Манăн анне ытарайми кăвар чĕреллĕ. Калаçма пуçласанах манăн пĕрремĕш сăмахăм "анне” пулнă тет кукамай. Эпĕ ăна çав тери юрататăп. Ахальтен мар унăн сăнарĕ тĕлĕкре те ман пата пырать. Юмахри пек, нихçан сÿнми йăлкăш çутă пек куç умĕнче тăрать. Кунран-кун çак туйăм чунра ытларах та ытларах вăйланать. Унăн йăваш кăмăллă чĕри мана ăнланать, йăпатма тăрăшать, йывăр вăхăтра пулăшма васкать. Анне юнашар чухне кĕрхи тĕттĕм каç та çутă пек туйăнать. Çапла, чи ачаш, чи хаклă çын вăл маншăн анне çĕр çинче.
Анне тесессĕнех ман ума хитре сăнар тухса тăрать. Унăн кăвак куçĕ манăн чунăма ăшăтса тăрать, малалла пурăнма вăй-хăват парать, савăнăçлă туйăм çуратать. Акă епле пысăк хăват тапать унра! Манăн аннене Фая тесе чĕнеççĕ. Тĕнчере маншăн санран хакли, чи çывăххи урăх çук та пулĕ! Çук, пулма та пултараймасть! Манăн сансăр пуçне аппа та, йăмăк та çук. Сан пекех ырă чунлă кукамай çумра пурри иксĕмĕре те савăнăç кÿрет. Анне, эсĕ яланах чи хитри, чи ырри, чи çывăххи, çепĕççи
... Малалла вула »
Красноармейски районĕн халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи Халăх театрĕ куракансем умне çĕнĕ премьера кăларчĕ - З.Володарскин "Лантăшсем" пьесине чăвашла куçарса лартса пачĕ. Спектакльти ĕçсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă Иван Платонович Кириенко хирург çемйинче пулса иртеççĕ пулин те, спектакле лартакан Надежда Николаева режиссер геройсене паянхи кун кăларса тăратнă кăмăл-сипет ыйтăвĕсем тавра калаçтарма пултарчĕ. Халăх пултарулăхĕн артисчĕсем те хальхи пурнăç пăрăнчăкĕсене юрату тата çынлăх туйăмĕсенчен уйăрса, вĕсене сивлесе куракансен чунне çыннăн чи хаклă та ырă туйăмлă пахалăхĕсене вырнаçтарма пултарчĕç.
Пьесăна чăвашла яка та таса чĕлхепе куçарнă. Куракансене мелодрамăра усă курнă кĕвĕ-юрă питĕ кăмăла кайрĕ. Декораци пуян пулни курăнать. Сасă режиссерĕ пĕр кăлтăксăр ĕçлени сисĕнчĕ. Рольсенче ял çыннисем пурте пĕлекен хамăр ялсем вылярĕç: Валерий Миронов (И.П.Кириенко), Светлана Васильева (Л.П.Кириенко), Надеж
... Малалла вула »
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине чыслăн уявларĕç. Уяв шкул дирекцийĕ çирĕплетнĕ ятарлă план тăрăх пулса пычĕ. Чи малтанах чăваш чĕлхи тата литератури вĕрентекенсем кашни класрах Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă мультимедиллĕ урок презентацисем ирттерчĕç. Уроксенче вĕрентекенсем Çеçпĕл Мишшин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне туллин çутатса пама тăрăшрĕç, чăваш поэзине çĕнĕ сĕм кĕртнĕ йыхравçă çыравçăн кун-çулне тĕплĕн тишкерчĕç, ачасен кăмăл-сипетне поэтăн асап-нушаллă пурнăçĕн тĕслĕхĕпе витĕм кÿме май тупрĕç. Уйрăмах класс тулашĕнче чылай ĕç туса ирттерчĕç вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Хамăр районта иртекен "Çеçпĕл - пирĕн чĕрере" сочиненисен конкурсне хутшăнса ачасем килте сочиненисем хайларĕç. Вĕсенчен чи лайăххисене с
... Малалла вула »
1. Пĕтĕмĕшле йĕрке Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет. 2. Конкурс тĕллевĕсем • Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; • Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; • Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси. 3. Конкурса хутшăнакансем Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкулсенче 1-11 классенче вĕренекенсем тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем пулаççĕ. 4. Конкурса йĕркелесе ирттересси тат
... Малалла вула »
Роза ГОРШКОВА, Чатукасси тĕп шкулĕн вĕрентекенĕ, аслă вожатăйĕ.
