Кашни вĕренÿ çулĕ пирĕн педагогика коллективĕсем валли мĕн те пулин çĕннине илсе килет. 2011—2012 вĕренÿ çулĕ "Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ çинчен калакан” çĕнĕ саккунăн проектне сÿтсе явнипе пуçланчĕ.
Мĕнпе кĕтсе илет-ха хăйсен уявне районти педагогсен йышлă коллективĕ? Паянхи кун Трак енри 2441 çамрăк çын вĕрентÿпе воспитани илет (вĕсенчен 607 пепке — 56,2 процент — ясли-садсене çÿрет). Вĕрентÿ учрежденийĕсенче 330 педагогпа ертÿçĕ (ясли-садсенче 67 педагог) вăй хураççĕ. 2011 çулта, малтанхи çулхипе танлаштарсан, бюджетра вĕрентÿ валли уйăракан укçа-тенкĕ хисепĕ 4730 пин тенкĕ ÿснĕ. Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проекта хутшăнса çак тытăм республикăпа федераци бюджечĕсенчен пысăк пулăшу илчĕ. Çак тапхăрта пирĕн учрежденисен технологи никĕсĕ тÿрремĕнех çирĕпленчĕ: вĕсене пĕтĕмпех информатизациленĕ, транспорт хатĕрĕсем уйăрнă, вĕренÿ тата медицина кабинечĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, котельнăйсене çут çанталăк газĕ çине куçарнă. Шкулсенче кабинетс
...
Малалла вула »