемпе уй-хир ĕçченĕсем, токарьсемпе специалистсем, ертÿçĕсем тата бюджет сферин ĕçченĕсем.
Квалификациллĕ кадрсем ялтан тарнин тĕп сăлтавĕ районти ял хуçалăх организацийĕсенче ĕç укçи пĕчĕк пулнинче.
Чăвашстатăн кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи вăтам ĕç укçи 10 процент ÿснĕ (5869 тенкĕ). Кунпа пĕрлех унăн шайĕ экономикăн ытти мĕн пур отрасльсен 38,3 проценчĕпе çеç танлашать. "Красное Сормово” пĕрлешÿре уйăхри вăтам ĕç укçи 7220, "Бахчара” 6981 тенкĕ пулнă пулсан, "Гигантра” вăл 4430 тенкĕпе çеç танлашать.
Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансен ĕç укçин шайне Президент тата ЧР правительстви тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ пулин те ĕç укçине ĕç тухăçлăхне ÿстернипе çеç хăпартма пулать. Çак задачăна пурнăçлас тĕлĕшпе кашни организаци ертÿçин творчествăлла ĕçлемелле, ку енĕпе тĕрлĕ çулсем шырамалла, вĕсем вара çук мар.

В.Платонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕпе ĕçлекен çумĕ, ял хуçалăх, экономика тата обществалла инфратытăм управленийĕн начальнике



Миçе çын пăхнă: 645 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсем | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024