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ, Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи. Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, Тин ирĕке тухрĕ тĕп чăваш чĕлхи.
Хăватлă, янăравлă, çĕкленÿллĕ илтĕнеççĕ çак йĕркесем! Мĕн тери тарăн шухăш пытаннă вĕсенче! Пултаруллă çыравçă кăна шăрçалама пултарнă çак сăвва. Чÿк уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тăватпăр. Шел те, кăвар чĕреллĕ поэт 22 çул кăна пурăннă, çапах хăй хыççăн вăл вилĕмсĕр йĕр хăварнă. Ун хайлавĕсем Чăваш Енре кăна янăрамаççĕ, ют çĕршывсенче те вулаççĕ вĕсене.
Çак уяв тĕлне Красноармейски районĕнчи Чатукасси шкулĕнче Çеçпĕл эрни иртрĕ. Кашни кун тĕрлĕ ĕçе кÿлĕнчĕç ачасем. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р.И. Яковлева 5-7-мĕш классенче ăс пухакансемпе Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ тăрăхне çул тытрĕ. Вĕсем Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи музейре пулса ăс кутамккине пуянлатрĕç. Çул çÿрев ачасен кăмăлне кайнă. Юн кун шкулта "Çеçпĕл Мишши
... Малалла вула »
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн Р.Кондратьева ертсе пыракан ĕç ушкăнĕ иртнĕ ытлари кун Красноармейски районне çитсе "ВОЛИТ” фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансемпе, "Чесла” ООО коллективĕпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕ.
Тĕллевлĕ калаçу
Мăн Шетмĕсем тĕл пулăва йышлăн пухăнчĕç. Асăннă мероприятие район пуçлăхĕн çумĕ Н.Антонов, Пенси фончĕн управленийĕн пуçлăхĕ А.Петрова, ял тăрăхне, фермер хуçалăхне ертсе пыракан А.Федоров тата Валерипе Тамара Петровсем хутшăнчĕç.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Р.Кондратьева хăйĕн сăмахне çитес çул ĕçе кĕрекен çĕнĕлĕхсенчен пуçларĕ. Вĕсенчен пĕри - валоризаци. Совет саманинче пухнă пенси капиталне хаклани хуçалăхра вăй хуракансене интереслентерни ахальтен мар. Вĕсенчен чылайăшĕ çав тапхăрта стаж самаях пухнă. Тепĕр 4-5 çултан тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕмри çынсем те пур йышра. "Валоризаци паянхи пенсионерсене кăна мар, хальхи вăй питти
... Малалла вула »
Октябрĕн 15-мĕшĕнче райцентрти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра консультаци пункчĕ уçăлнă. Вăл Чăвашсен регионти "Раççейри юристсен ассоциацийĕн” уйрăмĕпе "Чăваш Республикинчи наци библиотеки” патшалăх культура учрежденийĕн килĕшĕвĕ тăрăх, ĕçлеме пуçлать. Унăн тĕллевĕ халăха социаллă тата право ыйтăвĕсене анлăрах ăнлантарма пулăшасси пулса тăрать.
Консультаци пункчĕ уçăлнă май пухăннисем умĕнче райцентрти ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн директорĕ С. Никитина сăмах илнĕ. Светлана Александровна пĕлтернĕ тăрăх, çакнашкал пунктсем республикăри 23 библиотекăра халăха йышăнма тытăнĕç, вĕсене кулленхи пурнăçра интереслентерекен ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем парĕç. Кунта çынсем право, пенси, пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă тата ытти ыйтусем çине те хуравсем илĕç.
