Муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ





Сайт тытăмĕ

Ытти сайт хыпарĕсем

Категорисем
Сăвăçсем [15]
Çыравçăсем [6]
Тĕпчевçĕ-ăсчахсем [13]
Спортсменсем [2]
Артистсем [2]
Тухтăрсем [1]
Юрăçсем [2]
Композиторсем [4]
Художниксем [5]
Публицистсем [3]
Политика ĕçченĕсем [6]
Фольклористсемпе таврапĕлÿçĕсем [3]
Педагогсем [3]
Районăн хисеплĕ гражданинĕсем [8]
Вăрçăпа çар паттăрĕсем [5]
Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем [4]
CCCР, РСФСР тата ЧР патшалăх преми лауреачĕсем [12]
Экономикăпа производство йĕркелÿçисем [3]

Ыйтăм
Трак ялĕн чăн-чăн ятне каялла тавăрмалла-и?
Пурĕ миçе хурав: 62

Статистика


Халĕ сайт çинче: 21
Хăнасем: 21
Юзерсем 0
Тĕп страница » Статьясем » Сăвăçсем

Категорире пурĕ миçе материал: 15
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 11-15
Страницăсем: « 1 2

Сортла: Кунпа
Юмарт Геннадий Фёдорович (чăн хушамачě Трофимов), — сăвăçă, тăлмач, фольклор пухаканĕ, текстолог. 1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енěн Красноармейски районěнче вырнаçнă Кайри Карăк ялěнче çуралнă. 1985 çултанпа СССРăн писательсен союзěн членě. 1961 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтне пěтернě. 1988 çулта Чăваш АССРăн тава тивěçлě культура ěçченě ятне панă. 1988 çулта К. В. Иванов ячěллě Чăваш АССРăн патшалăх премиěн лауреачě пулнă.

Чăваш кěнеке издательствинче илемлě литературăн редакторě, НИИ ЯЛИЭ ăслăлăх сотрудникě пулса ěçленě. 6 томран тăракан чăваш фольклор пуххин, тата темиçе чăваш илемлě литература кăларăмěсен редакторě пулнă.
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 1083 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 31.12.2009 | Комментарисем (0)

Кириллов Тарас Кириллович (1880-1921), уроженец д. Сесьмеры Ядринского уезда (ныне Красноармейского района Чувашской Республики), поэт, публицист, переводчик. Т.К. Кириллов – автор поэм "Тырă пулнă çул" (Урожайный год), "1812 çулхи вăрçă çинчен хывнă юрăсем" (Песни о войне 1812 года), "Салтак арăмĕ" (Солдатская жена), "Хресчен юррисем" (Песни крестьянина) и др. Просветительские идеи публициста отражены в его брошюре "Çутăра çÿрĕр".

                                                                                                                    
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 1028 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 30.12.2009 | Комментарисем (0)

Аттай Марк Сергеевич (чăн хушамачĕ Терентьев), — сăвăç. 1905 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ) Олăхри Упи (халĕ Çĕньял Упи) ялĕнче çуралнă. 1942 çулта фронтра вилнĕ.

1934 çултанпа СССРăн ÇП членĕ шутланать.

Янкасри пуçламăш шкулта, Шупашкарти ĕçченсен факультечĕнче вĕреннĕ. «Канаш» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Çавăн пекех Çĕпĕрте тата Канаш районĕнче ачасене шкулта вĕрентнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унта хăйĕн пуçне хунă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
«Хĕрлĕ сăнă» (1927);
«Çамрăк хунав» (1932).
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 806 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 12.12.2009 | Комментарисем (0)

Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă.
Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкул-сенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă.
1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.
Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002). Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă.
1973 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. 1975-1980 çулсенче — РСФСР писателĕсен союзĕн ревизи комиссийĕн членĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.
Çеçпĕл Мишши (1983), Нестер Янкас (1996), Фатых Карим (2002) ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988), Чăваш халăх поэчĕ (1999).
Поэта ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумăн Хисеп грамотиле (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) наградăланă.

Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 1967 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 11.12.2009 | Комментарисем (1)

Владимир Егорович Харитонов 1933 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Турхан ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вăл 1951 çулта Упири вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Сывлăхĕ начарланнине пула кĕçех кунта вĕренме пăрахать. 1953-1955 çулсенче В.Харитонов — культура ĕçĕнчĕ. 1955 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне илнĕ. Вăл çав хушăрах Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине пĕтернĕ. Ун хыççăн В.Харитонов Хусанти консерваторире вĕреннĕ. 1963 çултанпа Чăвашрадиопа телевидени комитечĕн музыка хыпарĕсен редакторĕнче, унтан Шупашкарти телестудин литературăпа музыка редакторĕнче ĕçленĕ.
Вăл 1990 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче вилнĕ.
В.Харитоновăн малтанхи сăвви 1953 çулта пичетленнĕ. Ăна 1974 çулта СССР писателĕсен союзĕн членне илнĕ.
Вăл ачасем валли те сăвăсем çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Поэтăн аллă ытла сăввине чăваш композиторĕсем юрра хывнă. Вăл хăй те сцена çинче чылай юрланă.
Унăн паллăрах кĕнекисем: «Тав» (1968), «Шухăш» (1973), «Чун хавалĕ» (1978), «Туслăх çаврăмĕ» (1983).
Сăвăçсем | Миçе хут пăхнă: 823 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан хушнă: 07.12.2009 | Комментарисем (1)

1-10 11-15
  Русская версия | English

    

    

    

Кĕмелли форма
2020 çулхи тĕп пулăмсем
 Чăваш Республики - 100 çулта

Красноармейски (Трак) районĕ - 85 çулта

2020 çул - Константин Иванов поэт çулĕ


Николай Ашмарин чĕлхеçĕ çуралнăранпа 150 çул
 Петĕр Яккусен поэт тата чĕлхеçĕ çуралнăранпа
70 çул


Шырав

Кун тăрăм

Архив

Янкасçăсен сайчĕ

Сайт авторĕ тата модераторĕ- Михайлов Алексей, Чăваш Республикин Президенчĕн 2010,2012 çулсенчи стипендиачĕ, Сайт администраторĕ - Михайлов Виталий Михайлович, Красноармейски шкулĕнче чăваш чĕлхипе общество пĕлĕвĕ вĕрентекен
Copyright alex-net © 2024