Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 1
Хăнасем: 1
Юзерсем 0
Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 25 » "Шкулти уроксем халĕ те асрах" 11.02.2010 "Хресчен сасси"
"Шкулти уроксем халĕ те асрах" 11.02.2010 "Хресчен сасси"
18:09
Сăн ÿкерчĕк
– И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститутран вĕренсе тухнă хыççăн Трак тăрăхĕнчи Алманч ялне ĕçлеме ячĕç. Шкул директорĕ Иван Иосифович Осипов вăрçă ветеранĕ мана курчĕ те куçлăхне çамки çине хăпартса хучĕ. «Арçын учительсене питĕ кĕтеттĕмĕрччĕ-ха», – терĕ ăшшăн пăхса. «Кунта пĕр çул ĕçлетĕп те мĕнле те пулсан таратăпах», – шутлатăп хам ăшра. Шкулĕ пĕчĕкчĕ, кăмрăкпа хутса ăшăтатчĕç, – каласа кăтартать Лев Григорьевич Григорьев, районти ĕçпе педагогика вĕтеранĕсен канашĕн ертÿçи. 

Сисĕнмесĕрех пĕр çул та иртсе кайнă. Çамрăк учитель шкул ачисене, коллектива хăвăртах хăнăхнă. Халĕ ĕнтĕ кунтан ниçта та каясси килмен.

– Тăхтав вăхăтĕнче ачасем мана курма коридора тухса тăратчĕç. Эпĕ мĕнле утни килĕшнĕ иккен вĕсене. Хуларан тин çеç килнĕскер питĕ çăтă брюкипе çÿреттĕм. Ялта вара ун пек тăхăнакан пулман, – аса илет Л.Григорьев. 

Ĕçлесех кайнă çапла Алманч шкулĕнче. Ĕнтĕ çемье çавăрма та вăхăт çитсе пынă. Ял витĕр кашни кунах пĕр чипер хĕр иртсе кайнине час-часах курнă-ха. Пачах пĕлмен пике те мар иккен, анчах та сăмах хушма хăяйман, вăтаннă. Пĕр институтрах вĕреннĕ пулнă Ольгăпа. Ал туни пек хулăм, икĕ сарă çивĕтлĕ хĕр Кĕçĕн Кипек ялĕнчи шкула васканă иккен. Ольгăн икĕ сыпăкри пиччĕшĕ Дмитрий Александрович Алманчра механикра ĕçленĕ пулнă. Пĕррехинче çапла хăй шухăшне ăна пĕлтерет. Кĕçех вара хĕр çураçма çул тытаççĕ. Пулас кĕрĕве лайăх йышăнаççĕ ку килте. Апла хĕрĕн ашшĕ-амăшне пĕрре курсах килĕшнĕ каччă. Кăштахранах туй кĕрлеттереççĕ. Тепĕр çулне мăшăрне Алманча куçарса килет. Химипе биологи учителĕ Ольга Афанасьевна малтанлăха пионервожатăйра ĕçлеме тытăнать.

Кăштахран Григорьевсен çемйинче йыш хушăнать. Вырăс чĕлхипе литератури учительне кĕнекесенчи геройсем хăçан та пулсан канăç панă-и вара? Пĕрремĕш хĕр пĕрчине Татьяна ят хураççĕ ««Евгений Онегин» романри тĕп сăнара питĕ юратнăран». Иккĕмĕшĕ вара Наталья. Л.Толстойăн «Война и мир» романĕнчи Наташа Ростова сăнарне килĕштернипе хунăскер.  

Çăмăл пулман Лев Григорьевичăн ачалăхĕ. Лев çуралсассăнах 4 кунран вăрçă пуçланать. Çемьере йыш хушăннăран ашшĕне пĕр эрнелĕхе килте хăвараççĕ. «Атте мана курма ĕлкĕрнĕ. Хура çÿçлĕ, кăн-кăвак куçлă пулнă тет вăл. 1941 çултах пуçне хурать мăнтарăн. Анне 30 çулта ултă ачапа тăлăха юлать», – каласа парать Лев Григорьевич.

Амăшне çав тери йывăр пулнине ачасем пĕчĕк пулсан та ăнланнă, май пур таран пулăшма тăрăшнă. Шкултан «4», «5» паллăсем илсе килсе савăнтарнă. «Пир йĕмпе, çăпатапа, çанталăк ăшăтсан çуранах чупнă шкула. Хĕлле калама çук сивĕччĕ, чернилсем те шăнса ларатчĕç», – ача чухнехине куç умне кăларать Лев Григорьевич.  

Л.Григорьев мĕн пĕчĕкрен учитель ĕçне килĕштернĕ. Халĕ те хăйĕн юратнă вĕрентекенĕсене ăшшăн аса илет. Тĕслĕхрен, Антонина Федоровна Парамонова «Гаврилова» чи кăмăлланă учительсенчен пĕри пулнă. «Тĕлĕнмелле хитреччĕ вăл. Çавăн пиркиех шкула каяс килетчĕ те. Антонина Федоровнăна пĕрремĕш хут курнă кунран манăн пĕчĕк чунра ÿссен вĕрентекен пулас ĕмĕт çуралчĕ. 80 çулта вăл халь. Хамăр тăрăхри Шупуç ялĕнче пурăнать», – тет Лев Григорьевич.

Таисия Васильевна Кузнецова та тĕслĕх пулнă вĕренекенсемшĕн. Класс ертÿçи Лидия Ивановна Стеклова та пĕтĕм чунтан ачасемшĕн тăрăшнă. Шкул буфетне час-часах çăкăр илсе килнĕ пулнă ун чухне. Шăпăрлансем тепĕр чухне туянаймасăрах юлнă. Лидия Ивановна 10-шар буханка туянса класри ачасене тăраниччен çăкăр çитерни халĕ те Лев Григорьевич асĕнче.

– Ырă кăмăл, тараватлăх, иксĕлми вăй-хăват тапса тăратчĕ учительсенче. Ют çын ачине кашниех хăйĕнни пек йышăннă. Урăх мĕнех калăн, – çапла хушса хурать ларсан-ларсан Лев Григорьев.  

Туслă пурăнать çемье. Унăн çирĕплĕхĕ пĕр-пĕрне хисепленинчен, ăнланнинчен килет паллах. Ку хĕрарăм, ку арçын ĕçĕ тесе тиркешсе тăрсан та пурнăç малалла каймасть. Григорьевсен çемйинче вара ку тарана çитсе пĕр-пĕрин çине сас хăпартни те пулман. Таньăпа Наташа амăшĕн вăхăчĕ çуккине кура: «Атте, паян кукăль пĕçер-ха», – тени хăш-пĕр çыншăн тĕлĕнмелле пуль. Лев Григорьевич вара çакна яланах йĕркеллĕ йышăннă, ара, хĕрарăмăн яланах ĕç нумай-çке, тÿрех чуста хурса кукăль янтăлама тытăннă.

Икĕ хĕрĕ те ашшĕ-амăшĕн çулĕпех кайнă. Асли, Татьяна, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет. Темиçе çул каялла «Çулталăк учителĕ» конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ывăлĕ Дима Хусанти химипе технологи институтĕнче ăс пухать. 6-мĕш класра вĕренекен Анечка иртнĕ çул Аслă Çĕнтерĕве халалланă Пĕтĕм Раççейри конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă.

Наталья Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнă. Районти тĕп библиотекăра библиографра тăрăшать. Хĕрĕ Настя 5 çулта çеç-ха.

Григорьевсем Красноармейскинче уйрăм çуртра пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çуллахи вăхăтра вĕлле хурчĕсемпе йăпанаççĕ.

– Эпĕ студент чухнех пĕр пÿлĕм темĕн тĕрлĕ чечек ÿстереттĕм. Юлташсем: «Кăларса пăрах-ха, мĕн тума кирлĕ вĕсем», – тетчĕç. Халĕ пирĕн çур пахча чечек. Мĕн тĕрли кăна çук пуль: гладиолуссемпе кĕл чечексем, георгинăсемпе лилисем, сальви т.ыт.те, – хавхаланса каласа кăтартать Лев Григорьевич.  

Л.Григорьев 5 çул ĕнтĕ районти ветерансен канашĕн ертÿçи. Яваплă пулнăран çак ĕçе никама та мар, ăна шанса панă. Лев Григорьевич сцена çине пĕрремĕш хут тухнăранпа кăçал 56 çул çитнĕ. Ахальтен район шăпчăкĕ тесе каламаççĕ ĕнтĕ ăна. Мăшăрĕпе иккĕшĕ районти ветерансен хорне, «Трак ен» фольклор ансамбльне çÿреççĕ. Юрра-ташша юратакансем ăçта кăна гастрольте пулман-ши? Тюмень, Чулхула облаçĕсенче, Хусанта, Мари Республикинче...

– Юрă-ташă çунат, вăй-хăват хушать, пурăнма хавхалантарать, – теççĕ Лев Григорьевичпа Ольга Афанасьевна Григорьевсем.

Шкул вĕсен пурнăçĕнче ырă, çутă йĕр хăварнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те ачасемпе ĕçленĕ вăхăтсемшĕн халĕ те тунсăхлаççĕ. Романсенчи интереслĕ сăнарсем, пултаруллă та маттур вĕренекенсем, уçă уроксем паян кун та асрах.
Миçе çын пăхнă: 652 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пурĕ миçе комментари: 0
Регистраци витĕр тухнă юзерсем çеç комментари хăварма пултараççĕ.
[ Регистрация | Вход ]
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВр
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024