Красноармейски ялĕнчи Иоанн Креститель çуралнă ятпа ĕçлекен православи чиркĕвĕ йывăç çуртра вырнаçнă.
Çавăнпах тĕн çыннисемпе чиркĕве çÿрекенсем чиркÿн çĕнĕ çуртне тăвасси пирки тĕрлĕ шайра темиçе хутчен те ыйту çĕкленĕ. Район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн кăçалхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче те хускалчĕ вăл. Депутатсем те çĕнĕ чиркÿ кирлине ырларĕç.
Район ертÿçисем, тĕн çыннисемпе канашласа, çакна валли район центрĕнчи "Çĕнтерĕве — 30 çул” урамра ("Красноармейская” МСО территорийĕнче) çĕр участокĕ те уйăрса параççĕ.
Паллах, чиркÿн çĕнĕ çуртне тума проект кирлĕ. Вăл йÿнех ларас çук. Çавăнпах хатĕр проектпа усă курни вырăнлăрах та пуль. Красноармейскинчи "Трак керамики” завода тăвакан хупă йышши "ТУС” акционер пĕрле-шĕвĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Н. Ф. Угаслов ку тĕлĕшпе шăпах ырă сĕнÿ панă, хатĕр проект пуррине каланă. Вăл çине тăнипе тата пулăшнипе тăван ялĕнче — Тутар Республикинчи Çĕрпел районĕнчи Хула Çы
...
Малалла вула »