Октябрĕн 24-мĕшĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ тăххăрмĕш ларăвĕ иртрĕ.
Унта район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем кун йĕркине 10 ыйту кĕртрĕç:
1. Районăн кăçалхи 9 уйăхри бюджетне пурнăçлани çинчен информаци.
2. Район депутачĕсен Пухăвĕн "Красноармейски районĕн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен” йышăнăвне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.
3. Районăн тĕп хатĕрĕсене тата пурлăх запасĕсене муниципаллă пурлăхран федераци пурлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен.
4. Районăн пурлăхне муниципаллă пурлăхран ял тăрăхĕсен харпăрлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен.
5. Районăн пурлăхне муниципаллă харпăрлăхран ЧР патшалăх харпăрлăхне тÿлевсĕр парасси çинчен.
6. Район депутачĕсен Пухăвĕн кăçалхи сен
...
Малалла вула »