Мускавран савăнăçлă хыпар çитрĕ: Пĕтĕм тĕнчери "Симĕс планета" экологи форумĕ ирттерекен конкурсăн лауреачĕсене пĕлтерчĕç. Вĕсенчен пĕри - Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Михайлов Алексей (сăмах май, вăл "Трак ен" сайтăн администраторĕ те). Алеша хăйĕн "Вăрмана хÿтĕлер" сайчĕпе «Хальхи технологисем - çут çанталăка хÿтĕлес ĕçре" (экологи тата çут çанталăка хÿтĕлес темăпа хатĕрленĕ сайтсен тата Internetри web-страницăсен конкурсĕ) ятлă номинацире лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Ку проект ĕçĕн ертÿçи - çак шкули обществознани предметне вĕрентекен Михайлов В.М. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри "Симĕс планета - 2009" форумра "Вăрман пурнăçĕ тата çын шăпи" (литература конкурсĕ) номинацире Жукова Анастасия (Трак чăвашла-нимĕçле гимнази) тата Михайлова Татьяна (Шывпуç шкулĕ) лауреат пулса тăнă. Справка: В адрес оргкомитета форума поступили творческие работы школьников из 73 регион
... Малалла вула »
Красноармейски районĕнче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пухса илесси вĕçленчĕ. Халĕ районти пур хуçалăх та çĕр улми ани çине куçрĕ. Ял çыннисен "иккĕмĕш çăкăра" пĕтĕмпе 805 гектартан кăларса илмелле. Авăн уйăхĕн 9-мĕш тĕлне 226 гектар çинчен кăларса илнĕ те ĕнтĕ. Ку вăл пĕтĕм лаптăкăн 28 проценчĕ пулать. Çĕр улмин вăтам тухăçĕ гектартан 198 центнер тухать. «Таябинка» агорфирмăра ку кăтарту 220 центнерпа танлашать (вĕсем 200 гектартан 90 гектарне кăларнă та ĕнтĕ). Çĕр улми кăларас ĕç «Гигант» КЯХПре, «Бахча» ЧЯПре, Шумилов В.Н. тата Артемьев Л.С. фермер хуçалăхĕсенче аван пырать..
Ĕççине район территорийĕнчи предприятисемпе организацисем те анла хутшăнаççĕ. Çав шутра - шкул ачисем те. Сăмахран, Красноармейски иккĕмĕш шкул ачисем, 8-10 класра вĕренекенсем, "Нива" КЯХПре тăрăшаççĕ. "Карай" ял хуçалăх предприятийĕнче район администрацийĕн ĕçченĕсем вăй хураççĕ. 40 çын пер кун хушшинче 3 гектар çер улми пухса илме пултарнă.
Ольга Михайловна Степанова – Чатукассинчи тĕп пĕлÿ паракан шкул директорĕ. 1958 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче хамăр районти Типвар ялĕнче çуралнă. Чатукасси шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ. 1981 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Кунта нимĕç, акăлчан, француз чĕлхисене вĕрентекен специалиста çирĕплетекен диплома алла илнĕ. Малтанах Улатăр районĕнчи Эйпеçре нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă. 1985 çулта хăйĕн пурнăç биографине Чатукасси шкулĕпе çыхăнтарнă. 2001 çултанпа — шкул директорĕнче. Çемьеллĕ. Аслă хĕрĕ Ирина И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ют çĕр-шыв чĕлхисен факультетĕнче вĕренет. Кăçал иккĕмĕш çул Америкăра акăлчан чĕлхине туптас енĕпе практикăра тимлет. Наталия —Чăваш патшалăх университечĕн студентки, вăл та, аппăшĕ
... Малалла вула »
Красноармейски районĕнчи икĕ пин шкул ачишĕн пĕрремĕш шăнкăрав урока чĕнсе янăрарĕ. Район пуçлăхĕ С.А. Николаев Пĕлÿ кунĕнче Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта пулчĕ. Вăл ачасене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, каратэ спортĕнче палăрнă Алексей Васильева дипломпа наградăларĕ.
Уява хутшăнакансене Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков, педагог-ветеран Л.А.Петрова тата пĕрремĕш класс вĕренекенĕсем саламларĕç.
Пĕрремĕш шăнкăрав параканнисем шкулта тин кăна вĕренме пуçлакан Дарья Петрова тата вунпĕрмĕш класра вĕренекен Алексей Васильев пулчĕç.
Ыран районти шкулсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Вăл çĕнĕ 2009-2010 вĕренÿ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерĕ. Паянхи шкул ачисене лайăх вĕренмешкĕн çĕнĕ майсемпе меслетлĕхсем çителĕклех. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче партăсем хушшине 2000 яхăн вĕренекен ларĕ, вĕсенчен 154-шĕ - пĕрремĕш хут.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене тăрăшса вĕренмешкĕн пĕтĕм май пур. Шкулсенче пуян вĕрентÿ пурлăхĕ хатĕрленĕ: компьютер класĕсем, электронлă вĕренÿ пособийĕсем, интерактивлă доскасем, видеопроекторсем тата ытти те. Районта виçĕ ресурс центрĕ ĕçлет: Трак чăвашла-нимĕçле гимнази, Еншик-Чуллă тата Мăн Шетмĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем. Çакă савăнтарать: районти шкулсенчен вĕренсе тухакансен 85-87 проценчĕ аслă шкулсенче пĕлÿ пухать.
Пĕлÿ кунĕ ячĕпе шкул ачисене, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей, вĕрентÿпе вĕренÿ ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсе
... Малалла вула »
28 августа глава района С.А. Николаев и председатель Собрания депутатов района, руководитель СХПК «Ггигант» В.В.Александров приняли участие в праздничных мероприятиях, посвящённых 85-летию Моркинского района Республики Марий Эл.
Надо отметить, что два района дружат более 20 лет. Официальная делегация нашего района впервые побывала в посёлке Морки в октябре 1988 года и приняла участие в мероприятиях, посвящённых 100-летию со дня рождения классика марийской литературы, уроженца Моркинского района Сергея Чавайна. С тех пор дружба крепнет из года в год. Ежегодно районы-побратимы обмениваются делегациями, вместе подводят итоги года, делятся опытом. На этот раз в музее имени Янтемира гости смогли ознакомиться с презентацией выставки членов Союза художников Республики Марий Эл «Транзит Москва- Морки», выставкой картин М. Гайсина (посёлок Земногорск) и В. Павлова (д.Корпатово) «Марко велем – илышемын чеверже», выставкой фотографий заслуженного журналиста Республики
... Малалла вула »
Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Упи ялĕн Кану центрĕнче районти учительсен черетлĕ форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçне вĕрентекенсемпе воспитательсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, общестенность представите-лĕсем тата массăллă информаципе пичет ĕçченĕсем хутшăнчĕç. "Наци вĕрентĕвĕн пуçарăвĕ "Пирĕн çĕнĕ шкул" докладпа район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н.И. Антонов тухса калаçрĕ. Вăл каланă тăрăх, вĕрентÿ системине çĕнетсе улăштарас енĕпе хатĕрленĕ комплекслă проекта пурнăçлас енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ, ун валли республика тата федераци бюджетĕнчен кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланă. Пурлăх никĕсĕ самаях пуянланнă: районти шкулсене 100 проценчĕпех информацизациленĕ, çĕнĕ автобуссем туяннă, вĕрентÿ пÿлĕмĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, котельнăйсене газпа хутмалла тунă. Шкулсене çĕнĕ
... Малалла вула »
Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕн фончĕ çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕ. Унăн ячĕ - «Николай Петрович Петров». Кĕнекене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи тĕпчевçĕсен канашĕ хатĕрленĕ тата пичете сĕннĕ. Тиражĕ - 100 экземпляр. Кĕнекене пуçтарса хатĕрлекенĕсем - Т.В. Артемьева, А.Д. Ахвандерова, В.В. Павлов ăсчахсем.
Биобиблиографиллĕ справочника филологи наукисен тухтăрĕ, профессор, академик, Чăваш Республикин тата тивĕçлĕ наука ĕçченĕ Н.П. Петров профессор çуралăранпа 80 çул тултарнă ятпа хатĕрленĕ. Ку кăларăма Николай Петрович пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă, чăвашла тата вырăсла çырнă 24 статья кĕнĕ, вĕсен авторĕсем - республикăмăрти паллă ученăйсем. Вĕсем хушшинче М.Ф. Чернов, А.П. Хузангай, Г.А. Дегтярев, Л.П. Сергеев, В.Н. Пушкин, А.Е. Горшков, В.И. Сергеев, В.Г. Родионов, А.П. Данилов, А.Д. Ахвандерова, П.Н. Метин тата ыттисем те. Кĕнеке вĕçĕнче Н.П. Петровăн наука ĕçĕсен библиографине панă: монографисем, брошюрăсем, учебниксем
... Малалла вула »
Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн, учительсемшĕн яваплă тапхăр — çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарать. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсенчи партăсем хушшине 1950 яхăн вĕренекен ларĕ. Вĕсенчен 150 ачи — пĕрремĕш хут. Районти шкулсенче пĕлÿ илекенсен йышĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 70—80 вĕренекен сахалрах пулĕ. Сакăр шкулта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ парĕç. Чатукассипе Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсем кăçалтан тĕп пĕлÿ паракан шкулсен шутне кĕрĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе, районти шкулсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче юсав ĕçĕсен пысăк калăпăшне пурнăçланă. Вĕренекенсене тарăн та çирĕп пĕлÿ илме условисем туса парассишĕн сахал мар тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкулти пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн кабинетне, мĕн пур шкулсен пуçламăш класĕсене вĕрентÿпе кăтарту пособийĕсемпе, оборудованисемпе, кунсăр пуçне пуçламăш классене сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ.
Архивра мĕн вуласа пĕлме пулать Вирьял Юрий Петрович (чăн хушамачĕ Петров) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Еншик Чуллăра çуралнă. 1993 çулхи авăнăн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1967 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1993 çулта Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне панă. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне, 1968 çулта А. М. Горький ячĕллĕ литиратура институтне пĕтернĕ. «Пионер сасси» хаçатпа «Тăван Атăл» журнал редакциĕсенче, чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Юрий Вирьялăн сăвă пуххи нумай пичетленсе тухнă. Вăл ача-пăча валли сăвăсем çырнă, ун сăввисемпе юрă та нумай кĕвĕленĕ. Чылай чĕлхерен чăвашла сăвăсем куçарнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем: «Сенкерленчĕ шуçăм.
... Малалла вула »
Красноармейскинчи ача-пăча искусство шкулĕн хăйĕн ялавĕ тата гербĕ пур. Республикăри хушма пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче ку пĕрремĕш пулăм. Ăна эпир пурте пĕлекен районсен тата хуласемпе ялсен гербĕсен авторĕ, паллă художник Вадим Шипунов ăсталанă. Гербра кашкăр ами çинче шăпăр каласа ларакан ачана ÿкернĕ. Ку ÿкерчĕк тĕрĕксен мифне аса илтерет: тĕрĕк ачине кашкăр ами вилĕмрен çăлса хăварать. Тĕрĕк тата монгол халăхĕсен мифĕсенче - кашкăр управçă тата хÿтĕлевçĕ. Кашкăр çăварĕнчен çулăм тухни - пултарулăх хĕрÿлĕхне пĕлтерет. Кашкăр тирĕ çинчи тĕрлĕ тĕслĕ пăнчă-çаврасем - пултарулăх тĕнчи нумай енлĕ пулнине систерет. Шăпăр сăнарĕ те ахальтен çуралман. Красноармейски районĕнчи Шăпăрлăвар ялĕнче ĕлĕк-авалтанах шăпарçăсен пуххи иртни паллă. Унта вĕсем шăпăр каласа ăмăртнă. Шăпăрçăн пуç тăрринчи çут çăлтăр вара - ача-пăчана искусство (ÿнер) тата наци культури аталанăвĕн çулне кăтартса пыракан чун тÿпи. Искусство шкулĕнче вĕренекен ачасем гербпа ялава пысăк кăмăлпа й
... Малалла вула »
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен