Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2011 » Юпа » 20 » Канăç паман ыйтусем тавра - пĕрлĕх информаци кунĕнче
Канăç паман ыйтусем тавра - пĕрлĕх информаци кунĕнче
22:39
Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ юн кун районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта ЧР юстици министрĕ Н. В. Прокопьева ертсе пыракан ушкăн килчĕ, чылай ĕç коллективĕсенче пулса халăхпа тĕл пулчĕ, ял ĕçченĕсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ. 
Пирĕн информаци ушкăнĕ Алманч ял тăрăхĕнче пулчĕ. Унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Голубев, Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Е. Казакова тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç. Алманч ял администрацине çитсен пире унăн пуçлăхĕ В. Долгов вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра кунта ялсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе иртекен ик уйăхлăха хутшăнса уйрăм ĕç туса ирттернĕ. Кĕр кунне — йывăç-тĕм лартмалли паха вăхăт. Кунта вырăнти вăтам шкулта вĕренекенсен вăйĕпе Алманч — Вăрманкас автоçул хĕррипе, Шупуç — Шупашкар — Канаш чукун çулĕн 74 километрне çити çул хĕррипе 6,5 пин чăрăш, экологи бригади 400 хурăнпа 200 çăка, культура ĕçченĕсем 200 хурăн лартса хăварнă. 
Елизавета Васильевнапа Михаил Дмитриевича хăйсем вĕрентÿ тытăмĕнче вăй хунă май чи малтан Алманч вăтам шкулĕнчи лару-тăру, кунти ĕç-хĕл интереслентерчĕ. Пире шкул ертÿçи О. Дмитриев кĕтсе илчĕ. Шупашкар хăни шкулпа паллашрĕ, кабинетсене кĕрсе курчĕ. Каярах вĕрентÿ учрежденийĕнче вырнаçнă вулавăшра ĕçлĕ калаçу иртрĕ. Унта 19 çын хутшăнчĕ. Е. Казакова информаци кунĕн темипе тухса калаçнă май, педагогсене тахçанах хумхантаракан ĕç укçи ыйтăвĕ пирки чарăнса тăчĕ. 
"Асăннă ыйтупа вĕрентекенсем пирĕн министерствона пыраççĕ, шăнкăравлаççĕ. Хальхи Чăваш Ен историйĕнче пирвайхи хут учителĕн ĕç укçийĕ кăçалхи 1 кварталти республикăри экономикăри вăтам ĕç укçи шайĕнчен пысăкланать, 13900 тенкĕне яхăн пулать. — терĕ Е. Казакова. — Кăçал педагогсен шалăвĕ вăтамран 30 процент ÿсет. Акă Трак енри вĕрентекенсен вăл пĕрремĕш кварталта 9958 тенкĕ пулнă пулсан, сентябрьте 12588 тенкĕпе танлашнă. Ĕç укçи базăлла тата хавхалантару пайĕнчен тăрать. Çавна май эпир педагог хăй çине епле тиев (нагрузка) илнине чи малти вырăна хуратпăр, аттестацие те çĕнĕ мелпе ирттеретпĕр — учителĕн професси шайне вăл ирттерекен уроксенче хак парĕç”. 
Учительсем ЧР Президенчĕн М. Игнатьевăн "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен” Указĕ, Раççей Федерацийĕн "Вĕ-рентÿ çинчен” саккунĕн проекчĕ çинчен те тĕплĕнрех пĕлесшĕн. Вĕсем Е. Казаковаран тулли хурав илчĕç. 
М. Голубев вара хăйĕн сăмахĕнче районти шкулсенче çамрăк специалистсем сахалли (районти виçĕ шкулта кăна 6 çамрăк çемье тăрăшать), ĕç укçине ÿстермелли мелсем (чи малтан ăшă, шыв, газ счетчикĕсене вырнаçтарни), пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме тĕрлĕ тупăшусене хутшăнни (Упи вăтам шкулĕ район, республика шайĕнчи тирпей-илем конкурсне хутшăнса 30 пин тăракан мотоблок çĕнсе илнĕ), пушар хăрушсăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. 
Шупуçĕнчи ялти библиотекăра та пулчĕ пирĕн ушкăн. Унта вулавăшпа культура ĕçченĕсем, ватăсен ушкăнĕ хутшăнчĕ. Вĕем те хăйсен умĕнче тухса калаçакансене тимлĕн итлерĕç. Юлашкинчен Н. Тимофеева "Юбилей медалĕсене камсене пани тата вĕсем мĕнле çă-мăллăхсем пани” пирки ыйтса пĕлчĕ. 
Нимĕчкасси ялĕнчи çынсене пухăнса калаçма вырăн çукран тĕл пулу райпо магазинĕ умĕнчи лаптăкра иртрĕ. Çак ыйту Н. Иванова тахçанах хумхантарать. "Хăçан пулĕ пирĕн ялта халăха пухăнса калаçмалли çурт. Ку евĕр мероприятисене хĕлле ăçта йĕркелĕпĕр?”— терĕ вăл. И. Тимофеева 1925 çулта çуралнă, 53 çул унăн ĕç стажĕ. Вăл — ĕç тата тыл ветеранĕ, юхăнса кайнă çуртра пурăнать. "Икĕ çул ĕнтĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма документсем хатĕрлени, тĕрлĕ инстанцисенче пултăм, ман ыйтăва кам татса парĕ?” — хăйĕн пăшăрханăвне пытармасть ватă. Ялти фельдшерпа акушер пункчĕн ертÿçине А. Александрована ФАПăн малашлăхĕ, яла ĕçмелли шывпа тивĕçтересси, Г. Васильевана магазин çывăхĕнче çÿп-çап тăкма контейнер лартса паманран сăра кĕленчисене, ытти савăт-сапана вĕсен пахчине пăрахни, Е. Макарована хăй вăхăтĕнче магазин патĕнчи 200 метр ытла çула асфальтпа витменрен халĕ хăйăрĕ çурхи шывпа юхса кайни, вак чул вара пылчăкпа витĕнни, И. Тимофеевана ертÿçĕсем ялти ватăсене Тивĕçлĕ канурисен уявĕ ячĕпе саламлама май тупайманни канăç памаççĕ. В. Долгов ку ыйтусене татса парас тĕлĕшпе тепĕр хут тĕл пулма килĕшрĕ. Кунти тĕл пулăва район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ О. Дмитриев та хутшăнчĕ.

Ю.Борисов
Миçе çын пăхнă: 501 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024