Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Сайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 93

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Ака » 3 » Мăнкун - чи аслă та таса уяв
Мăнкун - чи аслă та таса уяв
17:41
Сăн ÿкерчĕк
ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсемшĕн Мăнкун – чи аслă, чи таса уяв. Иисуса пăталанă хыççăн ăна хисеплекенсем, ĕненекенсем Турă ывăлне хĕрхенсе унран каçару ыйтнă. 40-мĕш кунне Иисус чĕрĕлнĕ. Çак пулăма асра тытса уявлаççĕ. Мăнкунра çынсем пĕр-пĕрне тĕл пулса "Христос чĕрĕлнĕ” – "Чăн чĕрĕлнĕ” теççĕ.
МĂНКУН уявне мĕн авалтан çак пулăма тĕпе хурса паллă тума пуçланă. Еврейсем нумай хушă египетсем патĕнче чуралăхра пурăннă, вĕсен пурнăçĕ чăтмалла мар йывăр пулнă. Турă çакна асăрханă, вĕсене шеллесе Моисея еврейсене çăлма хушнă. Египетсен патши Фараон хăйĕн чурисене ирĕке кăларасшăн пулман. Çакна пĕлсен Турă египетсем çине йывăрлăхсем янă. Турă 9 хутчен йывăрлăх янине пăхмасăр Фараон çав-çавах хирĕç тăнă. Çакăн хыççăн 10-мĕш йывăрлăх умĕн, Моисей еврейсен çемйисене путек пусса унăн юнĕпе хăйсен алăкĕсене сĕрме, путекне ăшаласа çиме хушнă. Еврейсем Моисей хушнине пĕтĕмпех пурнăçланă, çав каçах египетсен килĕсенче пуринче те пĕрремĕш ачисем вилнĕ. Турă ангелĕ египетсен ачисене хĕрхенмен, юн сĕрнĕ алăксене вара тĕкĕнмен. Çавăнтанпа Турă хушнипе еврейсем кашни çулах çак кун путек пусса çинĕ, çавăнпа та çак куна Пасха теме пуçланă. Эпир вара çак куна Христос Чĕрĕлнин уявĕ тетпĕр.

Турă еврейсене чуралăхран хăтарнă пулсан, пире хăй чĕрĕлсе тăнипе çылăхсенчен тата вилĕмрен çăлнă.

Мăнкун – христиансен чиркĕвĕн авалхи уявĕ. Çак кун христиан тĕнне ĕненекенсем чун-чĕререн савăнаççĕ, мĕншĕн тесен Христос чĕрĕлсе тăнипе çылăхсене тата вилĕме çĕнтернĕ, çавна май этемлĕх умĕнче ĕмĕрлĕх пурнăçăн хапхи уçăлнă. Çак уявра чиркÿсенче мĕнпур светильниксене çутаççĕ, ĕненекенсем Мăнкун кĕлли пынă хушăра хăйсем чун-чĕререн хавхаланнине палăртса алла çурта тытса тăраççĕ. Мăнкун – çурхи уяв, кĕçех çу кунĕсем пуçланасса, йывăç-курăк, çарансем чĕрĕлессе, хирте тырпул çитĕнессе, кайăк-кĕшĕк савăнса юрласса, ăшă та ырă тÿпе айĕнче ача-пăча савăнса вылясса пĕлтерет. Христос чĕрĕлсе тăнин уявĕ эрнипех пырать. Çак эрнере кашни кунах пĕр-пĕрне сывлăх суннă май «Христос чĕрĕлнĕ!» темелле, çавна май хирĕç «Чăн чĕрĕлнĕ!» тесе хуравламалла. Çавăн пекех пĕр-пĕрне хĕретнĕ çăмарта памалла.

Мăнкун умĕн ĕмĕтленес йăла пур тата çак ĕмĕтсене ир енне каламалла пулнă. Мĕншĕн тесен çынсем çак кун çÿлти вăйсем мĕн ыйтнине пурне те пурнăçласса ĕненнĕ.

Мăнкунран пуçласа çамрăксем урамра, вăрман уçланкисенче вăйăсем йĕркелеме тытăннă, чуччусем çинче ярăнма пуçланă.

Мăнкунпа çакăн пек паллăсем те çыхăннă:

Енчен те Мăнкунăн пĕрремĕш кунĕсенче сивĕ е аслати авăтать пулсан, йĕтĕн ăнса пулать.

Енчен те Мăнкун ирĕнче йытă хĕвелтухăçнелле пăхса вĕрет пулсан – пушара, хĕвеланăçнелле – инкек-синкеке.

Мăнкунра çумăр пулсан – ыраш ăнса пуласса.

Кам Мăнкун пĕрремĕш кунĕнче ирхи кĕлĕ вăхăтĕнче çывăрать, ăна тунтикун шыв сапнă. Мăнкун йăли-йĕркисем христиансен те, католиксен те, протестантсен те пĕрешкел. Вĕсенче пуринче те уявăн паллисене палласа илме пулать. Уяв сĕтелĕ çинче пурин те хĕретнĕ çăмарта ларать. (Тĕрлĕрен илемлетес йăла вара каярахпа пуçланса кайнă, вăл сарăлманпа пĕрех. Çăмарта хĕретмелли тĕп тĕс – шăпах хĕрлĕ тĕс).

Куличе сăвап тăвасси – Мăнкун йăли-йĕрки. Çак йăлана пурнăçланă хыççăн ăна çиме юранă.

Аслă типĕ вĕçленнĕ май тутлă апат-çимĕç çиме те юранă. Мăнкун валли хатĕрленĕ пысăк та илемлĕ сĕтел çине тĕрлĕрен апат-çимĕç лартса тултарнă. Мĕнпур тăвансем пĕрле пуçтарăннă. Пурте пĕр-пĕрне çăмарта парнеленĕ: йывăçран ăсталанисем, шоколадран тунисем, пĕчĕккисем, кĕмĕл-ылтăнран, эмаллесе ункăсемпе тунисем. Вĕсене хĕрсем вăчăра çине тăхăнтартнă та мăйран çакса çÿренĕ. Сĕтел çинче кулич, пасха, çăмарта, ашран хатĕрленĕ апат-çимĕç туп-тулли пулнă. Киле пыракана пурне те хăналанă. Мăнкунра çын килнĕшĕн савăннă, вăл кам пулнине пăхса тăмасăр никама та хăналамасăр кăларса яман. Мăнкунра больницăсене, тĕрмесене парнесем ярса панă, чухăнсене тăрантарнă.

Миçе çын пăхнă: 1621 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 2
0  
2 mixaj_58   (03.04.2010 17:51) [Материал]
Мăнкун кун Хĕвел тохать тет, çеçкеллĕ тет, ик айккинчен çеçкеллĕ кăваккăн-симĕссĕн корăнать тет. Ирех ой тӳпине тохса пăхмалла тет ăна корас тесен. Виççĕ корас поть тет виличчен çавăн пек Хĕвеле. Ку япала чăнах тет. Пире çăва çинче виле патне килнĕ хĕрарăм каласа пачĕ. Шоркасси ялĕ патĕнчен килнĕ хĕрарăм вăл. Хамăн херĕм те чăн-чăнах тесе каларĕ тет. Хĕрĕм каламан полсан хам та ĕненес çокчĕ тет.

1974 ç. Чăваш Енри Шупашкар районĕнчи Куснарта 72-ри М.С. Яковлевăран Г.Ильина çырса илнĕ. - ЧПГĂИ ĂА, III, 1272, 84 с.

0  
1 mixaj_58   (03.04.2010 17:49) [Материал]
Мăн кун, е Мункун, – авалхи чăваш календарĕнче çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Каярахпа вăл вырăссен «пасха» уявĕпе тÿр килнĕ. Мăн кун ыран тенĕ каç çынсем çăмарта хĕретсе чиркĕве кайнă та çĕрĕпех кĕлĕ итленĕ: пĕрле юрланă. Ирхи шуçăмпа килне таврăннă: килти турăш умне çурта çутнă: кукăль-çăмах пĕçернĕ. Ачасене таса тумтир (ытларах çĕннине) тăхăнтартнă. Ĕлĕкхи чăвашсем Мăн куна кĕтсе илме ирех ялтан мал еннелле выртакан тăвайккине чупнă. Унта вĕсем хĕвел тухнине курма кайнă. Хĕвел тухнă чух ваттисем ача-пăча çине тырă сапнă: хăмла вĕçтернĕ. Ачасем яла таврăнсан вĕсене кашни хапха умĕнчех тăванĕсем кĕтсе тăнă: пӳрте кĕме чĕннĕ: кучченеçсемпе пĕветнĕ çăмартасем панă. Ку енчи чăвашсем каланă тăрăх: çур çĕр çитсен (шăп вун икĕ сехет тĕлĕнче) чан айне тăрса мĕн те пулин шухăшласа хурсан: вăл шухăш пурнăçланать имĕш. Мăн кун ют çын пырсан ăна ĕлĕкренех пÿртре сак е пукан çине латрма тăрăшнă. Çавăн пек тумасан чăх пусма лармасть тенĕ. Мăн кун тĕлне тата ача-пăчана савăнмашкăн çитĕннисем урам варрине чуччу лартнă. Кăнтăрла вара унта ачасем ярăннă: каçхине хĕр упраçпа яш тухнă. Çитĕннисем вара Мăн кун эрнин иккĕмĕш кунĕнче ĕрет çӳреме тытăннă.
Ратне-хурăнташ тĕп киле пуçтарăнса пичке пуçланă: сĕтел çине ĕçме-çиме кăларса лартнă. Мăн кун кĕреки тулăх пулсан малашнехи пурнăç та çаплах пулать тесе шутланă. Пӳрте кĕнĕ чухне: «Христос чĕрĕлнĕ!» - тенĕ. Пӳртрисем хирĕç: «Чăн чĕрĕлнĕ!» – тесе савăнса хуравланă. Сĕтел хушшинче Турра мухтаса юрланă.
Çăкăр ӳстерекен чăвашăн çĕр çинчи чи пысăк пуянлăхĕ — тыр-пул тухăçĕ.
Авалхи чăвашсен тĕнĕпе çулта пĕрре тĕнче хапхи (кăвак хуппи) – тӳпен тимĕр хапхи - уçăлать те хапха витĕр кĕрекен çутă пайăркасенче çĕр çинчи пуянлăх сăнĕ курăнать. Çак курăм пуш, 21 ирхине, (Мăнкунра) – тулли Уйăх кунĕ тата çурхи Хĕвелĕн тан кунĕ, çанталăк вăранни тата Хĕвел çуле пуçламăшĕ. Мăнкун умĕн каçхине мунчара çăвăнса уявлă шурă тумтир тăхăннă - çак ĕнтĕ ӳт-пĕве тасатакан мешех шутланнă. Мунчаран тухиччен вилнĕ несĕлсен чунĕсем валли валашкана ăшă шыв ярса, пăс парса хăвармалла. Хĕвелĕн пĕрремĕш пайăркисемпе пĕрле тĕнче хапхине Мăн Турă умĕнче тăракан пирĕшти уçать. Эхер те ир ăмăр пулсан, ача-пăча Хĕвеле ыйтса юрлаççĕ:
Пăх, Хĕвел, пăх, Хĕвел, Мăнкун çитрĕ, хĕрлĕ çăмарта сана паратăп, Хĕвел тӳпере курăнать.
Çакăн чухне çуралнă ĕмĕт те тӳррипех пурнăçа кĕрет.
Мăн кун çăмарти – пĕрремĕш çуралу палли. Çăмарта шурри - Çут Тĕнче палли, çăмарта сарри – Хĕвел палли.

Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024