Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вырăсушкăнь ялĕнче çулленех Пукане уявĕ ирттереççĕ. Ку яла 19-мĕш ĕмĕрте Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен куçса килнĕ Власов хушаматлă вырăссем пуçарса янă. Пукане уявĕ çимĕк хыççăн тепĕр эрнерен килет. Пукане уявне çак ялта çуралса ӳснĕ халăх йышлăн пуçтарăнать. Ирхине ялти çамрăксем çывăхри вăрмана кайса тĕрлĕ чечек -курăкран этемрен пысăк Пукане ăсталаççĕ, ăна юрăпа яла илсе килеççĕ, сарая хураççĕ. Кăнтăр иртсен Пуканене ятарлă вырăна вырнаçтарса лартаççĕ. Ватăсем юрă юрласа уяв пуçлаççĕ. Юрланă-савăннă хыççăн Пуканене ялти усал-тĕселе уя хăваласа яма уя йăтса тухаççĕ. Ăна яшсем саламатпа сыхлаççĕ, мĕншĕн тесен халăх ял хушшинче Пуканерен татса илме пултарнă курăк асамлă тесе ĕненет, ăна мĕнле те пулин чĕпĕтсе илме тăрăшать. Ялтан тухсан Пуканене ирĕккĕнех валеçсе параççĕ. Халăх курăка тепĕр Пукане уявĕччен упрама тăрăшать, вăл кил таврашĕнче пулăшса пынине ĕненет. Хыççăн тăвансем сĕтел хушшине ларса уява малалла тăсаççĕ. Кăçалхи уява ял тăрăхĕн ертӳçи Юрий Чертов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç. Александр Башкиров пухăннисене уявпа саламланă май халăха ялти тирпейлĕхшĕн малашне те тăрăшма чĕнсе каларĕ. Пухăннисем ăна асăнмалăх саламат парнелерĕç.
Сайт авторĕ тата модераторĕ-Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен