Юпан 10-мĕшĕ яланлăхах республикăн историйĕнче çырăнса юлчĕ — эфира Наци телевиденийĕ тухрĕ. Наци телевиденийĕн кун-çулĕ 2010-мĕш çултан пуçланать. Ун чухне Чăваш Енри наци радио йышĕнче 4 çынран тăракан видео ушкăн йĕркеленнĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ Патшалăх органĕсен сайтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпарсене çутатса парасси пулнă. Çулталăк иртсен радиопа телевиденине пĕрлештерсе Наци теллерадиокомпанине йĕркелеме шут тытнă. Кĕске вăхăтрах телеканал валли Наци библиотекин çĕнĕ çуртĕнче уйрăм пӳлĕм хатĕрленĕ, хальхи вăхăта тивĕçтерсе тăракан, цифра мелĕпе йĕркеленекен эфира тухма пултаракан ĕç хатĕрĕсем илсе студи йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах Наци телевиденийĕн пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленсе пынă. Кунта операторсем те. режиссерсем те, редакторсем те, журналистсем те, программистсемпе инженерсем те.
Паян кăнтăрла 13 сехетре Наци телевиденийĕ тĕрĕслевлĕ эфира тухрĕ. Наци телерадиокомпанин программисемпе передачисене 18-мĕш «ВТК-Информ» каналĕ çинче курма пулать.
Çитес эрнере Наци телевиденийĕн хăйĕн кăларăмĕсем тухĕç. Мĕн пулса иртнипе пире «Республика» паллаштарĕ. Палăртнă тăрăх хыпарсен кăларăмĕсем чăвашла та, вырăсла та пулĕç. Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/1737.html
|