Асăннă мероприятире районти яваплă органсен ертÿçисем тата специалисчĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисем умĕнче район прокурорĕн пулăшаканĕ Александр Емельянов тата Галина Ильина нотариус тухса к
... Малалла вула »
Техникăна ГОСТ ыйтнă пек хĕл каçма вырнаçтарса лартас енĕпе смотр-конкурс йĕркелесе ирттерме туса хунă комисси членĕсем октябрĕн 19-мĕшĕнче "Досаево”, "Янмурзино” хуçалăхсемпе "Бахча”, "Красное Сормово” пĕрлешÿсен, октябрĕн 20-мĕшĕнче "Колос”, "Волит”, "Таябинка” пĕрлешÿсемпе "Караево”, "Нива”хуçалăхсен, В. Васильева, А. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕсен мехпаркĕсенче, октябрĕн 21-мĕшĕнче "Гигантпа” "Востокра” пулса, вĕсенче техникăна хĕллехи управа мĕнле лартнипе паллашрĕ.
"Досаевора” тĕш тырă комбайнĕсене, сеялкăсене ангара кĕртсе лартнă. Культиваторсемпе плугсене тата ыттине вырнаçтармалли вырăна, асăннă ĕç хатĕрĕсене тасатса хатĕрленĕ, тĕревсем çине лартмалла çеç.
— Паян çак ĕçе туса ирттерме палăртнăччĕ, тепĕр икĕ çын килмелле, çитеймерĕç-ха, — терĕ трактор бригадин бригадирĕ, вăлах склад заведующийĕ В. Яковлев. — Тепĕр виçĕ кунран килсе тĕрĕслеме пултаратăр, пурте йĕркеллех пулĕ…
Уйран техникăна çийĕнчех пухса кĕртменнипе 10 сÿрене "ç
... Малалла вула »
Алманч тăрăхĕнче пулнă май, Алманчпа Туçи Чуракасси ялĕсенче ватти-вĕттипех курнăçрăм. Манăн сăмах район хаçатне çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хальхинчен те ытларах сарассипе çыхăнчĕ. Алманч çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Валентина Львовна Александрова вашават хĕрарăм. Хăть кампа та вăл чуна уçса калаçма хатĕр.
Паян Алманчра — 363, Туçи Чуракассинче 291 çын пурăнаççĕ. Анчах та "Ял пурнăçне” кашни 100 кил пуçне сарассипе хальлĕхе çыхăну уйрăмĕ те, почтальонкăсем те çителĕксĕртерех ĕçлеççĕ-ха. Çыннисем йышлă, сахал мар. Мĕншĕн-ха асăннă икĕ ялта район хыпарçине вуласшăнах мар? Çак ыйту çине тĕрĕс хурав парасса шанса ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Витальевич Долговпа калаçрăмăр.
— Çырăнтуру ыйтăвĕ, чăнах та, кун йĕркинче çирĕп тăрать. Пирĕн ял администрацийĕн тĕллевĕ вăл — кашни çемьене район хаçатне вулаттарасси. Асăннă ыйтупа хамăр патра ятарласа канашлу ирттертĕмĕр. Унта почтальонкăсемпе пĕрлех ял старостисемпе ял тăрăхĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Акă, Алма
... Малалла вула »
Чăваш халăх поэчĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Ю. С. Семенов (Сементер) хăйĕн ентешĕсене пĕртте манмасть, вĕсемпе яланах тачă çыхăну тытать, çăмăл мар тапхăрта пулăшу кÿме те васкать.
Акă, çак кунсенче çеç-ха Юрий Семенович кĕçĕншетмĕсене 120 кĕнеке парнелерĕ. Вĕсем хушшинче хăй калăпланисемсĕр пуçне чăвашсен паллă çыравçисем Георгий Ефимов, Марфа Трубина, Лаврентий Таллеров, Василий Алентей, Николай Терентьев, хамăр районти Çĕньял Упире çуралнă Александр Яковлев тата ыттисем Юрий Сементере тĕрлĕ çулсенче алă пусса парне кÿнисем те пур. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О. В. Андреева каланă тăрăх, хаклă ку кĕнекесем Кĕçĕн Шетмĕпе Яманакри тĕслĕх библиотекăсенче тивĕçлĕ те сумлă вырăнта пулĕç, вĕсемпе кашниех паллашма пултарĕ. Ентеш-сăвăç унччен маларах та Н. Янкас ячĕллĕ музея 200 ытла кĕнеке парнеленĕччĕ.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен