Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 20
Сăн ÿкерчĕк
Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи 89-мĕш çуртра (финн поселокĕн микрорайонĕнче) обществăлла апатланăвăн çĕнĕ предприятийĕ — "Трак ен” кафе уçăлчĕ. 
Çав ятпа кунта иртнĕ савăнăçлă мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, ытти хăнасем, "Уяв” фольклор ансамблĕ хутшăнчĕç. 
"Ăнăçлă ĕçлемелле пултăр сирĕн”, — терĕ Владимир Валерьянович хĕрлĕ хăйăва каснă май. 
Кафе директорĕ Л. М. Петрова ăна, ытти хăнасене ăшшăн тав турĕ, "Трак ен” алăкĕ пурин валли те уçă пулнине палăртрĕ. 
КĔске справка. Людмила Михайловна Петрова — хамăр ентеш, Васнар ялĕнчен. Обществăлла апатлану тытăмĕнче нумай çул вăй хурать. 2001 çулта ăна "Раççей Федерацийĕн мастер-поварĕ” ят панă. 
Сăмах май, кафере 2 зал: пĕри 80 çын вырнаçмалăх, тепри (банкетсем ирттермелли пĕчĕк зал) — 12 çын валли. Вĕсенче таса та çутă, хăнасене тарават йышăнма мĕн пур условисем тивĕçеççĕ. Пысăк зал стени çине хальхи йышши телевизор вырнаç ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 678 | Хăçан хушнă: 20.10.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ юн кун районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан ушкăн килчĕ, чылай ĕç коллективĕсенче пулса халăхпа тĕл пулчĕ, ял ĕçченĕсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. 
Пирĕн информаци ушкăнĕ Алманч ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Голубев, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е. Казакова тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç. Алманч ял администрацине çитсен пире унăн пуçлăхĕ В. Долгов вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра кунта ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе иртекен ик уйăхлăха хутшăнса уйрăм ĕç туса ирттернĕ. Кĕр кунне — йывăç-тĕм лартмалли паха вăхăт. Кунта вырăнти вăтам шкулта вĕренекенсен вăйĕпе Алманч — Вăрманкас автоçул хĕррипе, Шупуç — Шупашкар — Канаш чукун çулĕн 74 километрне çити çул хĕррипе 6,5 пин чăрăш, экологи бригади 400 хурăнпа 200 çăка, культура ĕçченĕсем 200 хурăн лартса хăварнă. 
Елизавета Васильевнапа Миха ... Малалла вула »
Миçе хут пăхнă: 503 | Хăçан хушнă: 20.10.2011 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024