Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнчи Ленин урамĕнчи 89-мĕш çуртра (финн поселокĕн микрорайонĕнче) обществăлла апатланăвăн çĕнĕ предприятийĕ — "Трак ен” кафе уçăлчĕ. Çав ятпа кунта иртнĕ савăнăçлă мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ В. В. Александров, ытти хăнасем, "Уяв” фольклор ансамблĕ хутшăнчĕç. "Ăнăçлă ĕçлемелле пултăр сирĕн”, — терĕ Владимир Валерьянович хĕрлĕ хăйăва каснă май. Кафе директорĕ Л. М. Петрова ăна, ытти хăнасене ăшшăн тав турĕ, "Трак ен” алăкĕ пурин валли те уçă пулнине палăртрĕ. КĔске справка. Людмила Михайловна Петрова — хамăр ентеш, Васнар ялĕнчен. Обществăлла апатлану тытăмĕнче нумай çул вăй хурать. 2001 çулта ăна "Раççей Федерацийĕн мастер-поварĕ” ят панă. Сăмах май, кафере 2 зал: пĕри 80 çын вырнаçмалăх, тепри (банкетсем ирттермелли пĕчĕк зал) — 12 çын валли. Вĕсенче таса та çутă, хăнасене тарават йышăнма мĕн пур условисем тивĕçеççĕ. Пысăк зал стени çине хальхи йышши телевизор вырнаçтарнă: спорт тата вăйă, ытти передачăсем пăхма меллĕ. Кĕçех тата тепĕр зал уçма палăртаççĕ. 1—2-мĕш блюдăсен ассортименчĕ пысăк, хакĕсем те пурне те тивĕçтермелле. Кунта юбилей, корпоратив каçĕсем, банкетсем ирттерме те, кукăль-икерчĕ пĕçерме те заявкăсем йышăнаççĕ. Кафе ĕçченĕсем (сăмах май, кунта 9-ăн вăй хураççĕ) тутлă апат-çимĕçпе вырăна тухса та тивĕçтерме хатĕр. Заявкăсене 2-22-07 телефонпа та йышăнаççĕ. "Трак ен” кафе 10 сехетрен тытăнса 23 сехетчен канмалли кунсемсĕр ĕçлет. Сире кунта яланах хапăл туса кĕтсе илĕç, тутлă апат-çимĕçпе хăналĕç.
В.Данилов |